Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тусанпа (тĕпĕ: тусан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара Бехтеров, хӑйне сухалӗнчен турткаласа, чирлӗ ҫынпа хисеплӗн калаҫнӑ вӑхӑтра эпӗ ывҫӑ тупанӗпе хамӑн пите шӑлкаласа тӑтӑм, — ӑна вӗри тусанпа пӗҫертнӗ пек туйӑнчӗ.

И все время, пока Бехтерев, дергая себя за бороду, почтительно беседовал с больным, я тихонько ладонью гладил лицо свое, как будто обожженное горячей пылью.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Лукинори ачасем ҫав ирхине райкомӑн тусанпа витӗннӗ «газикне», Парфино еннелле каяканскере, курчӗҫ те-и тен.

Возможно, лукинские ребята видели в то утро на дороге запыленный райкомовский «газик», направлявшийся в сторону Парфина.

IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Лешсем ҫав вӑхӑтра пылчӑкпа, тусанпа хуралса хытнӑ урисене хӑйӑрпа сӑтӑрса тасататчӗҫ.

Они старательно оттирали песком заскорузлые ноги.

VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Нумайӑшӗн хаклӑ йышши сӑхманӗсем юнпа варланнӑ, илемлӗ йӗс ҫӗлӗкӗсем тусанпа витӗннӗ.

Запеклася кровь на многих дорогих кафтанах, и пылью покрылись красивые медные шапки.

VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Тӑрантасӑн хура лакпа сӑрланӑ, анчах та халь тусанпа витӗнсе сӑрӑ тӗслӗ пулса кайнӑ ҫунаттисем пӗр вӗҫӗмсӗр шакӑртатса пыраҫҫӗ.

Чёрные лакированные крылья тарантаса, ставшие матовыми от пыли, беспрерывно дребезжали.

Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Унтан пӗлӗт ҫинчен йӗпхӳ ҫӑва пуҫланӑ, — куҫа аран ҫеҫ курӑнакан вӗтӗ пӗрчӗсем хунарсен ҫутине, магазинсен кантӑкӗсене кӑвакрах тусанпа пиелесе илнӗ.

Потом с неба посыпалась изморозь, — маленькие, едва видные капельки сырости заволакивали огни фонарей и окна магазинов сероватой пылью.

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Темӗнле тусанпа тулса, тӗтреленсе тӑракан тем аслӑш васанра ҫав ушкӑн шавлӑн пӑлханса тӑнӑ, вӑл арман пӗрмине тултарнӑ тырӑ пек туйӑннӑ.

Столпившись где-то в котловине, полной пыльного тумана, эта толпа в шумном смятении кружилась на одном месте и была похожа на зерно в ковше мельницы.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Моторсем тусанпа «чыхӑнса» лараҫҫӗ, шӑрӑхпа ытлашши хӗрсе каяҫҫӗ.

Моторы «захлёбывались» от пыли и перегревались от зноя.

8. Хӑҫан фронта кайӑп-ши? // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Тюрбанӗ унӑн пайӑркан-пайӑркан, пасар йыттисемпе йӑваланмалла вылянӑ хыҫҫӑнхи пек, тусанпа та пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ, пичӗ темиҫе тӗлтен кӑвакарса ларнӑ, сӑмси кӑвак кӑшман пек шыҫса кайнӑ.

Тюрбан его висел клочьями, белая одежда была в грязи и в пыли, точно он валялен на базаре, играя с собаками; на лице было множество кровоподтеков, нос распух, посинел и походил на баклажан.

Америка консулӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Иккӗшӗ те пысӑкскерсем, тусанпа вараланнӑскерсем, вӗсем йывӑррӑн сывласа утрӗҫ; тумтирӗпе хӗҫ-пӑшалӗ ку ҫынсем гладиаторсем иккенне пӗлтереҫҫӗ.

Оба шли, тяжело дыша, покрытые грязью и пылью, огромного роста, в них, по их одежде и оружию, можно было узнать гладиаторов.

X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Унта чӑхсем тусан ӑшне чӑмаҫҫӗ те тусанпа чӳхенеҫҫӗ, анӑранӑ пек тавра пӑхкаласа илеҫҫӗ, вара каллех чӑмаҫҫӗ.

Там куры ныряют в пыль, встряхиваются, ошалело смотрят по сторонам, сипят и снова ныряют.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ӗмӗрлӗх-яланлӑхӑн сивви чӗри ҫине, ӑн-тӑнӗ ҫине курӑнми тусанпа витӗнет.

Холодок вечности осаждался невидимой пылью на сердце, на сознание.

Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вара кактуссен хыҫӗнче пытанса ларнӑ марсиансем халӗччен пулман, тӗлӗнтерсе аптӑратакан ӳкерчӗк курчӗҫ: тутӑхнӑ капмар ҫӑмарта, ҫурт капашӗллӗскер, кӗрлеме-ӳхӗрме пуҫларӗ, ун айӗнчен тусанпа тӗтӗмӗн хурарах хӗрлӗ пӗлӗчӗ ҫӗкленчӗ.

Тогда притаившиеся за кактусами марсиане увидели необыкновенное и потрясающее зрелище: Огромное, ржавое яйцо, величиною в дом, загрохотало, поднялись из-под него коричневые облака пыли и дыма.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Акӑ куҫсем тусанпа витӗнчӗҫ, ҫӑварӗ чалӑшса карӑнчӗ.

Глаза подёрнулись пылью, оскалился рот.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫаксем пурте тусанпа хулӑннӑн хупланнӑ.

Всё было покрыто слоем пыли.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Атьӑр, сывлӑш ҫавӑрса ярар, — сӗнет тахӑшӗ тусанпа чыхӑннӑ сассипе.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Комбайнер — сарлака хулпуҫҫиллӗ, тусанпа витӗннипе пӗлмелле те мар пулса кайнӑ, те хура, те сарӑ сӑнлӑ ҫамрӑк ҫын — ӑна аллипе сулса кӑшкӑрса янӑ.

Комбайнер — молодой, широкоплечий паренек, покрытый пылью и половой так, что и не поймешь, то ли брюнет, то ли блондин, — замахал ему рукой и и кричал:

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Хуть те мӗнле ӗҫре те вӑл пӗр эрнерен ытла тӳссе пурӑнайман, урӑх ӗҫе куҫармашкӑн ыйтма тытӑннӑ: тислӗк турттарнӑ ҫӗрте унӑн «алли хуҫӑлса аннӑ», утӑ ҫулнӑ-ҫӗрте «ури хусканайми пулнӑ», трактор прицепӗ ҫинче — «тусанпа сывлӑш тухми пулса ларнӑ», апробаци тунӑ ҫӗрте те «пуҫӗ пиҫсе кайнӑ».

На любой работе он дольше недели не выдерживал и просил другую: на вывозке навоза у него «рука развилась», на сенокосе — «нога отнялась», на тракторном прицепе — «дых сперло от пыли», даже на апробации — «голову напекло».

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Шӑмми-шакки тӗреклӗ, пӗвӗ вӑтам пӳрен ҫӳллӗрех, хырӑмӗ самаях хулӑн, урисем пӗр-пӗринчен чылай аякра тӑраҫҫӗ те ҫителӗклех ҫирӗп; пуҫӗ пысӑк, ҫамки ансӑртарах, анчах ытлашши ансӑрах та мар; сӑмси лаптакрах, сарлака та пуклак вӗҫлӗ, кӑвакрах тӗслӗн ҫутӑлса тӑрать; аялти тути, пӗтӗмӗшпе илсен, ҫӳлти тутинчен икӗ хут ҫурӑ хулӑнрах, анчах ытла кансӗрлемеллех хулӑн мар; пичӗ ҫинчи икӗ тарӑн пӗркеленчӗк — пурнӑҫра хура-шур курнипе пулнӑскерсем мар, ҫу пухӑнса кайнипе пулнӑ картлашкасем кӑна; кун пек пит ҫинче пысӑк куҫсем пуласса кӗтмелле, анчах та вӗсем пачах урӑхла, пӗчӗккӗ пулса тухнӑ, ҫӗрулми куҫӗсем пек тарӑн путса лараҫҫӗ, вӗсен тӗсне те уйӑрса илмелле мар, те тусанпа, те темскерпе витӗннӗ вӗсем.

Комплекция плотная, рост выше среднего, животик изрядно толст, ноги поставлены довольно широко и прочно; голова большая, лоб узковат, но не так уж узок; нос узловатый, широкий и тупой, слегка приплюснутый, с синим отливом; нижняя губа приблизительно в два с половиной раза толще верхней, но не так уж толста, чтобы мешала; две глубокие морщины — просто жировые складки, а не то чтобы следы когтей жизни; глаза на таком лице надо бы ожидать большими, а они, наоборот, получились маленькие, сидят глубоко, как глазок картофелины, и цвета неопределенного, будто подернуты не то пылью, не то марью.

Вунҫиччӗмӗш прохор, шуҫ ӑстисен королӗ // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Хӳмен леш енче тусанпа витӗннӗ, хура-кӑвак йӗке пек курӑнакан ҫинҫе кипариссен ҫӑра ушкӑнӗ хӑпарать.

Над которой, с той стороны, возвышался плотный строй тонких запыленных кипарисов, похожих на длинные черно-серые веретена.

II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех