Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IV. Апат

Пай: Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем –> Иван Шпонькӑпа унӑн аппӑшӗ

Автор: Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин

Ҫӑлкуҫ: Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хушнӑ: 2020.02.03 00:24

Пуплевӗш: 120; Сӑмах: 1473

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Иван Федорович Хортыще ялне апат вӑхӑтӗнче ҫитсе кӗчӗ, улпут ҫурчӗ патне ҫывхарма пуҫласанах вӑл пӑртак именчӗ те. Ку ҫурт вӑрӑмскер, тата кунти ытти ҫӗр улпучӗсенни пек хӑмӑш витнӗскер мар, чус ҫивиттиллӗ пулнӑ. Картишӗнчи икӗ кӗлечӗ те чус витнӗскерсем; хапхи юманран тунӑскер. Иван Федорович кунта кирек ӑҫта пӑхсан та хӑйӗнчен те капӑр тумланнӑ ҫынсене курнӑ бала килнӗ шукӑль пек пулчӗ. Хисепшӗн вӑл, лашине кӗлет патне хӑварса, крыльца патне ҫуран утса пычӗ.

«А, Иван, Федорович!» кӑшкӑрчӗ картишӗнче сюртукпа, галстуксӑр, жилетсӑр тата подтяжкӑпа ҫӳрекен самӑр Григорий Григорьевич. Анчах ҫак тумтир те унӑн самӑр ӳт-пӳне йывӑрлатнӑн туйӑннӑ, мӗншӗн тесен ун ҫинчен шӑпӑртатса тар юхнӑ. «Эсир аппупа курнӑҫнӑ хыҫҫӑнах килетпӗр терӗр-ҫке, хӑвар килмерӗр?» Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Иван Федорович тутисем ҫав, Григорий Григорьевичӑн минтерсем пекех тачка тутисене тӗл пулчӗҫ.

«Пуринчен ытларах хуҫалӑх ӗҫӗпе… Эпӗ сирӗн патӑра минутлӑха, тӗрӗссипе каласан, ӗҫпе килтӗм!..»

«Минутлӑха! Ҫук, ҫук, ан та кала». Самӑр хуҫа: «Эй, хлопче!» тесе кӑшкӑрса ярсанах, лешӗ, козаксенни пек сӑхман тӑхӑннӑ ачах, кухньӑран чупса тухрӗ. «Касьяна кала: халех хапхасене питӗрсе илтӗр, илтетӗн-и, ҫирӗпрех питӗрӗр! Ҫак пан лашине вара халех тӑварса тӑратӑр! Пӳлӗме кӗме ыйтатӑп; кунта ҫав тери пӑчӑ, эпӗ чӑм шыва ӳкрӗм, манӑн кӗпе-йӗм йӗп-йӗпе».

Иван Федорович пӳлӗме кӗрсенех, вӑхӑта ахалех сая ярас мар тесе, пӗр именсе тӑмасӑрах татӑклӑн калаҫма пуҫларӗ.

«Аппа мана вилнӗ Степан Кузьмичӑн пиллесе ҫырса хӑварнӑ хучӗ… ҫинчен каласа панӑччӗ…»

Ҫак сӑмахсене илтсен Григорий Григорьевичӑн сарлака сӑн-пичӗ мӗнле турткаланса илнине каласа пама та йывӑр. «Туршӑн та, нимӗн те илтместӗп!» тесе ответлерӗ вӑл. «Сире каласах пулать, манӑн сулахай хӑлхара таракан пулнӑ. Вырӑссем хӑйсен килӗсенче, ылханлӑ кацапсем, таракансем ӗрчетсе тултарнӑ. Мӗнле асап курнине нимӗнле перопа та ҫырса параяс ҫук. Кӑтӑклантарать те кӑтӑклантарать. Кайран мана пӗр карчӑк ахаль мелпех пулӑшрӗ…»

«Эпӗ каласшӑнччӗ…» пӳлме хӑйрӗ ӑна Иван Федорович, Григорий Григорьевич калаҫӑва юриех урӑххи ҫине пӑрса ярасшӑн пулнине курсан: — ҫав вилнӗ Степан Кузьмичӑн пиллев хучӗ ҫинче парнелесе ҫырнӑ хут пирки сӑмах пур… Ун тӑрӑх вӑл мана тивет…»

«Эпӗ пӗлетӗп: сире ҫаксене аппу каласа пама ӗлкӗрнӗ. Ку суя, туршӑн та суя! Пичче нимле парне хучӗ те ҫырман. Тепӗр тесен пиллев хучӗ ҫинче темле ҫыру ҫинчен калани пур; анчах ӑҫта-ха вӑл? Никам та ӑна курман вӗт. Эпӗ сире ырӑ тӑвасшӑн калатӑп Туршӑн та суя ку!»

Иван Федорович, тен, чӑнах та аппӑшне ҫавӑн пек туйӑннӑ кӑна пулӗ, тесе шухӑшланипе шӑпланчӗ.

«Акӑ кунта йӑмӑксемпе анне те килет» — терӗ Григорий Григорьевич: «апла пулсан, апат хатӗр. Кайрӑмӑр!» Вӑл ҫакан хыҫҫӑн Иван Федоровича аларан тытса сӗтелӗ ҫине эрех тата апат-ҫимӗҫ лартса тултарнӑ пӳлӗме илсе кайрӗ.

Шӑпах ҫак вӑхӑтра калпак тӑхӑнтарса лартнӑ кофейник евӗр лутра карчӑк сарӑ тата хура ҫӳлӗ икӗ хӗрпе пӗрле пӳлӗме кӗчӗ. Иван Федорович лайӑх пӑхса ӳстернӗ кавалер пек, малтан карчӑкӑн аллине, унтан хӗрсен аллисене чуптурӗ.

«Ку, аннем, пирӗн кӳршӗ, Иван Федорович Шпонька пулать!» терӗ Григорий Григорьевич.

Карчӑк Иван Федорович ҫине тимлӗн пӑхса илчӗ, тен, пӑхса илнӗ пек ҫеҫ турӗ. Тепӗр тесен ку ыррӑн йышӑнни пулнӑ. Вӑл Иван Федоровичран: эсир хӗлле валли мӗн чухлӗ хӑяр тӑварласа хуратӑр? тесе ыйтасшӑн пулнӑ пекех туйӑнчӗ.

«Эсир эрех ӗҫрӗр-и?» — тесе ыйтрӗ карчӑк.

«Эсир, анне, ҫывӑрса тӑранман пулас», терӗ Григорий Григорьевич: «хӑнаран кам ыйтать-ха вӑл ӗҫни ҫинчен? Эсир ларса канӑр, эпир ӗҫнӗ-и, ӗҫмен-и, ку — пирӗн ӗҫ. Иван Федорович! «пин ылтӑн» е «Трохимов сивушки» тенине сӗнетӗп, эсир хӑшне юрататӑр? Иван Иванович, эсӗ тата мӗн кӗтсе тӑратӑн?» терӗ. Григорий Григорьевич, хыҫалалла ҫаврӑнса, вара Иван Федорович эрех патне пыракан сарлака ҫухаллӑ вӑрӑм аркӑллӑ сюртук тӑхӑннӑ Иван Ивановича курчӗ; сарлака ҫухи ун ӗнсине пӗтӗмпех хупласа тӑнипе, пуҫӗ урапа ӳречисем хушшинче ларнӑ пекех курӑнать.

Иван Иванович эрех патне карӑнчӗ, аллисене сӑтӑркаласа илчӗ, черккене ҫавӑркала-ҫавӑркала пӑхрӗ, тултарчӗ те ҫутӑ ҫинче пӑхрӗ; унтан пӗр харӑсах черккери пӗтӗм эрехе ҫӑварне ӳпӗнтерчӗ. Анчах ҫӑтасса ҫӑварне лайӑх чӳхесе илнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ ҫӑтса ячӗ. Вара, ҫӑкӑрпа та тӑварланӑ карта кӑмпипе ҫырткаласа илсен, Иван Федорович енне ҫаврӑнчӗ.

«Иван Федорович Шпонька господинпа калаҫма хисеплӗ пултӑм-и эпӗ?»

«Так точно-с», ответлерӗ Иван Федорович.

«Эпӗ сире пӗлнӗренпе эсир нумай улшӑнма ӗлкӗрнӗ мӗн-ха», терӗ Иван Иванович: «эпӗ сире акӑ ҫакӑн пек чухнеренех пӗлетӗп!» ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вӑл аллине урайӗнчен пӗр аршӑн ҫӳле ҫӗклесе кӑтартрӗ. — «Сирӗн аҫу, турӑ унӑн чунне райра ҫӳреттӗр, пит те лайӑх ҫынччӗ. Арбузсемпе дыньӑсем унӑн яланах ҫав тери шултра пулатчӗҫ, ун пеккисем халь ниҫта та тупаймастӑр. Акӑ кунтах илсе пӑхар» терӗ вӑл, ӑна айккинелле илсе кайса: «лартса параҫҫӗ сире сӗтел ҫине дыня. Дыня пулать-и вӑл?  — Пӑхас килмест! Ӗненетӗр-и, ырӑ кӑмӑллӑ государь, унӑн, аҫун арбузӗсем», терӗ вӑл шӑппӑн, хулӑм йывӑҫа ҫавӑрса илесшӗн пулнӑ пек аллисене саркаласа: «туршӑн та акӑ мӗнлисемччӗ».

«Атьӑр, сӗтел хушшине!» терӗ Григорий Григорьевич, Иван Федоровича алӑран тытса. Пурте столовӑя кӗчӗҫ. Григорий Григорьевич хӑйӗн яланхи вырӑнне, сӗтел вӗҫне ларчӗ те мӑйӗнчен салфетка ҫакса ячӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл цырульниксем хӑйсен вывескисем ҫине ӳкерекен геройсем евӗр пулса тӑчӗ. Иван Федорович вӑтаннипе хӗрелсе, хӑйне кӑтартнӑ вырӑна, икӗ хӗре хирӗҫ ларчӗ; Иван Иванович вара, хӑйӗн пӗлӳлӗхне кама каласа пама пуррипе чӗререн хӗпӗртесе, ун ҫумне вырнаҫрӗ.

«Иван Федорович, эсир ахалех ку татӑка илтӗр! Ку кӑркка какайӗ вӗт!» терӗ карчӑк, Иван Федорович енне ҫаврӑнса; ҫак вӑхӑтра ун патне хурапа сапланӑ фрак тӑхӑннӑ официант какай хунӑ савӑт илсе пынӑччӗ. «Ҫурӑм какайне илӗр!»

«Анне! сире никам та ыйтмарӗ-ҫке-ха хутшӑнса ларма!» терӗ Григорий Григорьевич. «Мӗн илмеллине хӑна вӗл хӑех пӗлет! Иван Федорович, ҫунаттине ав лешне, мӑкӑрӑлса тӑраканнине, илӗр! Ара эсир ма сахал илетӗр-ха? Тепӗр татӑкне илӗр! Мӗн эсӗ, ҫӑварна карса пӑрахса, чашӑкпа тӑратӑн? Ыйт! Чӗркуҫлен, йӗрӗнчӗк! Халех кала: Иван Федорович, ҫав татӑка илӗр, те!»

«Иван Федорович, илӗр ҫав татӑка!» мӗкӗрнӗ евӗр кӑшкӑрса ячӗ официант, чӗркуҫленсе.

«Кхм, кӑркка пулать-и вара ку!» терӗ Иван Иванович ҫурма сасӑпа, хӑйӗн кӳрши енне ҫаврӑнса. «Кӑркасем ҫакӑн пек пулмалла-и? Эсир манӑн кӑрккасене курсанччӗ! Эпӗ ӗнентерсех калатӑп, пӗр кӑркки ҫинчи ҫу ҫакӑн пек вунӑ кӑрккаринчен ытларах пулать. Ӗненетӗр-и, государӗм, картишӗнче утса ҫӳренине пӑхма та йӗрӗнмелле, ҫав тери мӑнтӑр!..»

«Иван Иванович, эсӗ суятӑн!» кӑшкӑрса пӑрахрӗ Григорий Григорьевич, ӑна илтсен.

«Эпӗ сире калатӑп», малалла каласа парать Иван Иванович хӑйӗн кӳршине, Григорий Григорьевич сӑмахӗсене илтмен пекех пулса: «Иртнӗ ҫул эпӗ вӗсене Гадяча тиесе ятӑм, кашнишӗнех аллӑшар пус пачӗҫ. Апла пулсан та сутасшӑн пулмарӑм».

«Иван Иванович, эсӗ суятӑн тетӗп эпӗ сана!» Григорий Григорьевич уҫҫӑнрах, ӑнланмалларах пултӑр тесе, сӑмаха тата-тата унчченхинчен хытӑрах каласа хучӗ.

Анчах Иван Иванович, ку сӑмахсене илтмен пек пулса, паҫӑрхи пекех, кӑшт шӑпрах кӑна калаҫрӗ: «чӑнах та, государӗм, эпӗ сутасшӑн пулмарӑм. Гадячра пӗр ҫӗр улпучӗн те…»

«Иван Иванович! эсӗ ухмах, урӑх никам та мар», Григорий Григорьевич ку сӑмахсене хыттӑн каласа хучӗ. «Иван Федорович ҫаксене пурне те санран лайӑх пӗлет вӗт, сана пӗрех ӗненес ҫук».

Халӗ Иван Иванович кӳренмеллипех кӳренчӗ, ҫавӑнпа та шӑпланчӗ те, сӗтел ҫинчи кӑрккасем хӑй каланӑ пек пӑхма ҫук мӑнтӑр мар пулсан та, вӑл пикенсех ҫиме пуҫларӗ.

Пӗр вӑхӑтра ҫӗҫӗсемпе вилкӑсем, турилккесем чӑнкӑртатни калаҫӑва пӳлсе лартрӗ: пуринчен ытла вара Григорий Григорьевич така шӑмминчен миме чаплаттарса ӗмни илтӗнсе тӑчӗ.

«Вуланӑ-и эсир» тесе ыйтрӗ Иван Иванович Иван Федоровичран пӑртак шӑпланса ларнӑ хыҫҫӑн, пуҫне хӑйӗн урапа чӳречисем евӗр ҫӳлӗ ҫухинчен кӑларса: «Коробейников таса вырӑнсене ҫӳрени» ятлӑ кӗнекене вуланӑ-и? Чуна та чӗрене чӑнласах килентерет! Халь ун пек кӗнекесем пичетлемеҫҫӗ. Пит те шел, хӑш ҫул кӑларнине пӑхмарӑм».

Иван Федорович, калаҫу кӗнеке ҫине куҫнине илтсен, тӑрӑшсах хӑй валли соус тултарма пуҫларӗ.

«Чӑн та тӗлӗнмелле, манӑн государӗм, мӗн шутлӑн-ха, ахаль мещенех ҫавӑн чухлӗ нумай таса вырӑнсенче пулнӑ. Виҫӗ пин ҫухрӑм ытларах, манӑн государӗм! виҫӗ пин ҫухрӑм ытларах! Турӑ хӑех ӑна Палестинӑра тата Иерусалимра пулма пиллӗх панӑ».

«Эсир калатӑр, вӑл», терӗ Иван Федорович, хӑй денщикӗнченех Иерусалим ҫинчен нумай илтнӗскер: «Иерусалимра та пулнӑ тетӗр!»

«Мӗн ҫинчен калатӑр эсир, Иван Федорович?» ыйтрӗ сӗтел вӗҫӗнчи Григорий Григорьевич.

«Ҫакӑн пек инҫе ҫӗршывсем те пур иккен тесе хутӑм эпӗ», терӗ Иван Федорович, ҫакӑн пек вӑрӑм та йывӑр пуплеве каласа хума пултарнипе чӗререн киленсе.

«Ан ӗненер ӑна, Иван Федорович! вӑл пурне те суять!» терӗ Григорий Григорьевич, лайӑхах илтсе юлманскер.

Апат сӗтелӗ хушшинчен тухрӗҫ. Григорий Григорьевич хӑйӗн яланхи йӑлипе пӑртак тӗлӗрсе илме пӳлӗмне кайрӗ. Хӑнасем вара карчӑкпа хӗрсем хыҫҫӑн хӑна пӳлӗмне утрӗҫ: хӑйсем апат умӗн эрех ӗҫнӗ сӗтел урӑхланнӑ: ун ҫине тӗрлӗ йышши варенисем тултарнӑ пӗчӗк чашӑксем, арбузсем, чие ҫырлисем тата дыньӑсем хунӑ пысӑк чашӑксем лартса тултарнӑ.

Григорий Григорьевич халь кунта пулманни пур енчен те палӑрса тӑрать. Карчӑк пикенсех калаҫма пуҫларӗ, хӑйӗнчен ыйтмасӑрах пастила мӗнле тумаллине тата грушӑна мӗнле типӗтмелли ҫинчен каласа пачӗ. Хӗрсем те калаҫма пуҫларӗҫ; анчах сарри, хӑйӗн аппӑшӗнчен пӗр ултӑ ҫул ҫамрӑкрах курӑнаканскер, сӑнран пӑхсан ҫирӗм пилӗк ҫулсене ҫитнӗскер, шӑпрах пулчӗ. Пуринчен те ытларах вара Иван Иванович калаҫрӗ. Халь хӑйне никам та чарманнине тата кансӗрлеменнине курса, вӑл хӑяр ҫинчен те, ҫӗрулми лартасси ҫинчен те, ӗлӗк-авал мӗнле ӑс-тӑнлӑ ҫынсем пулни ҫинчен те, тата пурӑна-киле ҫулсеренех ӑслӑ япаласем шухӑшласа кӑларма пуҫлани ҫинчен те каларӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл киленсе кайсах чӗрене килентерсе калаҫса ларма юратакан ҫынсенчен пӗри пулнӑ. Ун пек ҫынсем темӗн ҫинчен те, мӗн ҫинчен калаҫма юрать, пурин ҫинчен те калаҫаҫҫӗ. Калаҫу вара паха та ырӑ-хисеплӗ япаласем ҫинчен пулсан, Иван Иванович, кашни сӑмах хыҫҫӑнах пуҫне кӑшт сулса, ассӑн сывласа илчӗ; хуҫалӑх ӗҫӗсем ҫинчен пулсан вара пуҫне хӑйӗн пит-куҫне темле пӗркелесе чалӑштаркаласа илет, унӑн пичӗ-куҫӗ ҫине пӑхнипех вара дыньӑсем мӗн тери пысӑк пулнине те, хӑйӗн картишӗнче чупакан кӑрккасем мӗнле мӑнтӑр пулнине те лайӑхах пӗлнӗ пек туйӑнать. Каҫ пулас умӗн, ҫав тери ҫине тӑнипе, Иван Федорович вӗсемпе сывпуллашрӗ. Хӑйне ирӗксӗрех ҫӗр выртма хӑварассишӗн пулнине пӑхмасӑрах вӑл килне тухса кайрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех