Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑршласа (тĕпĕ: шӑршла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтрах эпир санпа иксӗмӗр Сталинград ҫеҫенхирӗсенче эрӗм шӑршисене шӑршласа ӗнӗкпе вилесен шӑршисене сывлатпӑр…

А мы с тобой в сталинградских степях нюхаем полынь, дышим гарью и запахами трупов…

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Нимӗҫсем раштав умӗн кашни кӗтесе шӑршласа тухнӑ, пирӗннисенчен унсӑр пуҫне вӑл каҫ ҫӗр айӗнче никам та пулма пултарайман.

Немцы там перед этим самым своим рождеством каждый уголок вынюхали, и из наших никого, кроме него, в ту ночь под землёй быть не могло.

Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.

— Эпӗ пӗрне татса илетӗп те акӑ, шӑршласа пӑхап, — терӗ Анюта.

— Я сорву один, понюхаю! — сказала Анюта.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Инҫетри хӗвеланӑҫӑн сӳнме пуҫланӑ ҫутисем еннелле колоннӑпа пӗрле кайнӑ ман, Хаецкий кун каҫа ӑшӑннӑ уйсенчи ачаранпах пӗлекен ҫурхи шӑршӑсене сисӗмлӗн шӑршласа пырать.

Едучи в колонне к далеким огням гаснущего заката, Хаецкий чутко ловил ноздрями знакомые с детства запахи весенних, распаренных за день полей.

II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Полицейскисем Андрей тавӑрӑнни ҫинчен шӑршласа пӗлчӗҫ.

Полицейские пронюхали про возвращение Андрея.

3 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Вилӗме шӑршласа пӑхман, нимӗҫе курман, ҫапах… калаҫатӑр.

Смерти не нюхали, немца не видели, а тоже… рассуждаете.

1 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Турра кӗлтума ҫӳрекен старик ҫинчен полици шӑршласа пӗлнӗ те халӗ пур ҫӗрте те унӑн йӗрӗсене шырать.

Полиция уже пронюхала кое-что насчет истории с паломником и теперь рыщет по всей стране, стараясь найти нити.

I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Шайтан ун ҫине яланхи пекех савӑнса сикме пуҫларӗ, анчах хуҫи кӑмӑлсӑр пулнине сиссе, унӑн хускалмасӑр выртакан аллине сивӗ сӑмсипе шӑршласа майӗпен ҫуларӗ те креслопа юнашар сарнӑ кавир ҫине тӑсӑлса выртрӗ.

Шайтан бросился к хозяину со своим всегдашним неистовым восторгом, но сразу поняла что-то неладное и смирно улеглась на ковре у его ног, прижавшись холодным носом к его равнодушной руке.

XI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Туй ӗненмесӗр чее шӑршласа пӑхрӗ, чашӑк ӑшне пӳрнине чикрӗ, асӑрханса тутипе перӗнчӗ, йӗрӗнсе лачлаттарса сурчӗ.

Туй недоверчиво понюхал чай, сунул в чашку палец, осторожно прикоснулся к ней губами и с отвращением плюнул на землю.

Маклай хӑнасем йышӑнать // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Инженер хуллен пӗр пӗчӗк чӗпкӗм пылчӑк илчӗ те, ӑна пӳрнисемпе вӗтетсе, шӑршласа пӑхрӗ:

Инженер осторожно взял небольшую щепотку, растер ее на пальцах и понюхал:

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Вӑл, вӗсен кимми ҫине кӗрсе, унти хатӗр-хӗтӗрсене те шӑршласа пӑхрӗ.

Он даже забрался в лодку и обнюхал все снаряжение.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Маҫак пурне те черетпе шӑршласа тухрӗ те ман куҫран пӑхрӗ, куҫене хӑваласа ярам-и е кирлӗ мар? — тенӗ пек.

Дед обнюхал всех по очереди, посмотрел на меня: мол, прогнать их или не стоит?

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Маҫак кашнине уйрӑммӑн шӑршласа тухрӗ.

Дед всех по очереди обнюхивал.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Ӳрӗк-сӳрӗккӗн пырса мунчалана шӑршласа пӑхрӗ.

Нехотя поднялся и отправился обнюхивать тряпку.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Вӑл халиччен шӑл тасатмалли порошок шӑршласа та курман, анчах шӑлӗсем шап-шурӑ, ӑмсанас килет.

Он никогда и не нюхал зубного порошка, а зубы всегда белые, даже зависть берет.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Вӑл унӑн урапине шӑршласа пӑхрӗ те, пӗр именмесӗрех, кайри урине ҫӳлелле ҫӗклерӗ.

Обнюхав колесо, он небрежно поднял заднюю ногу.

Пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Вӑл Беридзене тытса чарчӗ те, Ковшов ҫине кӑтартса: — Чӑнах та, Георгий Давыдович, эсир Мускавра чухне тӗрӗс каларӑр: сирӗн заместитель юрӑхлӑ ҫын. Ман шутпа вӑл фронтра тар тӗтӗмне ҫеҫ шӑршласа пӑхнӑ, ҫапӑҫма вара пирӗн патӑрта, стройкӑра, вӗренчӗ, — терӗ.

Василий Максимович остановил Беридзе и показал на Ковшова: «Что же, Георгий Давыдович, тогда в Москве вы были правы: заместитель-то у вас подходящий. Думается мне, что на фронте он только вдохнул дыма порохового, а воевать научился у нас, на стройке».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Алексей юратнӑ пысӑк пуҫлӑ Кучум картиш тӑрӑх ҫӗр шӑршласа ҫӳрерӗ-ҫӳрерӗ те сасартӑк, пуҫне пӗлӗтелле ҫӗклесе, хытах та мар, тем ҫинчен ыйтнӑ пек йынӑша-йынӑша илчӗ.

Нюхая землю, по двору задумчиво ходил любимец Алексея, мордастый пёс Кучум; ходил, нюхал землю и вдруг, подняв голову в небо, негромко вопросительно взвизгивал.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Икӗ эрне хушши ун пӳрчӗ тавра урӑх тум тӑхӑннӑ гестаповецсем шӑршласа ҫӳрерӗҫ.

Две недели переодетые гестаповцы шныряли около ее дома.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Ҫӑмӑлттайла хӑтланса мар-тӑр шӑршине шӑршласа пӑхнӑ.

У них не задор — нюхали порох.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех