Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ, часах пӗр-пӗччен тӑрса юлассине тунсӑхлӑн туйса, нимӗн те чӗнмерӗм.Я молчал, охваченный тоскливым предчувствием близкого одиночества.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Ӑнланатӑп сана, тӑванӑм, — тунсӑхлӑн хуравларӗ юлташӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Мӗн тӑвӑпӑр-ха? — тунсӑхлӑн та айӑплӑн пӑхса ыйтрӗ Федор.— Что будем делать? — с грустью и какой-то виноватостью спросил Федор.
Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Урисене хай айнелле хуҫлатса пуҫне усрӗ те пысӑк та ҫаврака куҫӗсемпе тунсӑхлӑн пӑхса ларчӗ.Подобрав ноги, уткнула подбородок в колени и тоскливо глядела большими круглыми грустными глазами.
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫитменнине тантӑшсем те ҫук, — тенӗ арҫын ача тунсӑхлӑн.
Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№
Тӳлек те лӑп, тунсӑхлӑн йӑмса ҫухалать пурӑнан пурнӑҫри пӗр кун, ун вырӑнне янкӑс та ҫутӑ, шӑранса тӑракан кун кӗрлеттерсе ҫитет.
Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.
— Эх, ачалӑх, ачалӑх! — тунсӑхлӑн каласа хучӗ кандидат.
Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.
Ҫапла, тунсӑхлӑн иртрӗ ӗнерхи кун.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Ҫавна кура кунта ӳлӗмрен юлашки шӑнкӑрав тунсӑхлӑн янӑраса ачасене пурнӑҫ ҫулне мар, кӳршӗ Сиктӗрме ялне кӑна ӑсатӗ.
Вӑхӑтлӑха шӑпланчӗ шкул // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Пахчасем, хирсем, вӑрмансем ҫийӗн кӑнтӑралла вӗҫсе иртекен карти-карти хуркайӑк сасси вӑрахчен тунсӑхлӑн илтӗнсе юлать.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Халь Матӗрне чӗри тунсӑхлӑн нӑйкӑшать.
XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Чӗри тунсӑхлӑн нӑйкӑшни ыйхине хӑваларӗ.
XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл Кӗҫтенттин ятлӑччӗ, — тунсӑхлӑн аса илет Йӑмраллӑри чи ватӑ та хисеплӗ ҫынсенчен пӗри, шур сухаллӑ Калта Уртемейӗ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Акӑ вӑл тулли уйӑх ҫине тунсӑхлӑн пӑхса юрласа та ячӗ:
3 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
Ҫаралнӑ йӑмрасем тунсӑхлӑн кашлаҫҫӗ.
XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Туратсем тунсӑхлӑн чӑшӑл-чӑшӑл тукаласа илеҫҫӗ.
XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Тунсӑхлӑн, кӑмӑллӑн кашлаҫҫӗ йывӑҫсем.
XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Магдаль савӑнӑҫлӑн, тунсӑхлӑн, шуххӑн калаҫни унӑн чӗрине нумай ӑшӑтрӗ, савӑнӑҫ ҫуратрӗ.
XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Пӗр тӗлте шыв вӑкӑрӗ тунсӑхлӑн мӗкӗрни илтӗнчӗ.
XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Тунсӑхлӑн.
XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.