Çĕннисем
Ман шухӑшпа, кунашкал мехел чӑваш сӑмах культури новеллӑллӑрах пулнине кӑтартакан ҫирӗп аргумент: ӗҫ-пуҫ шат кӗтмесле ҫаврӑнать чылай хайлавра, парадокс патне пырса тухать, уҫҫӑн палӑрнӑ е пытарӑнчӑк кулӑшӑн хӗрхӳ тути сисӗне пуҫлать, сӑмах-юмах пӗр тӗп событи тавралла явӑнать, философиллӗ, тутӑ тӗшӗ тупать…
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Кунашкал парадокса вара В. Игнатьев хайлавӗсенче тӑтӑш куратпӑр, чӑваш этемми ҫакнашкал шухӑшлама хӑнӑхнине тата тепӗр хут ӑнланса илетпӗр.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Тен, ҫавӑнпа пурнӑҫ йӗрки-шывӗ вӗсене парадокс патне илсе пырать — качча кайӑп-ха, кун-ҫула йӗркеллӗ сыпӑнтарса ярӑп-ха тесе ӗмӗтленекен Акӑль сасартӑк савнӑ ҫынни вилнине пӗлет (Агивер. «Акӑль»); тӗрмере ларса тухнӑ Раман «ирӗкре» пурӑнакан айӑпсӑр ҫынсем тепӗр чух айӑплисенчен те чӑрсӑртараххине курать (Мартынов. «Кӑвак хуппи»); ют ӑшӑпа йӑпанӑп-ха тесе ӗмӗтленнӗ арҫын пӗр кӗтмен ҫӗртен философилле пысӑк пӗтӗмлетӳсем тӑвать, «кӑмака хыҫӗнчи» пурнӑҫа ҫӗнетме кирлине ӑнланать (Тӑхти. «Помидор») т. ыт. те.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Чӑнах та, чӑвашлӑх ку геройсен кашни хусканӑвӗнче, кашни сисӗмӗнче тапать.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ун вырӑнне, ун пӗлтерӗшне вара паян пач урӑхла хаклама тивет.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫавӑнпа ку тӗлӗшпе Тӑхтие Ҫеҫпӗлпе, М. Федоровпа, К. Ивановпа, Ф. Павловпа пӗр шайлӑ талант, чӑваш литературин нациллӗ ҫул-йӗрне хывакан чи пысӑк, чи пултаруллӑ ӑстаҫӑсенчен пӗри тесе хакламалли ҫеҫ юлать пирӗн.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Пурнӑҫ философине сӑнарламалли тӗп мехелсенчен пӗри вӑл чӑваш ҫыравҫисемшӗн.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Тарӑнраххӑн кастарса пӑхатӑн та суха кассине ҫакна тӗшмӗртсе илетӗн — камитлӗхӗ (И. Тӑхтин, Ф. Павловӑн) шӳтшӗн те мар, шӳт те мар иккен.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ситуаци мӗн йывӑрланнӑҫем вӗсен чӗри анлӑлансах, ырӑ туйӑмсемшӗн уҫӑрах, хавасрах пулса пырать.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Пурте вӗсем художник чунлӑрах ҫынсем.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ю. Артемьев Шерхулла пирки каланӑ чух чун сисӗмне, виҫесӗр анлӑ кӑмӑл тӗнчине малта курни ҫак геройсенчен кашнинех тивӗҫет.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Хв. Агиверӗн «Круҫҫейӗнчи» Пӑлаки, Тӑхтин Шерхулли, Уярӑн Палюкӗ, Скворцовӑн Укахвийӗ, Павловӑн Ухтеркки, Мартыновӑн Раманӗ («Кӑвак хуппи») — пурте вӗсем чунпа тӗлӗнмелле пуян ҫынсем.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Пурнӑҫ йӗрки-куркинчен, кулленхи ӗҫ-пуҫран тухса-сыпӑнса пырать ҫав мыскара, пӑтӑрмах, ӑнсӑртранлӑх.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Урӑхла та ҫавӑрса калама пулать: кулӑш пурри кунашкал хайлавсен философиллӗ тӗшшине ытларах сӗтек парать, камитлӗх чӑвашшӑн чылай чух пурнӑҫ философине чӗрӗ упрамалли услови пулнине ӗнентерет.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Сатирӑпа юморта та, философиллӗ прозӑра та пӗр коллизи ум илнине.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ю. Скворцов ку шухӑш-кӑмӑла тата палӑрмалларах тӑвать, ун хайлавӗсенче те икӗ ен: герой тата ӑна ҫӗнме хӗн ситуаци, кӑткӑс, йывӑр лару-тӑру.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Агиверӗн чылай новеллинчи геройсен те ҫак нуша — вӗсем те сивлек тӗнчепе пӗр чӗлхе тупаймаҫҫӗ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Н. Мартыновӑн «Кӑвак хуппи» новелли те ҫак шухӑшпа хӗрет, ютлӑх идейипе писатель героя ҫеҫ мар, пӗтӗм тӗнчене ҫавӑрса илнӗ, пӑтратнӑ ҫил-тӑман пек ытарлать.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Тӑхтин «Шерхуллинче» те пур ҫакӑн пек ӗҫ техӗмӗ, унта та писатель Шерхуллапа тӗнче хушшинчи ҫыхӑнсах пӗтмен улшӑнусем пирки сӑмах пуҫарнӑ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Эппин, хирӗҫ тӑруллӑ икӗ ен палӑрчӗ унта: пӗччен этем тата унран тӑрӑхлакан, ӑна йышӑнман тӗнче.