Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Революци хыҫҫӑн чӑваш литература чӗлхи, чӑваш халӑхӗн официаллӑ чӗлхи пулса тӑрса, общество пурнӑҫӗн пур сферисене те хутшӑнма тивӗҫ илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Ҫакӑ чи малтан терминологире палӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Революциччен чӑваш литература чӗлхи общество пурнӑҫӗнче хӑйӗн тивӗҫӗпе туллин усӑ курма пултарайман пирки чӗлхе хатӗрӗсем те, уйрӑмах кӗнеке стилӗн хатӗрӗсем, кирлӗ пек йӗркеленсе нормӑланайман.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Ҫамрӑк литература чӗлхи вара, вӑйлӑрах аталаннӑ литература чӗлхисемпе танлашма тӑрӑшса, хӑйӗн лексикине, уйрӑмах терминологи лексикине, интенсивлӑрах аталантарать.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Лексика, общество пурнӑҫӗн тӗкӗрӗ пулса тӑрса, производствӑпа экономикӑра, политикӑпа идеологире, наукӑпа культурӑра куллен ҫуралакан ӑнлавсене, палӑракан пулӑмсене, ӑсласа тунӑ япаласене, пурнӑҫа кӗрекен ҫӗнӗлӗхсене ят парса регистрацилет, хӑйӗн йышне ҫӗнӗ сӑмахсем хушать.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Чӗлхе аталанӑвӗ чи малтан лексикӑра, унӑн терминологи сийӗнче палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Ҫӗклерӗ кӑна мар, вӗсене пӗр тан праваллӑ турӗ, ирӗклӗн те туллин аталанма ҫул уҫса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Октябрьти социализмла аслӑ революци, Российӑри халӑхсен чи анлӑ массисене обществӑпа политика пурнӑҫне активлӑ хутшӑнтарса, наци чӗлхисен пӗлтерӗшне ҫав тери ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Унӑн аталанӑвӗшӗн наци ыйтӑвӗ тӗлӗшпе государство мӗнле политика тытса пыни ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Чӗлхе уйрӑмах общество пурнӑҫӗнче пысӑк улшӑнусем пулса иртнӗ тапхӑрта хӑвӑрт аталанать.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Ку вӑл литература чӗлхипе пурнӑҫра мӗнле усӑ курнинчен е, тепӗр майлӑ каласан, литература чӗлхи хӑйӗн обществӑри тивӗҫӗпе мӗн тери анлӑн, мӗн тери туллин усӑ курма пултарнинчен килет.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Анчах литература чӗлхин аталанӑвӗ историн пур тапхӑрӗшӗн те пӗр пек мар.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Обществӑн политика, идеологи, экономика, эстетика, наука, культура ыйтӑвӗсене тивӗҫтерсе, литература чӗлхи тӑтӑшах аталанса улшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Литература чӗлхи пӗтӗм нацишӗн норма пулса ҫирӗпленни вӑл ӗмӗрлӗхех хытса ларнине пӗлтермест.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Ҫыру литература чӗлхин орфографийӗпе орфоэпийӗнчи традицие ҫирӗпленме, ҫав традицие тытса пыма, кулленхи пурнӑҫра ҫуралакан ҫӗнӗ сӑмахсене пӗтӗм халӑх чӗлхине кӗрсе тымарланма, манӑҫа тухакан сӑмахсене упраса хӑварма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Унпа ҫырура усӑ курни ӑна пӗтӗм халӑхшӑн (е нацишӗн) норма пулса сарӑлма май парать.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Литература чӗлхи вӑл — пӗтӗм халӑх чӗлхин якалса йӗркеленнӗ, пуянланса аталаннӑ, ҫырура ҫирӗпленнӗ форми.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Терминсене ятарлӑ словарьсенче, ҫавӑн пекех хаҫат-журналта, радиопа телевидени передачисенче, вӗренӳ кӗнекисемпе наука пӗлӗвӗ саракан брошюрӑсенче, шкулти уроксенче, лекци-калаҫу ирттернӗ чухне ӑнлантарса пани, пропагандӑлани уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Иртнӗ вӑхӑтри усӑллӑ опыта тата ҫитменлӗхсене те шута илсе, терминологсен ӗҫне халӑх умне анлӑн кӑлармалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Кашни отрасль терминӗсемпе ӗҫлеме ҫав ӗҫ специалисчӗсенчен тата чӗлхеҫӗсенчен авторсен коллективӗсем йӗркелесси, вӗсене наукӑпа методика тӗлӗшӗнчен ертсе пырасси халӗ тӗп вырӑна тухса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех