Шырав
Шырав ĕçĕ:
Иртнишӗн, ылханлӑ ҫын айӑпне пула пурнӑҫӗ тӗссӗрленсе юлнӑшӑн, малтанхи тулли савӑнӑҫ вырӑнне чуна выҫӑ тунсӑх кӑшласа тӑнӑшӑн, пушанса юлнӑ кун-ҫулшӑн хӗпӗртесе кайсах тавӑрнӑ пулӗччӗ халь Григорий.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Федор Лукич тунсӑх куҫӗпе шыв ӑшӑх юхакан вырӑна пӑхса илчӗ.
XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Исполком ларӑвӗ хыҫҫӑн ӑна йывӑр тунсӑх пусни, чӗринче ҫав тери йывӑр та шиклӗ пулни уншӑн ытла та яланхи пек мар та ӑнланмалла мар туйӑннӑ.
XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сайра-хутра ҫатан ҫумӗнче кивӗ бешметлӗ, лапсӑркка ҫӗлӗклӗ питӗ ватӑ старик хӗвелрен пытанса ларнине курма пулать: туйи ҫине хурлӑхлӑн таянса ларать мучи, унӑн тунсӑх куҫӗсем куҫҫулӗпе тулаҫҫӗ, — ӑна та хире туртать пулмалла, вӑл та лав хыҫҫӑн кайӗччӗ, анчах урисем итлеми пулнӑ… сад пахчинче купӑста пуҫӗ пек шурӑ ача пуҫӗ курӑнса каять те часах йывӑҫсем хушшинче пытанать; е йӑран ҫинелле пӗшкӗннӗ пӗччен карчӑк курӑнса каять — каллех йӗри-тавра пӗр чун та ҫук…
XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫара урисене урайне антарса, алтупанӗпе питне сӑтӑркаласа илчӗ те Сергей ҫине ыйхӑллӑ та тунсӑх куҫӗсемпе: «А! Эсӗ-ҫке ку, Тутаринов… Мӗн кирлӗ сана? Эпӗ ӗнер час выртман, манӑн пуҫ ыратать, сана мӗн арҫурисем ҫапла ир сӗтӗрсе ҫӳреҫҫӗ…» — тенӗ пек пӑхрӗ.
XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Анчах темшӗн савӑнӑҫлӑ туйӑм ҫумне темле йӳҫенкӗ тунсӑх хутшӑннӑ, Сергее е хура айлӑм тӑрӑх лавсем патнелле каякан Ирина курӑннӑ, вӑл: «Тата эпӗ вӗренес тетӗп» — тенине илтсе юлнӑ, е Виктор калани аса килнӗ: «Турбина тиесе килнӗ чухне паллашрӑмӑр эпир».
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Еременко кӗнӗ чухнехи пекех темле чирлӗ ҫын уттипе тухса кайрӗ, ун куҫӗнче Кондратьев йывӑр тунсӑх пуррине сисрӗ.Еременко встал и такой же вялой, неверной походкой направился к двери.
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Акӑ пӗр лав юлчӗ, ун ҫине лумсемпе катмаксем ҫеҫ тиенӗ; тимӗрҫ аллинчен тин кӑна тухнӑ вӗсем, вӗр-ҫӗнӗ; акӑ лутра ҫуна ҫине пӗр купа утӑ хунӑ, утӑ ҫинче пӗр ача йывӑррӑн утакан лашасене хӑратса пырать; ак икӗ лав ҫине аврисене те варалайман вӗр-ҫӗнӗ наҫилккасем тиенӗ; хӗреслетсе хунӑ ҫӑнӑхлӑ михсем шуррӑн курӑнса юлаҫҫӗ; акӑ тата лав ҫинче темле каткасем, пичкесем лараҫҫӗ, тӑварланӑ ҫимӗҫсемпе пулмалла, — ҫиелтен шултӑра сарӑ ҫӗрулми купаланӑ; е урапа ӳречи урлӑ тунсӑх куҫӗсемпе сурӑхсем пӑхса пыраҫҫӗ; е ӳпӗнтернӗ хурансем, кастрюльсем курӑнса каяҫҫӗ, ещӗксенче чашӑк-тирӗк шӑкӑртатать; е лавсем хыҫҫӑн, аран ураран ура ирттерсе, ӗнесем пыраҫҫӗ, — обоз хӑй сӗчӗпе каять; е бричкӑсем ҫине хӑмаран ҫапса тунӑ клеткӑсем икшер рет пӗрин хыҫҫӑн теприне лартса тухнӑ, клеткӑсенче туллиех чӑхсемпе хурсем ларнӑ, ытла тӑвӑртан вӗсен сивӗпе хӗрелсе кайнӑ киккирикӗсем хушӑксенчен тухса пынӑ…
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫав каҫ киле вӑл тӗксӗм таврӑнчӗ, куҫӗсенче — йывӑр тунсӑх.А в ту ночь он пришел домой мрачный, в глазах — тоска тяжкая.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ӑҫта пӑхнӑ унта кӗрхи тунсӑх тӗссем курӑннӑ Сергее.И в какую сторону Сергей ни смотрел — всюду лежали нерадостные краски поздней осени.
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Тата ытларах тунсӑх пусать ҫав тӗксӗм пӗлӗт куҫ умӗнче тӑнӑ чух…»— Только еще больше одолевает грусть, когда перед глазами рябит серое, в тучах, небо…»
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
«Мӗскер ҫак ҫынсӑр, тунсӑх ҫеҫенхирте кураксем явӑнаҫҫӗ? — шухӑшланӑ Сергей.«И чего они кружатся над этой неуютной и обезлюдевшей степью? — думал Сергей.
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫынсен сӑнне тунсӑх ҫапрӗ.
XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл пӗр-пӗр тӗттӗм кӗтессе кӗрсе ларнӑ та татти-сыпписӗр чӗлӗм пакканӑ, калама ҫук тунсӑх куҫӗсемпе савӑнакан карчӑкӗ ҫине тинкерсе пӑхнӑ.
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Чӗрине тунсӑх пӑчӑртаса илнипе вӑл чӳрече патӗнчен пӑрӑнса кайрӗ.
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Темшӗн тунсӑх пусса илчӗ, нихҫан та пулман туйӑм кӗрсе пӑчӑртарӗ унӑн чӗрине.Почему-то стало грустно, — странное, никогда еще не испытанное чувство охватило его.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергее тунсӑх пусрӗ.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Акӑ вӑл — упӑшки пӑрахнӑ законнӑй арӑм, хуйхӑпа халтан кайнӑскер, ун умӗнче мӗскӗнленсе тӑрать: акӑ вӑл, Аксинйӑна вӗри куҫҫульпе ҫунтарнӑскер: ун айӑпӗпе Григорирен кашни уйрӑлмассеренех Аксинья чӗрине йывӑр суран юнлантарчӗ; тунсӑх пуснипе Аксинья вилес пек асапланнӑ самантсенче ак ҫак хӗрарӑм ӗнтӗ Григорие ҫупӑрласа ачашланӑ, тен, Аксинйӑран, пӑрахӑҫа юлнӑ ӑнӑҫсӑр юратуллӑ хӗрарӑмран, тӑрӑхласа кулнӑ пулӗ.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫак йывӑр шухӑш ӑна кӑнтӑрла та асаплантарать, ҫӗрле те канлӗх памасть: чуна хытарнипе кӑна вӑхӑтлӑха чӗрере капланса тӑнӑ тунсӑх самант вырӑнтан хусканать те пӗтӗм чӑтӑмлӑха татать.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫиелтен пӑхсассӑн, Аксинья савнисӗр тунсӑх пурнӑҫа ҫирӗппӗн чӑтса ирттернӗ пек туйӑнать.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.