Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тусанпа (тĕпĕ: тусан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳртре шӑпрах та ӑшӑрах, шӑши шӑрши, тусанпа кӑмӑскӑ шӑрши кӗрет.

В доме было теплее, пахло мышами, пылью, плесенной затхлостью.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Стариксем, хӗрарӑмсем, каччӑ пӳне ҫитмен ҫамрӑксем тыткӑнри коммунистсен кӳпчесе кайнӑ, юнланса пӗтнӗ, юнӑхса кӗсенленнӗ пичӗсенчен мӗн алла лекнӗ ҫавӑнпа ҫапрӗҫ, сурчӗҫ, чулпа, типӗ тӑпра муклашкисемпе печӗҫ, хӑрушла хӗнесе пӗтернипе хӗсӗнсе ларнӑ куҫӗсенчен тусанпа, кӗлпе ывӑҫла-ывӑҫла сапрӗҫ.

Старики, бабы, подростки били, плевали в опухшие, залитые кровью и темнеющие кровоподтеками лица пленных коммунистов, бросали камни и комки сохлой земли, засыпали заплывшие от побоев глаза пылью и золой.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан вӑл, ачасене калама ҫук савӑнтарса, кутамккаран пӗрер катӑк тусанпа вараланса кӑвакарнӑ сахӑр кӑларса тыттарчӗ.

И, к несказанной радости ребят, вытащил из вещевого мешка и сунул им в руки по куску серого от грязи сахара.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тыткӑна илнисем — тар шӑрши ҫапнӑ, тусанпа вараланса пӗтнӗ ҫамрӑк йӗкӗтсем — саккӑрӑн ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Подошли пленные — восемь провонявших потом, изузоренных пылью молодых ребят.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑрт ҫинчен Григорий чармакласа хунӑ урасене, карттус тӑррисене, тусанпа сӑранланса ларнӑ гимнастеркӑллӑ ҫурӑмсен тарпа йӗпеннӗ лупашкисене тата хул калаккисене кӑна курчӗ.

Григорию сверху видны были одни раскоряченные ноги, верхи фуражек да спины в выдубленных пылью гимнастерках, с мокрыми от пота желобками и лопатками.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем шӑрӑхпа тата тусанпа хӗрелсе хуралнӑ тарлӑ пичӗсемпе ун еннелле ҫаврӑнчӗҫ.

Лица казаков, багрово-масленые и черные от жары и пыли, поворачивались к нему.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрарӑм, чӗрне вӗҫҫӗн ҫӗкленсе, хӗвел ҫинче хӗрелнӗ ҫара аллисене упӑшкин хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ те ӑна тусанпа вараланнӑ питӗнчен, сӑмсинчен, куҫӗнчен, тутинчен, хӗвелпе хуралнӑ мӑйӗнчен чуптӑва-чуптӑва илчӗ.

Вытягиваясь на носках, кинув на плечи мужа изогнутые, розовые от солнца, оголенные руки, женщина целовала его в пыльные щеки, нос, глаза, губы, черную от солнца и ветра шею.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Абрамсон, пӳлӗм тӑрӑх кумкаласа ҫӳренӗ май, утнӑ ҫӗртех арча хыҫӗнчен Гарин-Михайловскин тусанпа витӗннӗ томне илчӗ те вӗткеленсе ӳкрӗ, сыв пуллашма тытӑнчӗ.

Абрамсон походил по комнате, на ходу поднял из-за сундука запыленный томик Гарина-Михайловского и, встрепенувшись, начал прощаться.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн спецовки мазутпа, тусанпа вараланса пӗтнӗ.

Спецовка на нем испачкана и землей и мазутом.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Дугинӑн пуҫӗ вӑрахчен чӗтресе ыратрӗ, — шӑлӗсем шакӑртатрӗҫ, сарӑрах тусанпа витӗннӗ аттинчи пысӑк урисем килӗшӳсӗррӗн, ӳсӗр ҫыннӑнни пек тайкаланса пусрӗҫ.

У Дугина долго тряслась голова, пощелкивали зубы и как-то нелепо путались большие, в порыжелых сапогах, ноги.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Представитель, тап-таса та тикӗс чӗрнипе ӳкерчӗке хырса тасатнӑ май, мӑкӑрланса вӗҫекен шурӑ тусанпа хаклӑ йышши акӑлчан пальтине вараласа, чӗрне вӗҫҫӗн стена тӑрӑх ҫӳлелле кармашрӗ.

Представитель твердым холеным ногтем выскребал в известке рисунок, пачкал дорогое английское пальто мельчайшей оседавшей на нем белой пылью, тянулся на цыпочках перед стеной.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тем пысӑкӑш тӑпра катӑкӗ ӑна пуҫӗнчен пырса ҫапӑнчӗ, куҫсене тусанпа хупласа хурса, йывӑррӑн пусарса лартрӗ.

Глыба земли жмякнула ему в голову, запорошив глаза, придавила тяжестью…

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсен тусанпа вараланса пӗтнӗ ҫилӗллӗ пичӗсенче стройра чух аслисене хисеп тӑвас йӑлан тӗсӗ те тӑрса юлман.

На их запыленных суровых лицах не было и тени той почтительности, которую видишь в строю.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Капитан хӑйӗн тусанпа тата сывлӑм тумламӗсемпе пасарнӑ пек вараланнӑ атӑ сӑмсисем ҫине ҫилӗллӗн пӑхса илчӗ те: — Миҫен вӗсем? — тесе ыйтрӗ.

Капитан строго оглядел носки своих сапог, присыпанные пыльным инеем, спросил: — Сколько их?

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Казармӑсен тусанпа пылчӑк сирпӗннипе вараланса пӗтнӗ чӳречисем тӗксӗммӗн йӑлтӑртаткалаҫҫӗ.

Окна казарм тускло поблескивали пыльным разбрызгом стекол.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий офицерӑн тусанпа вараланса пӗтнӗ шурӑ кокарди ҫине пӑхса илчӗ те такӑна-такӑна лаши патнелле утрӗ.

Григорий глянул на его белую, покрытую пылью кокарду и, спотыкаясь, пошел к коню.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сарӑ тусанпа йӑсӑрланса лараҫҫӗ пиҫсе ҫитнӗ тулӑ анисем.

Желтой пылью дымятся нескошенные вызревшие заливы пшеницы.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кашни стан ҫинчех ҫӳлте тӗнӗ пек, тусанпа хупланса ларнӑ вараланчӑк пӗчӗк ҫеҫ чӳречесем пур.

Над каждым станком коптилось вверху грязное крохотное окошко.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйӗн сӑн-пичӗ, тусанпа витӗнсе хуралнӑскер, тар юхса аннипе йӑрӑм-йӑрӑм чалпаш йӗрсемпе тӗрленнӗскер, улшӑнса тӗссӗрленсе кайнӑ та палламан ҫынӑнни пекех.

Лицо его, серое от грязи, с косыми полосами — следами стекавшего пота, — было смутно и незнакомо.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий тусанпа хуралнӑ урипеле урлуҫҫирен тапса ларнӑ та, косилка ҫунаттисем купалантаракан валемсене ҫӗре ывӑтса пырать.

Григорий, упираясь черной от пыли ногой в перекладину, смахивал с косилки наметанные крыльями валы.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех