Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тунсӑхлӑн сăмах пирĕн базăра пур.
тунсӑхлӑн (тĕпĕ: тунсӑхлӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй вӑл Григорий патне пӗр ҫыру та ҫырмасть, анчах та унтан хӑйӗнчен ҫыру килессе Наталья пек тунсӑхлӑн та ӑша вӑркаттарса кӗтсе тӑраканни ҫемьере урӑх пӗри те ҫук.

Она ничего не писала Григорию, но не было в семье человека, кто бы как Наталья с такой тоской и болью ожидал от него письма.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Эпӗ те вӑт хамӑрӑннисенчен уйрӑлса юлтӑм, халь ӗнтӗ хуть кӑшкӑр, ҫак тӑрна пек…» — тунсӑхлӑн шухӑшларӗ Костя.

«И я вот также отстал от своих, а теперь хоть кричи, как этот журавль…» — тоскливо подумал Костя.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Епле тунсӑхлӑн пӑхаҫҫӗ халь унӑн куҫӗсем!..»

И те же печальные глаза смотрят на него!..»

Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.

Каллех хӑйне пӗр-пӗчченнӗн, тунсӑхлӑн, темле ют, тӗттӗм те тӑшманла ҫӗрте ҫӗтсе-ҫухалса кайнӑн туйса утрӗ килнелле Ромашов.

Опять шел Ромашов домой, чувствуя себя одиноким, тоскующим, потерявшимся в каком-то чужом, темном и враждебном месте.

VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Унӑн пичӗ ҫинчен ӗҫлӗ типӗлӗх сирӗлчӗ, вӑл кӑштах хӗрелчӗ, тунсӑхлӑн кулса илчӗ, вара ҫапла каларӗ:

С лица его вдруг исчезла деловая сухость, он немножко покраснел, грустно улыбнулся и сказал:

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Таҫтан, ахӑртнех, пӗчӗк тип ҫырмаран, кайӑк тунсӑхлӑн кӑшкӑрни илтӗнчӗ: «Ҫыврас, ҫыврас, ҫыврас!»

Откуда-то, вероятно из балочки, донесся грустный крик птицы: «Сплю! сплю! сплю!»

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ҫавӑнпа пӗрлех илем уявӗнче те, телей виҫесӗр тапса тӑнинче те тунсӑхпа темле канӑҫсӑрлӑх пуррине туятӑн; хӑй пӗчченнине, хӑйӗн никама та кирлӗ мар, никам та мухтаса ҫырман пуянлӑхӗпе хавхаланӑвӗ тӗнчешӗн ахалех хӑрама кайса тӑнине ҫеҫенхир сисет-тӗр, ӑнланать-тӑр, ҫавӑнпа та хаваслӑ кӗрлев витӗр вӑл тунсӑхлӑн та шанӑҫсӑррӑн чӗннине илтетӗн: юрлӑр ман ҫинчен! юрлӑр!

И в торжестве красоты, в излишке счастья чувствуешь напряжение и тоску, как будто степь сознает, что она одинока, что богатство ее и вдохновение гибнут даром для мира, никем не воспетые и никому не нужные, и сквозь радостный гул слышишь ее тоскливый, безнадежный призыв: певца! певца!

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Сутӑн илекенсем иккӗшӗ те тына пӑрӑва тимлӗн сӑнама, хыпалашма пуҫларӗҫ, унтан кӗрнекли йӑлӑхтармалла хаклашма тытӑнчӗ, тепри, чӑпӑрккалли, тунсӑхлӑн шӑхӑркаласа, кил карти тӑрӑх утса кайрӗ, чӑх витине те, пушӑ лаша витине те, хӑйне пачах та кирлӗ мар ҫӗре те пӑхса ҫӳреме пуҫларӗ…

Оба покупателя осматривали и ощупывали телку дотошно, придирчиво, потом коренастый стал нудно торговаться, а тот, который был с кнутом, скучливо посвистывая, пошел по забазьям и базу, заглядывая и в курятник, и в пустую конюшню, и всюду, куда ему и не надо было бы заглядывать…

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Юратас ҫук вӑл мана…» — тунсӑхлӑн шухӑшларӗ Варя, хурланнипе тулли тутисене хӗссе, «Ыран вӑйлӑ ҫил пулать, кунӗпе ҫӗр типсе каять, ун чухне вара вӑкӑрсене йывӑр пулать», — тухӑҫри вут хыпса илнӗ пӗлӗтсем ҫине пӑхса пынӑ май кӑмӑлсӑрланса шухӑшларӗ Давыдов.

«Не полюбит он меня…» — с тоскою думала Варя, скорбно сжимая полные губы, «Завтра будет сильный ветер, земля просохнет за день, вот тогда быкам придется круто», — с неудовольствием думал Давыдов, глядя на пылающий закат.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӗл пулатпӑр эпир санпала, Суламифь, анчах эпир пӗр-нӗрне паллаймастпӑр, апла пулин те пӗр-пӗрин патнелле тунсӑхлӑн та хаваслӑн талпӑнӗҫ пирӗн чӗресем, мӗншӗн тесен эпир санпа пӗрре курнӑҫнӑ ӗнтӗ, ман сӑпай, ман ҫепӗҫ Суламифӗм, анчах эпир куна астумастпӑр.

Мы с тобою встретимся, Суламифь, и мы не узнаем друг друга, но с тоской и восторгом будут стремиться наши сердца навстречу, потому что мы уже встречались с тобою, моя кроткая, моя прекрасная Суламифь, но мы не помним этого.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ирхине ӑна кӑларса янӑччӗ, анчах ҫавӑнтан вара, ӗнтӗ нумай-нумай кун тӑтӑш, юратса пӑрахнӑ ик куҫа курнӑ вӑл пур ҫӗрте те — керменре, храмра, урамра; парӑнуллӑн та тунсӑхлӑн пӑха-пӑха ӑсатнӑ вӗсем ӑна пур ҫӗрте те.

Утром она отпустила его, но с тех пор уже много дней подряд видела она повсюду во дворце, в храме, на улицах — два влюбленных, покорных, тоскующих глаза, которые покорно провожали ее.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Тунсӑхлӑн тилмӗрсе те куҫҫулӗ тӑкса, пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх шыраса ҫӳрет Изида, халь ҫеҫ Гора ҫуратнӑскер, хӑй упӑшкин ӳтне, вӑрахчен тупаймасть.

Изида, только что родившая Гора, в тоске и слезах разыскивает по всей земле тело своего мужа и долго не находит его.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Лешӗ шӑнса пӑсӑлнӑ пек хӑйӑлти сассипе тунсӑхлӑн юрласа ячӗ.

и Чебурашка запел свою печальную и простуженную песню.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Атте ҫинчен, — тунсӑхлӑн каларӗ Маргарита.

— О папе, — с грустью произнесла Маргарита.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Эп куна малтан та пӗлсе тӑнӑ, — тунсӑхлӑн хуравларӗ Федор.

— Да, и я всегда знал об этом, — горько ответил Федор.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Чухӑн вӑл, — тунсӑхлӑн хуравларӗ лешӗ.

— Да нет, он как раз бедный, — грустно сказала девочка, —

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Тӑван мар атте, — тунсӑхлӑн та шӑппӑн хуравларӗ Маргарита.

— Мой отчим, — с грустью ответила девочка.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех