Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тусанпа (тĕпĕ: тусан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗтӳ ячӗ, йӑмраллӑ та хурӑнлӑ сарлака урамсем выльӑх сассипе тата сӑрӑрах тусанпа тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Палламастӑн-им? — сухаллӑ хура ҫын, ҫурӑм хыҫӗнчи пысӑк кутамккине хывса, урайне лартрӗ, йӗпе-сапапа, тусанпа хуралса хытса кайнӑ брезент плащне пӑтаран ҫакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ывӑлӗн тусанпа хуралса пӗтнӗ кӗпи-йӗмне курсан, чӑтаймарӗ Кулюкка, вӑрӑм патак илсе, ачине ҫурӑм урлӑ ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑран карттуспа, ҫӑра тусанпа хӑмӑрланнӑ атӑпа.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кил-йыш кӑмӑлӗ пулмасан е камӑн та пулин каласа парас килмесен вара «асаилӳ музейӗн» пулӑмӗсем е экспоначӗсем уҫӑлтарма маннӑ сывлӑшра тусанпа хупланса кичеммӗн пӑнтӑхса лараҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Пӑчӑхса, тусанпа тулса ҫитнӗ ҫанталӑкра ӗҫлеме мар, ларма та, тӑма та май ҫук.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Халӗ вӑл кӗтӳ иртмессерен тусанпа мӑкӑрланса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫавӑншӑнах хула ҫыннисене тусанпа чыхӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӗрлӗ йывӑҫран тунӑ ҫурӑлкаласа пӗтнӗ сӗтел-пукансем темӗн хулӑнӑш тусанпа витӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫул ҫине тусан явӑнса юлать, тусанпа пӗрле — ут ури сасси.

Куҫарса пулӑш

Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗркури, пӗшкӗнсе, вӗсене пуҫтарса илесшӗн пулчӗ, анчах «пит тутлӑ» ҫимӗҫ ниепле те унӑн пӳрнисен хушшине лекесшӗн пулмарӗ — лӑчӑрӑнса, вакланса, тусанпа ҫӑрӑнса, урайне ҫеҫ «сӑрласа» пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ҫимӗҫӗн пылчӑк тивнӗ, тусанпа варӑннӑ юлашки пайне хутран ҫавӑрса тунӑ (таҫтан хаҫачӗ те тупӑннӑ тата?) кулека пуҫтарса, хупласа хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем пурте тусанпа витӗннӗ.

Все покрытые толстым слоем пыли.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫилӗ ҫеҫ, кассӑн-кассӑн вӑйланса, уй-хир ҫулӗсенчи тусанпа вӗтӗ тӑпра тӗпренчӗкӗсене пӗлӗтелле ҫӗклентерсе, ҫавӑра-ҫавӑра, ҫулпала кӑпӑртаттарсах малалла чуптарать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унӑн ҫинҫе те чӑлт-шурӑ пирне таҫта тусанпа хӑрӑм ҫине пӑрахнӑ пекех туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ҫавраҫил хӑйне куҫа курӑнман аллисемпе ҫатӑрласа тытнине, ҫӗр ҫинчен ҫӗклесе хӑй ытамне ҫавӑрса илнине, тусанпа, ҫӳп-ҫаппа пӗрле сывлӑшра пӗтӗрме пуҫланине сиссе те юлаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Культиваци таран колхозниксене, культиватортан лерелле колхоза тухать, — ӑнлантарчӗ Ваҫлей мазутпа тата тусанпа хуралса ларнӑ ҫамрӑк тракториста.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Тусанпа хуралнӑ пичӗ кулла пытараймасть, шап-шурӑ шӑлӗсем рояль клавишӗсем пек ялтӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Кашни пусмассерен ура айӗнчен тусанпа хутӑш кӑпӑш юр вӗҫет.

Из-под ног взлетают фонтаны жидкой грязи — пыли, смешанной со снегом.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӳрт умӗнчи ҫара йӑмра ҫеҫ майӗпен чаштӑртатса ҫӗре тусанпа юр пӗрчисене тӑкать.

Только голая ветла перед домом тихонько шурша, бросает пыль и снежинки на землю.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех