Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗр капӑр тумланнӑ: тӗрӗллӗ кӑвак тутӑрне хул пуҫҫи ҫине уртса янӑ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Таня Рита тутӑрне палласа илчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ме, ак, хам тутӑра — мӑйна та пулин чӗрке, — сӗнчӗ амӑшӗ, пуҫри ҫӑм тутӑрне хывса.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Тутӑрне пӗркенсе, тӗлпулу хистесе Кӗтейетчӗ мана сар пике!
Кӳршӗ ял ҫумӗнче // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 61 с.
Хветуҫӗ хӑй те хӗрелсе каять, вӑтаннине пытарас тесе, тутӑрне, юсанӑ пек, пичӗ ҫине антарать.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Лукарье пуҫӗнчи шаль тутӑрне салтса сак ҫине хучӗ Микула.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лукарье пасартан илнӗ чаплӑ пуставран ҫӗлетнӗ кӗрӗкӗпе шаль тутӑрне хывса хучӗ, пурҫӑн кӗпепе саппун вӗҫ-ҫӗн тӑрса юлчӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӗрарӑм тутӑрне салтса хулпуҫҫи ҫине антарсан.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӗрӗн тутӑрне туртса илнишӗн чи малтан Ваҫлие аван мар пулчӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Эпӗ кайрӑм! — терӗ те Кӗтерук, Якур мӗн те пулин калама ӗлкӗриччен тутӑрне ун чӗркуҫҫийӗ ҫине хурса, тӑрса кайрӗ.
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ташлама хатӗрленнӗ пек туса, Анук тутӑрне тирпейлесе ҫыхрӗ, тухса кайнӑ ҫӳҫ пӗрчисене аллипе сӑтӑрса кӗртрӗ.
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сергей амӑшӗн шерепеллӗ ҫӑм тутӑрне салтса илчӗ, пӗрмекеллӗ сарӑ кӗрӗкне хывма тӑчӗ, анчах Тарье тепӗр хут тапӑртатма, пӗтӗм кӗлеткипе турткалашма пуҫларӗ.
Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӑхрӗ те, саппун аркине ҫӗклесе кантринчен хӗстернӗ, тутӑрне майралла ҫавӑрса ҫыхнӑ Хрестук васкасах урай сӗрнине курса, кӑтӑрса кайрӗ.
Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Халӗ пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ташлама хатӗрленеҫҫӗ, Иван кӑкӑрӗ ҫине шуса аннӑ пурҫӑн тутӑрне каялла ывӑтрӗ, хут купӑсне ҫӑмӑллӑн кӑна ҫӳлелле ҫӗклесе, пӗр-икӗ хутчен нӑйӑклаттарса илчӗ, унтан ташӑ кӗвви калама пуҫларӗ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл, паянхи уяв паттӑрӗ, тутӑрне хулпуҫҫи урлӑ ывӑтса, сарӑ ҫӳҫне тӳрлетсе илчӗ, унтан хут купӑсне тӑсса ячӗ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл кӗпе ҫурӑкне саппунӗ айӗнче курӑнмалла мар туса ҫыхнӑ, тутӑрне те тӳрлетнӗ.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пурнӑҫ улӑм пӗрчи ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑнӑ вӑхӑтра Хрестук мӑйӗнчи тутӑрне салтса ҫӳлелле ҫӗклерӗ, ӑна ҫил ҫинче вӗлкӗштерсе, макӑрас пек сасӑпа ҫухӑрса ячӗ:
Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӗр тутӑрне Ахтупай хӑйӗн мӑйӗнчен сӳсе илчӗ, тепӗрне Мелани ҫыххинче тупрӗҫ.
10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ку ҫынран хӑрама кирлӗ маррине ӑнланса илсен Манисла инки те пысӑк тутӑрне сирсе пӑрахрӗ, хӑюллӑнах калаҫма пикенчӗ.
2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫапах та тӳрлетем пек туса тутӑрне ҫамки ҫинчен ҫулерех хӑпартрӗ, сасартӑк ҫамрӑкланса кайрӗ.
4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.