Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Чӑвашсен наукӑпа техникӑра та, культурӑпа искусствӑн тӗрлӗ сферисенче те пысӑк квалификаципе ӑсталӑх туяннӑ, ҫав вӑхӑтрах тӑван чӗлхене те аван пӗлекен специалистсем нумай, пирӗн лексикографи те пуян опыт пухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Терминологи ӗҫне анлӑн та уҫӑмлӑ тӗллевпе, наукӑпа лексикографин паянхи ҫӳллӗ шайӗнче туса пыма халӗ нихҫанхинчен лайӑх майсем пур.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Терминсене ӑнлантарса пани вулакансен сӑмах пуянлӑхне ӳстерме кӑна мар, вӗсен пӗлӗвӗсене сарса ҫирӗплетме те пулӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Тӗнчери лексикографире халӗ ӳкерчӗклӗ словарьсем кӑларасси анлӑ сарӑлнӑ, кун йышши словарьсем пирӗн ҫӗршывра та сахал мар тухнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Майлӑ чухне, ят паракан япалан паллисем тулашӗнчен лайӑх курӑнаҫҫӗ пулсан, унӑн ӳкерчӗкне те памалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Хӑшпӗр терминологи словарӗсене вара, сӑмахран, обществӑпа политика, медицина, музыка, спорт терминӗсен, суд ӗҫӗнчи терминсен словарӗсене ӑнлантарусем кӗртесех пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Паянхи куна лайӑх аталаннӑ, самаях ҫирӗпленсе ҫитнӗ ялхуҫалӑх терминологийӗпе техника терминологийӗн хӑш-пӗр пайӗсене те, ҫавӑн пекех ботаникӑпа зоологи ячӗсене, тен, ӑнлантарса памасӑрах пичетлемелле.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Аслӑ шкулсенче усӑ курмалли словарьсенче (сӑмахран, чӗлхе пӗлӗвӗпе литература пӗлӗвӗн терминӗсене йӗркеленӗ чухне), шкулти предметсен словарӗсенче терминсен пӗлтерӗшне ӑнлантарса памасан та юрать пулӗ — студентсемпе шкул ачисем вӗсемпе лекцисенче, уроксенче, вӗренӳ кӗнекисем вуласа паллашаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Кунта икӗ ҫулпа пыма пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Терминологи словарӗсем халӑха тивӗҫлӗ усӑ кӳччӗр, литература чӗлхине аталантарма пулӑшчӑр тесен, вӗсен тӗсӗсене, типӗсене тӗплӗн шухӑшласа палӑртмалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Сӑнарлӑ каласан, ку вӑл ҫынсемшӗн пӗр-пӗр пӗлӳлӗх утравне каҫмалли кӗпер пек пулмалла, словарьсем пӗр-пӗр ӗҫри ӑстасене (учительсене, инженерсене, врачсене, музыкантсене, спортсменсене т. ыт. те) халӑхпа хутшӑнмашкӑн, хӑйсен пӗлӗвӗсене сармашкӑн пулӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Чӑваш чӗлхине йӗркеленӗ отрасль терминологийӗпе ҫав професси ҫыннисен пӗчӗк ушкӑнӗ кӑна мар, вулакансен анлӑ массисем те усӑ курма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Ытти отрасльсенчи терминологи словарӗсене илес пулсан та, социолингвистикӑн ҫӳлерех асӑннӑ факторне мала хумалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Анчах халӑх хушшине анлӑн сармалли словарь тума унти сӑмахсен йышне тӗпренех пӑхса тухас пулать е, кунпа усӑ курса, массӑллӑ тиражпа кӑларма ҫӗнӗ словарь хатӗрлес пулать (1000 экземпляр, паллах, пачах ҫителӗксӗр, ку хисеп республикӑри библиотекӑсемпе шкулсене те ҫитмест).

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Калас пулать, терминсене унта чӑвашла тӗрӗс те лайӑх ӑнлантарса панӑ, словарь статйисене системӑллӑн йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Тӗслӗхе медицина словарьне илнипе эпир унӑн наукӑпа лексикографи шайне тиркесшӗн мар.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Вырӑсла лайӑхах пӗлеймен чирлӗ ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне, халӑх умӗнче чир-чӗртен сыхланасси ҫинчен калаҫусем ирттернӗ е санитари бюллетенӗ кӑларнӑ, статья ҫырнӑ чухне вара ӳт-пӳ органне, чире, эмеле е ытти хатӗре чӑвашла ят парса калани питӗ кирлӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Кулленхи ӗҫре врачсем тата ытти медицина ӗҫченӗсем, вӗсем хушшинче чӑвашсем ытларах пулас пулсан та, вырӑсла лайӑх пӗлнӗ май, профессири кӑткӑс ыйтусене вырӑсла сӳтсе яваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Тата виҫҫӗмӗш сӑлтав та пур: врач хӑйӗн ӗҫӗнче харпӑр наци ҫыннисемпе кӑна мар, ытти чӗлхепе калаҫакансемпе те тӗл пулать, куллен хутшӑнать, унашкал хутшӑну хатӗрӗ вара — вырӑс чӗлхи.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Икчӗлхелӗх пулман пулсан, паллах, кунашкал словарьсем кӑна мар, чӑвашла учебниксем те кашни наукӑпа кирлӗ пулӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех