Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таянчӗ (тĕпĕ: таян) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Актай йӑмра ҫумне пырса таянчӗ, Венюка та ҫывӑхарах пыма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хӗлип хапха ҫумне таянчӗ те вырӑнтан та хускалмасть.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Мучи самантлӑха шӑпланчӗ те эхлете-мехлете ҫурӑм хыҫӗнчи ҫытар-минтере тӳрлетрӗ, ун ҫине меллӗрех таянчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Атӑла лайӑхрах курса юлас, унӑн вӑй-хӑватне ӑша хывас тесе ҫывӑхра ӳсекен яштака шурӑ хурӑн ҫумне таянчӗ, вырӑса та чӑваша, ҫармӑса та тутара малалла тӗрлӗ хулари вырӑссене ҫывӑх юхан шыва, тавралӑха сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Чарӑнчӗ, патак ҫине таянчӗ — канса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Якур пӳрт умӗнчи шитти юпи ҫине таянчӗ те ҫаплах тӑчӗ, тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тихон Иванович ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ, пукан хыҫӗ ҫине таянчӗ те ҫамки ҫинчи тарне юр пек шурӑ тутӑрпа шӑлса типӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Урамра ӳсекен ватӑ тирӗк айне тӑрса, унӑн сарлака вулли ҫумне таянчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Павӑл пукан хыҫӗ ҫине таянчӗ те аллисене кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, арӑмӗн куҫӗнчен пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Сулагаев аллинчи шӑпӑрне ҫӗре пӑрахса улмуҫҫи вулли ҫумне вӑйсӑррӑн таянчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Кӗҫӗрех, ыранах вӗҫтер, чармастӑп, — урисене тӑсса диван хыҫнелле таянчӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Йывӑррӑн хӑйӑлтатса сывлакан Варлам Сидорович ӑна карттус ҫӗклесех сывлӑх сунчӗ, чарӑнса тӑнӑскер туйи ҫине таянчӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗрарӑм вара, ахлата-ахлата, вутӑ шаршанӗ ҫумне таянчӗ:

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ӑна плащ кӗсйине чиксе юман ҫумне таянчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑл, туйи ҫине таянчӗ те, йӗркеленсе тӑракан ҫарҫыннисене куҫ илми пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗҫех Альберт, Аркадие алӑк патӗнче хӑварса, ватти-вӗттине тӗксе-сирсе, чавсапа хирсе, мӑйӑрласа, салон варринчи пӗр пушӑ вырӑна кайса лаклатрӗ, алли-урине ейӗлсе кайнӑ шывлӑ юшкӑн пек сарса ярса, кӗрмеклӗн какӑрӑлса, хыҫалалла таянчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вара хӗр аптранипе тумтир улӑштарса тӑхӑнмалли пӳлӗме кӗчӗ, шкаф хыҫӗнчи тенкел ҫине таянчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Гостиницӑна таврӑнсан, кӑшт выртса канас тесе, Николай Иванович минтере стена ҫумне пӑрахса ун ҫине таянчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Кивве хӑварнӑ пысӑк капанӗ тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ, арпалӑха кӗрсе тухрӗ, унтан йӗтем юпи ҫумне пырса таянчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар кӳршӗсене ӑсатнӑ хыҫҫӑн крыльца карлӑкӗ ҫине пырса таянчӗ, шухӑша кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех