Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янӑравлӑн сăмах пирĕн базăра пур.
янӑравлӑн (тĕпĕ: янӑравлӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дружинниксем хӑйсемпе мӗнле пӑтӑрмах пулса иртнине пӗлнӗ те, янӑравлӑн калаҫкаласа окопсене таврӑнаҫҫӗ.

Дружинники выяснили происшедшее недоразумение и уже возвращались к окопам, громко переговариваясь.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫынсен сасси те, выльӑх-чӗрлӗх мӗкӗрни те, автансем янӑравлӑн шарлаттарса авӑтни те илтӗнмест.

Не слышно было ни людского голоса, ни скотиньего мыка, ни светлого крика кочетов.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан вара казаксем хупӑрласа илнӗ кронштадтсем ҫӗрлехи пӑч-тӗттӗмре питӗ нумай «пулеметсем» шатӑртатнине, хӑйсен застависем тӗлли-паллисӗр перкелешнине, казаксем хиклетнине, ҫывхарса килекен утлӑ ҫар ҫухӑрашнине тата лаша урисем янӑравлӑн тӗпӗртетсе ҫывхарнине илтнӗ те Дон еннелле тапса сикнӗ, ункӑран ҫӗмӗрсе тухнӑ, анчах повстанецсем вӗсен ҫулне утлӑ атакӑпа пӳлсе илнӗ.

И вот, когда окруженные кронштадтцы услышали в ночной непроглядной темени говор многочисленных «пулеметов», суматошные выстрелы своих застав, казачье гиканье, вой и гулкий грохот приближавшихся конных лав, они бросились к Дону, пробились, но были конной атакой опрокинуты.

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан вӑл аялалла персе анӗ, хӑйӗн ҫулӗ ҫинчи лутра кӳкен тӗмӗсене, ҫыран ҫумнелле именчӗклӗн йӑпшӑннӑ катӑркас йывӑҫҫине хуҫса антарӗ, тӳпенелле мӑкӑрланса вӗҫекен юр тусанӗн кӗмӗл аркине хӑй хыҫҫӑн сӗтӗрсе, янӑравлӑн та ҫемҫен ҫыран тӗпне хаплатса ӳкӗ…

И тогда, влекомая вниз, с глухим и мягким гулом низринется она, сокрушая на своем пути мелкорослые кусты терновника, ломая застенчиво жмущиеся по склону деревца боярышника, стремительно влача за собой кипящий, вздымающийся к небу серебряный подол снежной пыли…

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӗтел ҫине сарлака туталлӑ, лаптак шӑллӑ, питне чечче чирӗ шатралатса пӗтернӗ сердобец теветкеллӗн сиксе хӑпарчӗ, янӑравлӑн кӑшкӑрса ячӗ:

А на стол молодо вскочил один из сердобцев, длинноротый и плоскозубый, с изъеденным оспою лицом, зычно крикнул:

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сиссе юлмалла мар тепӗр темле самантран Григорий хӑйӗн лаши янӑравлӑн тапӑртаттарса чупнӑ, пульӑсем ҫивӗччӗн чвиклете-чвиклете иртнӗ тата хӑлхара ҫил шӑхӑрса уланӑ сасӑсем хушшинче хыҫран вирхӗнсе килекен сотня тӗпӗртеттерсе ҫывхарнине пачах илтми пулчӗ.

Еще какой-то неуловимый миг — и Григорий сквозь сыплющийся гул копыт своего коня, сквозь взвизги пуль и завывающий в ушах ветер перестал слышать грохот идущей сзади сотни.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӑшал сассисем ӗнтӗ янӑравлӑн та хыттӑн кӗрӗслетсе илтӗнме тытӑнчӗҫ.

Выстрелы гремели уже полнозвучно и веско.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дарья янӑравлӑн тӑрӑлтатса ҫухӑрашнине хупласа, хыттӑн каларӗ:

Глуша звонкий речитатив Дарьи, выкрикнула:

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аксинья сасси янӑравлӑн та типпӗн тухрӗ.

Голос Аксиньи был звучен и сух.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан, урапасем лачӑртатнӑ сасӑсене хупласа, каҫса кайса ахӑлтатнӑ, янӑравлӑн кӑшкӑрашнӑ сасӑсем киле-киле илтӗнеҫҫӗ.

Оттуда, покрывая говор колес, раскатами бил смех, звучали выкрики.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тахӑшӗ тек кӗтме тӳсӗм ҫитереймерӗ курӑнать, — янӑравлӑн кӑшкӑрса ячӗ:

Кто-то не выдержал ожидания, крикнул молодо:

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Янӑравлӑн та хыттӑн илтӗнсе тӑраҫҫӗ тӗпӗртетсе чупнӑ сасӑсем.

Гулко и дроботно звучали шаги бежавших.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тулта типпӗн те янӑравлӑн ҫӑхансем кӑранклатаҫҫӗ.

За окнами сухо и четко кричали перелетавшие вороны.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш полк, — ҫирӗппӗн те янӑравлӑн каларӗ малалла Подтелков, — вун виҫҫӗмӗш батарея, Каменскинчи вырӑнти команда, Вуннӑмӗш полк, Ҫирӗм ҫиччӗмӗш полк, иккӗмӗш ҫуран ҫар батальонӗ, Иккӗмӗш запасной полк, Саккӑрмӗш полк, Вун тӑваттӑмӗш полк.

Двадцать девятый полк, — продолжал Подтелков уже уверенней и громче, — тринадцатая батарея, каменская местная команда, Десятый полк, Двадцать седьмой полк, второй пеший батальон, Второй запасный полк, Восьмой полк, Четырнадцатый полк.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑватлӑ кӗрлев пӑртак лӑпланма ӗлкӗрчӗ те, Кривошлыков, малтанхи майлах ҫинҫен, янӑравлӑн, йытӑсене кашкӑр ҫине вӗскӗртсе янӑ чухнехи пек вичкӗннӗн кӑшкӑрчӗ:

Едва лишь, немея, простерся оглушительный рев, — так же тонко, заливисто и голосисто, как на травле волка, Кривошлыков крикнул:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл офицерсем патне пырса тӑмасӑрах, митингсенче калаҫнӑ чухнехи йӑлапа, уҫҫӑн та янӑравлӑн кӑшкӑрса калама пуҫларӗ:

Не подходя к кругу офицеров, зычно, по-митинговому крикнул:

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан каллех Лагутин, — вӑл таканлӑ ут чӗрнисем янӑравлӑн чаклатса пынине итленӗ ҫӗртех тӗлӗрсе кайрӗ тейӗн, — вӑрах хушӑ шыв сыпнӑ пек шӑпӑрт пычӗ.

И опять надолго замолчал Лагутин, словно задремал под четкий плясовой звяк копыт.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах ҫав вӑхӑтра та вӑл тек нихҫан та хӑй ӗлӗкхи пек янӑравлӑн ахӑлтатса кулма пултараяс ҫуккине, хӑйӗн куҫӗсем шалалла путса кӗнине, пит шӑммисем шӗвӗрӗлсе тухнине сиссе тӑчӗ; пӗчӗк ачана тытса чуп тунӑ чух унӑн таса куҫӗсенчен тӳррӗн те уҫҫӑн пӑхма хӑйне ытла та йывӑр килессе те туйрӗ вӑл; улача хӑю тулли хӗрессемпе хӑйне чин тӗлӗшӗнчен ӳстерсе пыни мӗн хака ларнине те аван пӗлчӗ.

Но знал, что больше не засмеяться ему, как прежде; знал, что ввалились у него глаза и остро торчат скулы; знал, что трудно ему, целуя ребенка, открыто глянуть в ясные глаза; знал Григорий, какой ценой заплатил за полный бант крестов и производства.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун хыҫҫӑн чӗркуҫҫипе тӗртсе тӑваттӑмӗш алӑка уҫса ячӗ те, унта ют чӗлхепе янӑравлӑн кӑшкӑрса чӗннӗ сасса илтсе, чут ҫеҫ ҫӗре тӗшӗрӗлсе анмарӗ:

Пинком растворил дверь четвертой и едва не упал от чужого металлического оклика:

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пачах ҫывӑхран, хӑртнӑ вӑрман хыҫӗнчен, каллех янӑравлӑн кӑшкӑрнӑ сасӑ илтӗнчӗ.

Совсем издалека, из-за лесистого увала, удаляясь, опять приплыл ослабевший перекатистый крик:

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех