Шырав
Шырав ĕçĕ:
Акӑ, мӑкӑль те кӑлартӑм, — ӗнсине генерала кӑтартать ача.
Лекрӗ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Григорий хыҫалтан австриецӑн усӑнчӑк ӗнсине тата мӑй ҫумӗнче тарпа йӗпеннӗ ҫухави хӗррине курчӗ.Григорий видел нависший сзади затылок австрийца, мокрую у шеи строчку воротника.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Ӗнсине ҫу тулса ларнӑ, сысна аҫи, шуйттан!
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий Григорьевич, хыҫалалла ҫаврӑнса, вара Иван Федорович эрех патне пыракан сарлака ҫухаллӑ вӑрӑм аркӑллӑ сюртук тӑхӑннӑ Иван Ивановича курчӗ; сарлака ҫухи ун ӗнсине пӗтӗмпех хупласа тӑнипе, пуҫӗ урапа ӳречисем хушшинче ларнӑ пекех курӑнать.
IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Анчах ятлаҫнипе нимех те тӑваймӑн; ӗнсине те чылайччен хыҫкаларӗ асатте, анчах нимӗн те шухӑшласа кӑлараймарӗ.Но бранью мало пособишь: а затылка сколько ни чесал дед, никак не мог ничего придумать.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хӑйӗн пысӑк та кӑштах шуралнӑ пуҫне уҫӑлса выртакан папка ҫинчи доклад ҫинелле тайса, Андрей Петрович, хумханса тата ҫамкине, мӑйне, ӗнсине час-часах тутӑрпа шӑлса, харпӑрхӑй докладне тахҫанах та тӗплӗн пӗлекен ораторсем пек хытах мар сасӑпа калаҫма пуҫларӗ.
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Авӑ мӗн! — Савва ӗнсине хыҫса илчӗ.
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл хӑй умӗнче пӗрремӗш ретри кресло ҫинче ларакан старик кукша пуҫне тата ӗнсине тимлесех перчеткепе шӑлнине курать тата лешӗ темӗскер мӑкӑртатнине илтет.
Чиновник вилни // Иван Юркин. Антон Чехов. Чиновник вилни // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 133-135 с.
— Шанасса шанатпӑр эпир, — Рагулин ӗнсине хыҫса илчӗ, — анчах паровик те ҫӑкӑр ыйтмасть, пулӑшма пултарать…
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Яшшӑн пуҫне хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса, кӑпӑклӑ сӗркӗҫпе вӑл пӗрре унӑн мӑйне, тепре хӑлхине тӗрткелесе илчӗ, е тата ӗнсине ытлашшипех кӑпӑкласа хӑтланчӗ.
XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пӑшал сасси ян та ян тӑвать; пистолет, хӑйӗн хура ӗнсине каялла ывӑтать те, гильзисене, хӗвелҫаврӑнӑш пӗрчине сурса кӑларнӑ пек, аяккинелле ывӑтать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Учитель тӑван ҫӗршыв ҫинчен калама тытӑннӑ, ӗлӗкхи самана ҫинчен, эпир ак ҫакӑнпа туса ҫитернӗ ӗҫ ҫинчен, — ашшӗ ӗнсине ҫапса кӑтартрӗ, — хамӑр юна юхтарса ҫапӑҫса илни, сыхласа хӑварни ҫинчен…
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫав вӑхӑтрах вӑл урисене аялтан аяларах хуҫлата-хуҫлата куклентерчӗ, халь-халь сиксе ларма хатӗр тискер кайӑк евӗр, йӑлт тӗршӗнчӗ те ӗнсине хӑй ӑшнелле чикрӗ.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах Ромашов тусан ӑшӗпе аякалла кайса пыракан Николаевӑн шурӑ, ҫирӗп ӗнсине пӑхрӗ те, ӑна сасартӑках, ун пурнӑҫӗнчен халь ҫеҫ мӗскер-тӗр чи-чи пысӑккине, чи-чи тӗппине касса тӑпӑлтарчӗҫ тейӗн, хӑйне пӗтӗм тӗнче пӑрахса хӑварнӑн, кӗтмен ҫӗртенех хӑр-пӗчченнӗн тӑрса юлнӑн туйӑнса кайрӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫав пусмана илсе хурсан, ман патӑма пӗр ҫын та, хӑйӗн ӗнсине хуҫмасӑр, кӗрес ҫукчӗ.Когда лестница бывала убрана, ни один человек не мог проникнуть ко мне, не сломав себе шею.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӗри хӗвел пайӑркисем унӑн ӗнсине, мӑйне, ҫурӑмне ҫунтарса пӗҫертрӗҫ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Нимӗҫсен пӗр ҫавӑн пек повеҫ пур… тахҫан эп ӑна Венӑра вуласа тухсаттӑм, — терӗ тухтӑр ӗнсине хыҫкаласа, вӑл темӗн асне илесшӗн пулчӗ, — унта ҫавӑн пек юрату ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ…
XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тӗсӗ кайнӑ симӗс чалми ун ҫамкине куҫ харши таран хупӑрланӑччӗ, ӗнсине тап-таса хырса янӑ, ҫанӑсӑр пусма тумне ярханах янӑ.
XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Ӗнсине хыҫӗ-ха вӑл, анчӑк ҫури!
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӑрттан мучи, ӗнсине хыҫкаласа, шыв хӗрринче тата пӑртак тӑчӗ, унтан аллине шанӑҫсӑррӑн сулса ячӗ те, уксахласа, ӑйӑрӗсене кӳлме утрӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.