Шырав
Шырав ĕçĕ:
Темле хутсемпе тусанпа вараланнӑ эмел кӗленчисем кӑна сапаланса выртаҫҫӗ.Только валяются какие-то бумажки да лежит на боку пыльный пузырек от лекарства.
Тухса кайнӑ кун // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Тусанпа тӗтӗм сирӗлчӗ, шоссе ҫинче Ваҫкӑпа Женька ҫук.Когда газ и пыль улеглись, на шоссе не было ни Васьки, ни Женьки.
Женька // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Штабра ӗҫлекенсем капитуляци тӑвакан ҫарсем пирӗн ҫарсене вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳремелли хатӗрсене панине хут ҫинче епле палӑртасси ҫинчен пуҫӗсене ҫӗмӗрнӗ хушӑра, — капитуляци актӗнче ун ҫинчен калани те пур, — ҫул ҫинчи сӑрӑ тусанпа витӗннӗ пехотинецсем, савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса, тӗлӗннипе хытса кайнӑ кавалеристсем ҫине ыткӑнчӗҫ.
XII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Кӗтессенчен тусанпа вараланса пӗтнӗ хура та типшӗм ачасем куҫӗсемпе хӑнасем еннелле ҫутӑлтарса пӑхаҫҫӗ.Из углов на гостей сверкали глазами черные замурзанные дети.
II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Тарас тусанпа хуралса ларчӗ, вӑчӑрланса кайрӗ, пачах калаҫми пулчӗ.
5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Вара вӗсем, вӑрӑм ҫулпа тата тачкӑпа асапланса ҫитнӗскерсем, нимӗҫсене ывӑннӑ кӑкӑрӑн кашни сывлӑмӗпе, шӑрӑхпа тата тусанпа пиҫсе ларнӑ ҫӑвартан тухакан кашни сурчӑк тумламӗпе, ачан кашни йынӑшӑвӗпе ылханнӑ…
4 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Тачкӑсем ҫул тӑрӑх нӑчӑртатса, халтӑртатса пынӑ, вӗсем хӑйсен хыҫҫӑн ывӑнса ҫитнӗ, тарланӑ, тусанпа хуралса ларнӑ ҫынсене сӗтӗрсе пынӑ.
4 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Обозсем, утӑпа пушӑ патрон ешчӗкӗсем тиенӗ лавсем, санитарнӑй двуколкӑсем, радиостанцисен тӑваткал ҫурчӗсем иртсе пыраҫҫӗ; ывӑнса аптӑранӑ лашасем йывӑррӑн утаҫҫӗ; тупӑсен лафечӗсенчен тытса, тусанпа, хуйхӑпа кӑвакарнӑ сӑн-питлӗ ҫынсем аран талпӑҫса шӑвӑнаҫҫӗ, — пурте хӗвелтухӑҫнелле, пурте хӗвелтухӑҫнелле, Острая Могила ҫумӗпе иртсе Краснодон, Каменск еннелле, Северный Донец хыҫнелле каяҫҫӗ вӗсем…
1 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Акӑ вӑл чарӑнса тӑчӗ, хуллен сиксе илчӗ, тирекӗн тусанпа вараланнӑ ҫулҫине татса илчӗ те малалла утрӗ…Вот он остановился, слегка подпрыгнул, сорвал пыльный листок с тополя и пошел дальше…
Малтан калани // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Апатланмалли тӑваткал сӗтел пӳрне хулӑнӑш тусанпа витӗннӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ҫулӑн икӗ айккинче — тусанпа витӗннӗ йывӑҫ тӗмӗсем, вӗсен хыҫӗнче — вӑрман.По обеим сторонам припорошенные пылью кусты, а за ними дальше деревья, там лес.
Пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Георгий Давыдович, тарланипе чӑм шыва ӳкнӗскер, тусанпа хуралнӑ кӗпе ҫаннипе питне шӑлать.Георгий Давыдович мокрый от пота и вытирает лицо рукавом уже серой от пыли рубахи.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хула хыҫӗнче, выльӑх пусмалли хуралтӑ хапхине хирӗҫ, пӗр мӑшӑр ула лаша кӳлнӗ, ҫиелтен хура пустав витнӗ, темле тӗлӗнмелле урапа тӑнӑ; тупӑка ҫав урапа ҫине лартрӗҫ те панихида служить тума тытӑнчӗҫ, урамран, трубаран янӑраса тухнӑ пек, пӑхӑр хавассӑн мӗкӗрни илтӗнчӗ; музыка «Боже, царя храни» каларӗ, виҫӗ чиркӳ чанӗсем янӑрарӗҫ, тусанпа тӗтӗм пек пӑтравлӑ кӗрлев юхса килчӗ:
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
«Маврин ҫине пӑхса киленме каять», — ҫав самантрах тавҫӑрса илчӗ те Яков тусанпа, хӑй тарӑхнипе чыхӑнса кайрӗ.«Мавриным любоваться идёт», — тотчас же сообразил он и задохнулся пылью, раздражением.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тихон ҫакӑн пек аппаланса ларни Никитӑна хулари Антонушка ятлӑ пӗр ухмаха аса илтерчӗ: ҫав ҫӑмламас, тӗксӗм сӑнлӑ, ури пӑрӑнса ларнӑ, тӑмана куҫӗсем пек ҫаврака куҫлӑ йӗкӗт хӑйӑр ҫине патакпа чӗркелесе ҫаврашкасем тунӑ, вӗсен варрине турпассемпе хулӑсенчен темле чӑтлӑхсем купаланӑ, купаласа ҫитерсен, вӗсене ҫавӑнтах урипе пусса лапчӑтнӑ та ҫиелтен хӑйӑрпа, тусанпа витсе хунӑ, ҫав вӑхӑтрах хӑй сӑмса витӗр юрланӑ:
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тусанпа тӗтӗм пӗрле хутшӑнса, хӗрлӗармейцӑсене те, кӑвак пӗлӗте те, хӗвеле те кӑвак пӗркенчӗкпе витӗнтерчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Унӑн хӑлхи хыҫӗнче шурӑ чечек ҫыххи, шӑлӗсем, тусанпа хуралнӑ пичӗ ҫинче хура ҫӳҫӗ ҫинчи шурӑ чечек ҫеҫкисем пек, шап-шурӑ курӑнаҫҫӗ.
Пулӑшакансем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ут ҫинчи ҫын хура тусанпа витӗнсе ларнӑ пулин те, ӑна ҫапах палласа илнӗ.Несмотря на то что всадник был покрыт черной пылью, его узнали.
IV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
«Фейрчайльд» хӑй те кивелсе ниме юрӑхсӑр пулса ҫитнӗ те Египетри ангарсенчен пӗринче тӗрле тӗслӗ тусанпа витӗнсе тӑнӑ, унӑн пайӗсем ҫуркаланса, ҫӗтӗлсе пӗтнӗ, моторӗн те ячӗ ҫеҫ юлнӑ, приборӗсем те утиле пама кӑна юрӑхлӑ пулнӑ.
Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.
Отрядсен командирӗсем, Ҫтяпукпа Саша, «гранатӑсен» тусанпа вараланнипе хуп-хура пулса кайнӑскерсем, пӗр-пӗрин аллине туслӑн тытса чӑмӑртарӗҫ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.