Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тунсӑх сăмах пирĕн базăра пур.
тунсӑх (тĕпĕ: тунсӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫумӑрпа йӗпенсе лӳчӗркенсе пӗтнӗ ҫырӑвӑн кашни йӗркинчех хӗрхӳ тунсӑх сисӗнет.

И сквозь мятые, подмоченные дождем строки письма ощутимо дышала горькая грусть.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чи вӑйпитти казаксем ӑшӑ килӗсенчен вӑрҫа кайса пӗтрӗҫ, вӗсене унта вилӗм суйлать, пыйтӑ кӑшлать, хӑрушлӑх, иксӗлми тунсӑх асаплантарать.

Цвет казачий покинул курени и гибнул там в смерти, во вшах, в ужасе.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл ман чӗрене тунсӑх йӗр хӑварчӗ.

Она оставила тоскующий след.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья ашшӗ патӗнче «халӑхран уйрӑм хохол» пек пурӑнать: ӑна шавах Григорий хӑй патне таврӑнассӑн туйӑнать, ӑс-хакӑлӗ уррӑн пӑшӑлтатса каланине итлемесӗр, пӗтӗм чун-чӗререн кӗтет; ҫӗрӗпе ӑша ҫунтаракан тунсӑх пуснипе асапланать вӑл, кӗтмен ҫӗртенех тивӗҫсӗр таптаса тӑкса кӳрентерни унӑн чӗрине шӗкӗлчет.

Наталья жила у отца, «как хохол на отживе»: ей все казалось, что Григорий вернется к ней, сердцем ждала, не вслушиваясь в трезвый нашепот разума; исходила ночами в жгучей тоске, крушилась, растоптанная нежданной, незаслуженной обидой.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий чӗринче ҫӑмӑл та пылаклӑ тунсӑх.

На сердце у Григория сладостная пустота.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапла каланӑ хушӑра унӑн сӑн-питӗнче куҫҫуль те, тунсӑх та курӑнса кайрӗ.

— При этом и слезы и тоска показались у ней на лице.

XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Эпӗ ӑна йӑлӑнтаратӑн тесе ӳпкелесе илтӗм, вара унӑн сӑн-сӑпатӗнчи тунсӑх сасартӑк тарӑхупа улшӑнчӗ, вӑл мана эгоист, шелсӗр ҫын тесе чи наркӑмӑшлӑ сӑмахсемпе ӳпкеле пуҫларӗ.

Я упрекнул ее в капризе, и вдруг лицо ее совсем изменилось, вместо грусти выразилось раздражение, и она самыми ядовитыми словами начала упрекать меня в эгоизме и жестокости.

XII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Питне чӗркелесе пӗтернӗ, кӑвак мӑйӑхӗсем — юнлӑ, пысӑк куҫхаршийӗсем айӗн пӑхакан куҫӗсенче виҫесӗр тунсӑх, аран ҫеҫ шӑнарса тӑракан ҫилӗ хӗлхемӗ йӑлкӑшать.

Лицо у завхоза исцарапано, седые усы в крови, а в глазах, выглядывающих из-под опущенных лохматых бровей, и беспредельная тоска, и жаркие искры едва сдерживаемой ярости.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Манӑн чӗрене малтанхи пекех йывӑр тунсӑх хупласа тӑрать.

На сердце моем по-прежнему тяжесть.

Хут ҫӗлен // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 105–109 стр.

Чӗрене темӗнле тунсӑх тытса илчӗ те, эпӗ эрехе кӑмӑлласах пӗр сыпкӑм сыпрӑм.

Охваченный грустью, я с наслаждением отпил глоток вина.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Куҫа курӑнман стенасем пур енчен те хупласа, мана тӗнчерен уйӑрнӑн туйӑнса кайрӗ; чуна тунсӑх ҫавӑрса илчӗ.

Я только чувствовал, что незримая высокая стена окружила меня со всех сторон, наглухо отгородив от мира, и от этого мне стало тоскливо.

Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.

Вӗсем ҫине пӑхрӑм та — манӑн чӗрене тунсӑх пусса илчӗ.

Я посмотрел на них, сердце невольно сжималось от тоски.

Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.

Анчах ҫакнашкал кунсем те пулнӑ: темиҫе эрне хушши кун ҫути курман, хӑш чухне хӑйсене чӗрӗлле пытарнӑ пек туйнӑ ҫынсен ӑшчикне, ҫӗр айӗнчи нӳрлӗхпе пӗрле, сивӗ те усал тунсӑх кӗрсе кайнӑ.

Бывали дни, когда в душу людей, уже много недель не видевших белого света и порой чувствовавших себя заживо погребенными, заползала вместе с подземной сыростью холодная, отвратительная тоска.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӗсене ялан шӳт туса, савӑклӑн саламласа, ывӑнма пӗлмен мыскараҫӑсем шухӑшласа кӑларнӑ тӗрлӗ юратупа тунсӑх пирки асапланнисем ҫинчен палкаса кӗтсе илнӗ.

Их всегда встречали шутками, веселыми приветствиями, какими-то загадочными намеками насчет всяких симпатий и страданий, которые тут же придумывались неутомимыми балагурами.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Анчах вӑл, темле пулсассӑн та, чӗререн тухакан тарӑн-тарӑн, питӗ ҫивӗч тунсӑх витӗр, хӑй пирки пурпӗрех вӑхӑтран-вӑхӑта: «Унӑн илемлӗ пичӗ хурлӑх пӗлӗчӗпе туртӑнса каркаланнӑччӗ», — шухӑшла-шухӑшла илчӗ ҫӗкленӳллӗн.

Но все-таки сквозь искреннюю, глубокую и острую грусть он время от времени думал про самого себя патетически: «Его красивое лицо было подернуто облаком скорби».

XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Тунсӑх!..»

Тоска!..»

XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Пӗр чӗрӗ сӑмах, таса савнӑҫӑн пӗр саманчӗ ҫех пулинччӗ хуть, ҫук вӗт, пурӗ те ниме тӑман аскӑнла ҫыхӑну, ӳсӗр-пӳсӗрлӗх, тунсӑх лачаки те службӑн вӗлерсе пӑрахасла пӗрешкеллехӗ кӑна.

Эта развратная и ненужная связь, пьянство, тоска, убийственное однообразие службы, и хоть бы одно живое слово, хоть бы один момент чистой радости.

IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Тулта — ҫуркунне, тулӑх шыв таппи, ачаш тунсӑх.

На дворе — весна, разлив, томность.

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хальхинче ҫынсене мӗн малтан пуҫласах темле ӑнланмалла мар тунсӑх пусса илчӗ.

На этот раз с самого начала во всем чувствовалась какая-то неопределенная тоска.

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Пурте ӗнтӗ халь вӑл юратакан питӗ телейлӗ, тунсӑх таранччен телейлӗ этем пулнине ӑнланса илчӗҫ; вӑл мӗнле кулкалани, пӑхни, хускалкалани — пурте-пурте халтан яракан телей ҫинчен каларӗҫ.

Все теперь отлично понимали, что это был влюбленный и счастливый человек, счастливый до тоски; его улыбка, глаза и каждое движение выражали томительное счастье.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех