Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тутӑрне (тĕпĕ: тутӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тутӑр татӑкӗсем антифризпа шӳсе ҫитсе, тутӑрне пӑрса шӗвеке витре ҫине, витре ҫинчи антифриза кайран насуспа мотор ҫине уҫласа янӑ.

Когда тряпки напитывались антифризом, люди отжимали их в ведро, а затем перекачивали жидкость насосом обратно в мотор.

Полюса ҫӗнсе илни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Старик кӳршӗ-староста хӑйӗн виҫҫӗмӗш ывӑлӗ ҫинчен каласа ларнӑ: ывӑлӗ ашшӗне праҫнике нимӗн те яман, арӑмне валли француз тутӑрне янӑ мӗн.

Старик жаловался соседу-старосте на третьего сына, не приславшего ему ничего к празднику, а жене приславшего французский платок.

IV // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Пӑван унӑн тутӑрне илсе пачӗ те, тӳп-турӗ тӑрса, хӑйӗн ним айӑпсӑр, ҫаран ҫинчи чечек пек, кӑвак куҫӗсемпе Джемма ҫине пӑхрӗ.

Овод поднял шарф и, выпрямившись, смотрел на Джемму невинным, ясным взглядом, его широко открытые большие голубые глаза напоминали незабудки.

II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Катари ҫиҫӗм ялтӑртатса ҫиҫнӗ хушӑра вӑл Софья тутӑрне палласа илчӗ.

При судороге отдаленной молнии он узнал платок Софьи.

XXVI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Ахальтен мар иккен вӑл кунӗпех тутӑрне пуҫӗ ҫинчен ӳкерсе, таҫта-таҫта та ҫитрӗ.

Недаром же она целый день так хлопотала, старалась, била подметки и с плеч роняла платок.

XVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

— Кӗрӗрех, кӗрессӗр килсен, — терӗ сиввӗн кил хуҫи хӗрӗ, матрос ҫине пӑхмасӑр тутӑрне тӳрлетсе ҫыхса.

— Заходите, если вам интересно, — ледяным тоном ответила хозяйка, не глядя на матроса, и пожала плечом, заодно поправив им сползающий платок.

VI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Татьяна ним чӗнмесӗрех тутӑрне хӑйӗн куҫӗсем патне тытрӗ, унӑн шӗвӗр хулпуҫҫийӗсем чӗтреме тытӑнчӗҫ, хура пальти хулпуҫҫисем ҫинчен юхса аннӑ пек пулчӗ, вара ҫак ырхан, вӑрӑм мӑйлӑ хӗрарӑм ирӗлме тытӑннӑ пек туйӑнчӗ.

Татьяна молча прижала платок к своим глазам, её острые плечи задрожали, чёрное платье как-то потекло с них, как будто эта женщина, тощая, с длинной шеей, стала таять.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Хӑйӗн аллинчи тутӑрне асӑрхаса илсен, йӑпӑр-япӑр кӗсйине чиксе хучӗ.

Увидел платок в своей руке и поспешно спрятал его.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Алеша, — хӗрлӗ тутӑрне аллинче лучӑркаласа малалла калаҫрӗ вӑл, — астӑвӑр: ҫын нихҫан та хӑйне хӑй киленсе лармалла мар.

— Алеша, — продолжал он, теребя в руках красный платок, — помните: человек должен быть всегда недоволен собой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Петя чарӑнчӗ, каллех тутӑрне кӗсйинчен кӑларма хӑтланчӗ, унтан аллине сулчӗ те кабинетран чупса тухрӗ, юрать-ха тата вӑл алӑк ҫывӑхнерех пулнӑ.

Петя умолк, опять полез было за платком, махнул рукой и выбежал из кабинета, благо стоял у самых дверей.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Петя каллех тутӑрне кӑларса питне шӑлма тӑчӗ, анчах ӑна лӳчӗркелесе пиншак кӗсйине чиксе хучӗ.

Петя снова вынул платок, поднес к лицу и, скомкав, сунул его в карман пиджачка.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Женя хӑйне ӑшӑ пулнипе тутӑрне сирсе пӑрахрӗ, илемлӗ ҫӳҫӗсем сапаланса кайрӗҫ, вӑл калаҫма чарӑнчӗ те куҫне сиктермесӗр пӑхса ларчӗ.

Женя сбросила платок, ей сразу сделалось жарко, пышные волосы растрепались, она замолкла и сидела с неподвижным взглядом.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Екатерина вилнӗ хӗрарӑмӑн ӑшӑ тутӑрне салтса илнӗ, вилнӗ румын кӗсйинчен зажигалкӑпа пӗчӗк ҫӗҫӗ кӑларса илнӗ.

Екатерина сняла с какой-то убитой женщины теплый платок, у убитого румына взяла карманный ножичек и зажигалку.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Унтан вӑл сасартӑк сиксе тӑчӗ те, макӑрса ярса хулпуҫҫи ҫине уртнӑ тутӑрне урай тӑрӑх сӗтӗрсе, пӳлӗмрен тухса чупрӗ…

Потом вдруг вскочила и с плачем выбежала за дверь, волоча за собой платок по полу…

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫул ҫинче пӗри пичӗ ҫинчи тутӑрне сӳсе пӑрахрӗ.

На пути сосед сбросил повязку.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Ҫапла вара, хайхи господасем хӑй ҫине пӑхман пулсан, аялалла чупса аннӑ пулӗччӗ те вӑл, килнелле кайнӑ пулӗччӗ, тек вара пуҫӗнчи тутӑрне салтса ҫӳремелле пулмасӑр та килӗнчен тухман пулӗччӗ.

Так что ежели бы эти господа не смотрели на него, то он бы сбежал вниз и ушел бы домой, с тем чтобы не выходить до тех пор, пока можно будет снять повязку.

15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Власьевна пуҫри тутӑрне тӳрлетрӗ, кофтине туртса юсакаларӗ, колхозниксем ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ.

Власьевна поправила платок на голове, одернула кофту и пристально посмотрела на колхозников.

Ноябрӗн улттӑмӗшӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Анчах ӑна пур енчен те кӑшкӑрса пӑрахрӗҫ, вӑл шӑпланса, тутӑрне ҫамки ҫине антарса лартрӗ.

Но на нее так зашипели со всех сторон, что и она замолчала и низко надвинула свой платок на лоб.

Миша такӑнчӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Чижик, — терӗ вӑл, утнӑ май тутӑрне ҫыхса, — эп сана тархаслатӑп: паян шкулта ман вырӑна дежурнӑй пул-ха, эпӗ кайса авӑн ҫапма пулӑшам.

— Чижик, — сказала она, на ходу завязывая платок, — что я тебя попрошу: посиди-ка ты сегодня за меня в школе, а я пойду помогу молотить.

Мӗншӗн Чижик авӑн ҫапнӑ ҫӗре лекмерӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Сасартӑк Власьевна хуллентерех утма пуҫларӗ те, куҫӗсене хӗвелтен аллипе хупласа, тинкерсе пӑхрӗ, унтан чарӑнса йӗпе тутӑрне пӑрма тытӑнчӗ.

Но вдруг Власьевна замедлила шаг, прикрыла ладонью глаза от солнца, всмотрелась, остановилась и молча стала выжимать тряпку.

Климушка пахчара // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех