Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑршласа (тĕпĕ: шӑршла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлместӗп, мӗнле майпа пулӗ, анчах шӑршласа пӗлнӗ.

Не знаю, как, но узнали.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Нимӗҫсем Рогачев хӗрачи ман патӑмра пурӑннине шӑршласа пӗлсен, мӗн пулса кайма пултарать?

Что, если немцы доищутся, что дочь Рогачева живёт у меня?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Анчах, астӑвӑр, фашистсем шӑршласа ан тупчӑр.

Только глядите, чтобы не пронюхали фашисты.

XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Пирӗн йытӑсем, хӑйсен йӑхне тивӗҫлӗ китаецсен евӗрлӗ йӑлапа пӗр-пӗрне шӑршласа паллашнӑ вӑхӑтра, лешӗ кӑштах шикленет пулмалла, хӳрине хӗсет, хӑлхисене вырттарать, мӗнпур кӗлеткипе питӗ хӑвӑрт пӑрӑнса, чӗркуҫҫисене кукӑртмасӑр тата шӑлӗсене йӗрсе, аяккалла сиксе ӳкет, — палламан ҫын пирӗн пата пычӗ те ҫав тери кӑмӑллӑн пуҫ тайрӗ.

Пока наши собаки, с обычным, их породе свойственным, китайским церемониалом, снюхивались с новой для них личностью, которая, видимо, трусила, поджимала хвост, закидывала уши и быстро перевертывалась всем телом, не сгибая коленей и скаля зубы, незнакомец подошел к нам и чрезвычайно вежливо поклонился.

Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.

Вӑл вӗсене мӗн те пулин пӑрахса хӑварать те, шӑхӑракансем ҫав вырӑна тӑрса юлаҫҫӗ, тет, шӑршласа пӑхаҫҫӗ, тет те, каллех сиккипе хӳтерме тытӑнаҫҫӗ, тет.

Она им что-нибудь бросит, свистуны остановятся, понюхают и опять скачут.

III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Пӗчӗк пуҫлӑ, мӑйӑхлӑ ҫын хӑйӗн хӗсӗк куҫӗсемпе аякран вӗсем ҫине пӑхса илчӗ, сунарҫӑ йытти пек сывлӑша шӑршласа пӑхрӗ, унтан, козаксем вунвиҫҫӗн пынине курсан, хир качаки пек куҫран ҫухалчӗ.

Маленькая головка с усами уставила издали прямо на них узенькие глаза свои, понюхала воздух, как гончая собака, и, как серна, пропала, увидевши, что козаков было тринадцать человек.

II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Хайхисем ҫапла тума йышӑнчӗҫ: казармӑсенче, рабочисен хваттерӗсенче халех хатӗрленме пуҫлас, хуҫа йыттисем шӑршласа пӗличчен малтан питӗ сыхланса, «влаҫсене» систересрен асӑрханса ӗҫлес.

Решили: немедля начать подготовку по казармам и рабочим квартирам, осторожненько, чтобы не разнюхали раньше времени хозяйские ищейки, не донесли «властям предержащим».

XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Анчах тар мӗнлине шӑршласа курнӑ!

Но ты понюхал пороху!

X сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Вӑл ҫынсем эпӗ ӑҫтине шӑршласа тупрӗҫ, ҫӗтӗк-ҫурӑксемпе кахалсем, хӑйсенне упрама пӗлмен те, халӗ ҫынӑнни ҫине куҫ хываҫҫӗ.

Эти люди уже пронюхали, где я, — моты и лодыри, которые не могли сберечь свое и зарятся теперь на чужое.

III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Унта ман пек тар шӑршласа курман ҫамрӑксем те, пурнӑҫра чылай куркаланӑ шурӑ ҫӳҫлӗ стариксем те пурччӗ.

Тут были молодые, как я, парни, ещё не нюхавшие пороха, и седые, много видавшие в жизни старики.

Аташ // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

— Ҫук, тӑванӑм ҫук, шӑршласа пӑх-ха, — тетӗп ӑна хурлӑхлӑ сасӑпа.

— Нет, брат, нет, — жалким голосом прошу я, — поню-хай-ка!

Ярик // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 3–11 с.

Сунь пӗр помадине илсе шӑршласа пӑхрӗ, унтан вӑрҫма пуҫларӗ:

Старик Сунь взял тюбик, понюхал и выругался:

V // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ӗлкӗреймерӗм, — «ҫӗр хута тем шӑршласа ҫӳретӗн-ха, пӗл сана», тенӗн, хӑй те, Андрей Васильевич, завуча шанмасӑртарӑххӑн тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мимус тӑкнӑ чее шӑршласа пӑхать, ӑна тутипе тӗртсе илет, аллисемпе хыпашлам пек туса йӗпеннӗ пӳрнисемпе ҫӑварне чиксе пӑхать.

Мимус нюхает пролитый чай, тычется в него губами, трогает руками, лижет мокрые пальцы.

Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Слон хобочӗпе ҫӗре шӑршласа ерипен арена тӑрӑх утма пуҫлатчӗ.

Слонёнок медленно двигался по арене, обнюхивая хоботом землю.

«Карлик» // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Пӗлӗт айӗнчен уйӑх тухать, Зафар вара хӑй вырӑнне такам йышӑннине курать: урамри ватӑ йытӑ иккен, Зафар ӑна час-часах куркаланӑ, ӑҫта ҫывӑрма лайӑх иккенне йытӑ унран та маларах шӑршласа тупнӑ-мӗн.

Луна выходит из облака, и Зафар видит, что его место занято; старая уличная собака раньше его пронюхала, где можно выспаться.

Этемпе машина // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ан тив, тӗплӗреххӗн шӑршласа пӗлтӗр, мӗн унта.

Пусть он посмотрит, что делается там.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Путивль хулине тухса каять те сӗтӗрӗнсе ҫӳрет кунӗ-кунӗпе ӑҫта килчӗ унта, — пасарсенче пӑхса ҫӳрет, салтаксемпе паллашать, ухмаха персе, вӗсем ҫумне ҫыхланать те вӗсемпе пӗрле казармӑсене пырса курать, мӗн пура-ҫука шӑршласа пӗлет.

Пойдёт в Путивль, целый день будет шнырять по базару, крутиться среди солдат, вроде дурачок, а потом проберётся с ними в казарму.

Партизансен крепоҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пӗр кун хушшинче вӑл пӗтӗм ҫурт тавра ҫаврӑнчӗ, вӑл тӗксе, шӑршласа, ҫуласа пӑхман япала та юлмарӗ пулас.

В течение этого дня он обошел решительно весь дом, и, кажется, не оставалось такой вещи, которой он не осмотрел бы, не понюхал и не полизал.

Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.

Упа ҫури патне ҫитме пӗр ҫур аршӑн ҫеҫ юлчӗ, анчах йытӑ юлашки хут ярса пусма хӑяймарӗ, вӑл тата хытӑрах тӑсӑлчӗ те сӑмсипе сывлӑша туртса илчӗ: йытӑ йӑлипе вӑл хӑй пӗлмен тӑшмана малтан шӑршласа пӑхасшӑн пулчӗ.

До медвежонка оставалось всего каких-нибудь пол-аршина, но собака не решалась сделать последнего шага, а только еще сильнее вытянулась и сильно потянула в себя воздух: она желала, по собачьей привычке, сначала обнюхать неизвестного врага.

Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех