Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗрремӗш литографире нимӗҫ кил-ҫуртӗнчи йӑли-халине кӑтартать; иккӗмӗшӗнче — Абдул-меджид султан ут утланнӑ, хӑй тавра ҫывӑх ушкӑнӗ тӑрать, виҫҫӗмӗшӗнче тата Крым вӑрҫине кӑтартакан эпизодсем: Альма патӗнчи, Евпатори патӗнчи ҫапӑҫусем, Силистра хулине 1852-мӗш ҫулхине тӑшман ункинчен хӑтарни.
IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Урине лаша ҫине утланнӑ чухнехи пек сарса янӑ».
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов васкаса пӗр кружка ӑшӑ сӗт ӗҫрӗ, хыт ҫӑкӑр таткине чӑмласа пӗтернӗ чух Нагульновӑн хӑла лаши ҫине утланнӑ, ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑннӑ, яланхи пек мар йӳрӗк Устин калинкке умне чуптарса ҫитнине курчӗ.
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Андрей хӗрарӑма тата хытӑ ыталаса чӑмӑртанӑ, куҫҫульне кӑшт-кашт шӑлкаланӑ, унтан лаши ҫине утланнӑ, ӑна аяккинчен тапса илнӗ те тусан ӑшӗнче курӑнми пулнӑ; ун хыҫҫӑн икӗ енчен те виҫӗ йытӑ ыткӑнса, хыттӑн вӗрсе чупнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Андрей лаша ҫине сиксе утланнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чун сӳлетсе кайрӗ: мӗншӗн Дюльдяль ҫине Курбан утланнӑ?И мне становится страшно: почему под Курбаном сегодня скачет Дюльдяль?
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Йӗри-тавра утланнӑ велосипедсем хисеплӗн ташласа пыраҫҫӗ, ачасем мана ҫӳлӗ ҫуртӑн ҫӳлти чӳречисем ҫине тӗллесе кӑтартаҫҫӗ.Вокруг меня гарцевали на самокатах, мне показывали на окна верхнего этажа высокого дома.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Казбич йӑпшӑнса пынӑ та ун патне, кап! ярса тытнӑ, ҫавӑнтах унӑн ҫӑварне хупласа, йывӑҫ тӗми хушшине сӗтӗрсе кӗнӗ, унтан лаши ҫине утланнӑ та вӗҫтере панӑ!Вот Казбич подкрался, — цап-царап ее, зажал рот и потащил в кусты, а там вскочил на коня, да и тягу!
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хайхи вара, пӗррехинче, Казбич аулран пӗр-виҫӗ ҫухрӑм катара, ҫул хӗрринче, старике сыхласа тӑма; старик хӗрне шыранӑ ҫӗртен таврӑннӑ; хӑйпе пӗрле кайнӑ узднӑйсем кая тӑрса юлнӑ — ку ӗҫ каҫ кӳлӗм пулса иртнӗ, — шухӑша кайнӑ май старик лашине уттарса кӑна пынӑ, сасартӑк йывӑҫ тӗми хыҫӗнчен Казбич кушак пек сиксе тухнӑ та лаши ҫине хыҫалтан сиксе утланнӑ, старикне кинжалпа чиксе ҫӗре ӳкернӗ, вара чӗлпӗрне тытнӑ та — шӑвӑннӑ, хӑш-пӗр узденӗсем ҫакна сӑртран курса юлнӑ; хӑваласа та пӑхнӑ ӑна, анчах хуса ҫитеймен.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Нимрен ытла ҫав тренировкӑсене пула, Алексей самолёт ҫинче хӑйне хӑй вӗри те хӑвӑрт чупакан лаша ҫине утланнӑ хавшак, вӑйсӑр юланутҫӑ пек туйма пӑрахнӑ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫавӑнтах пысӑк хура кӗсре ҫине утланнӑ палламан капитан-артиллерист, ун хыҫҫӑн мӑйӗнчен автомат ҫакнӑ палламан разведчик иртсе кайрӗҫ.
26 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
17. Эпӗ тата тепӗр ангела куртӑм — вӑл хӗвел ҫинче тӑратчӗ; вӑл тӳпере ҫӳлте вӗҫекен мӗнпур кайӑка хыттӑн кӑшкӑрса каларӗ: вӗҫсе килӗр, Туррӑн каҫхи аслӑ апатне пухӑнӑр: 18. патшасен виллисене, вӑйлисен виллисене, пинпӳсен виллисене, лашасен виллисене, вӗсене утланнӑ ҫынсен виллисене, ирӗклисен тата чурасен виллисене, кӗҫӗннисен тата аслисен виллисене ҫиме пуҫтарӑнӑр! терӗ.
Ӳлӗм 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ун хыҫҫӑн шурӑ лашасем утланнӑ, шап-шурӑ виссон тӑхӑннӑ ҫӳлти ҫарсем пыраҫҫӗ.14. И воинства небесные следовали за Ним на конях белых, облеченные в виссон белый и чистый.
Ӳлӗм 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пӑхрӑм та — акӑ шуранка лаша, ӑна Вилӗм ятлӑ юланутҫӑ утланнӑ.8. И я взглянул, и вот, конь бледный, и на нем всадник, которому имя «смерть»;
Ӳлӗм 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӑхрӑм та — акӑ хура лаша, ӑна аллине виҫе тытнӑ ҫын утланнӑ.Я взглянул, и вот, конь вороной, и на нем всадник, имеющий меру в руке своей.
Ӳлӗм 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унтан тепӗр лаша тухрӗ — вут-ҫулӑм пек хӗрлӗскер; ҫынсем пӗрне-пӗри вӗлерччӗр тесе, ӑна утланнӑ ҫынна ҫӗр ҫинчи канӑҫлӑха пӗтерме хушнӑ.4. И вышел другой конь, рыжий; и сидящему на нем дано взять мир с земли, и чтобы убивали друг друга;
Ӳлӗм 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Пӑхрӑм та — акӑ шурӑ лаша, ӑна ухӑ тытнӑ ҫын утланнӑ, пуҫӗнче — хӑйне тивӗҫнӗ пуҫкӑшӑль; вӑл ҫӗнтерме тухнӑ ҫӗнтерӳҫӗ пек тухрӗ.
Ӳлӗм 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Хӗрӳ тытӑҫу пынӑ чухне тӑшмансем тӳперен ылтӑн йӗвенлӗ ут утланнӑ пилӗк чаплӑ ар аннине курнӑ, вӗсенчен иккӗшӗ иудейсене ертсе пынӑ: 30. вӗсем Маккавее хӑйсем хушшине тӑратнӑ та ӑна, кӑралӗпе хӳтӗлесе, аманасран сыхласа тӑнӑ, тӑшман ҫине вара ҫӗмренпе ҫиҫӗм ывӑтнӑ, лешӗсем ӗнтӗ, куҫӗ шарса кайнипе, сехӗрленсе ӳкнипе пӑтрашӑнса кайса, хӑйсемех пӗр-пӗрне пӗтернӗ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӑл кӑрал тытнӑ ҫынсемпеле мул управӑшне кӗрсессӗн, аттемӗрсен Ҫӳлхуҫи, пур вӑя та Тытса Тӑракан, хӑватлӑ паллӑ кӑтартнӑ, Илиодорпа пӗрле кӗме хӑйнисем Турӑ хӑватӗнчен хӑранипе хавшанса сехӗрленсех ӳкнӗ: 25. вӗсене ӗнтӗ хӑрушӑ юланутҫӑ утланнӑ урхамах, илемлӗ вителӗкпе витнӗскер, курӑннӑ: вирхӗнсе пырса, вӑл Илиодора малти чӗрнипе амантса хӑварнӑ, ун ҫинче ларса пыраканни вара ылтӑн кӑрал тытнӑ пек курӑннӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем вӑрҫӑра тӑшмансене урамри пылчӑка таптанӑ евӗр таптакан паттӑрсем пек пулӗҫ, ҫапӑҫӗҫ, мӗншӗн тесен Ҫӳлхуҫа вӗсемпе пӗрле пулӗ, ҫапла ут утланнӑ юланутҫӑсене намӑса хӑварӗҫ.
Зах 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.