Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тунсӑхлӑн сăмах пирĕн базăра пур.
тунсӑхлӑн (тĕпĕ: тунсӑхлӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр савнӑҫлӑн, пӗр тунсӑхлӑн, теме аса илтерсе.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Яланах хаваслӑн, телейлӗн, тунсӑхлӑн кашлаччӑр эс лартнӑ йывӑҫсем.

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Йывӑҫсем ҫинче кӑсӑя ҫеҫ тунсӑхлӑн чинк-чинк! туса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ша-а-ак! — тунсӑхлӑн хирӗҫ тавӑрчӗ ӑна тепӗр сасӑ ҫырма ку енчен.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Чунӗ-чӗрипе, йӑл куллипе, тунсӑхлӑн пӑхакан куҫӗпе, кӑпӑшка ҫӳҫӗпе те кӗлеткипе — пӗтӗмпех, пӗтӗмпех такамӑн…

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Чиперех, — терӗ Аликов ҫаплах тӳлеккӗн те тунсӑхлӑн.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Эсӗ-ҫке ку, Калис, — хуллен, темле тунсӑхлӑн илтӗнчӗ пӗве енчен йӗкӗт сасси.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анюкпа Надя куҫӗсем хаярччӗ, сивӗччӗ, Улюк ҫаплах пуҫа ҫӗклемесӗр ларатчӗ, Улюк ӑна асӑрхаман та пек, ун сассине илтмен те пек пуҫне усса ларатчӗ, апла пулин те, Ҫтаппан аптраса тӑмарӗ, вӗсем ҫине те тунсӑхлӑн, ҫепӗҫҫӗн пӑхма пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чӳречерен тунсӑхлӑн инҫетелле тинкерекен кинемей, йывӑр шухӑша путнӑ ватӑ та.

Куҫарса пулӑш

Тутар ӳнерҫисен куравӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60704

— Эпӗ поэт мар, поэтла ҫын кӑна, — тунсӑхлӑн хуравларӗ ҫакна хирӗҫ сӑвӑ вулаканӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ассӑн сывлакан хӗрарӑм симӗс куҫне тунсӑхлӑн хӗмлентерсе аллинчи шурӑ тутӑрне хытӑран та хытӑ вӗлкӗштерчӗ, хӑйӗн шухӑшӗнчен хӑй шикленсе тӑтӑшах аяккалла-маяккалла пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Тунсӑхлӑн.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хусахсене те драгунсемпе ҫапӑҫма питӗ йывӑр, — тунсӑхлӑн, калас мар тенӗ ҫӗртен пек каларӗ Овчинников, Тӗп ҫарӑн аслӑ утаманӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Бориспа вӗсем тек калаҫмарӗҫ, апла пулин те унӑн куҫӗсем хӑй ҫине тунсӑхлӑн пӑхнине, хушӑран хулӗнчен е аллинчен асӑрханмасӑр тенӗ пек перӗнсен пӗтӗм кӗлеткипе электричество токӗ чупса иртнӗ пек сӑрӑлтатнине туйсах пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Шухӑ та уҫӑ кӑмӑллӑскер, ташӑ картине тухсан, хӑй облаҫне полкӗпе чапа кӑларма пултараканскер, вырӑнти Вася Теркин, тӑван киле тунсӑхлӑн, кӗрхи пӗлӗт пек уҫӑмсӑр кӑмӑлпа килсе кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Урам айккиперех, чул сарман вырӑнпа пынӑ чухне малтанхи пекех кисрентермерӗ, ванчӑк рессорсем те ун ҫинче ларса пыракан директора питех силлентермерӗҫ, Фабиан господин хальхинче тачӑ хупса хунӑ хапхаллӑ ҫӳллӗ хӳмесене тунсӑхлӑн сӑнаса пӑхрӗ; вӗсен ҫывӑхӗнчех ак лутра та чалӑш-чӗлӗш пӳрт-ҫуртсем хыҫала тӑрса юлаҫҫӗ.

По немощеной боковой уличке бричка- не так тарахтела, и разбитые рессоры уже не так подкидывали седока. Скучающий взгляд господина Фабиана скользил теперь по высоким оградам с наглухо закрытыми воротами — мимо пробегали низенькие, привалившиеся друг к другу хатенки.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тунсӑхлӑн, ачам…

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Халӗ вӑл хӑй ҫине Аркаша тунсӑхлӑн пӑхнине те, ташлакан ҫынсене те асӑрхамасть.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Темле ҫав, — ассӑн сывласа тунсӑхлӑн тавӑрчӗ пиччӗшӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каччӑ хӑй ҫеҫ мар, Сарье те кулянчӗ пулас ҫакӑн пек хӑрушӑ вӑхӑтра Атӑл хӗррине кайнӑшӑн — кӗҫӗн алӑк умӗнче тунсӑхлӑн пӑхса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех