Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Кунта та маларах асӑннӑ йӑнӑшах тунӑ: комбинатӑн партком пӗрре ҫеҫ, вӑл ҫак предприятин парторганизацийӗсене пурне те ертсе пырать, ҫавӑнпа та пир-авӑр комбиначӗн партком секретарӗ теме кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

«Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнчи партком секретарӗ», — тесе ҫырать «Коммунизм ялавӗ» (1978, мартӑн 16-мӗшӗ).

Куҫарса пулӑш

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Е тата ак ҫак тӗслӗхе сӑнаса пӑхар: 12-мӗш профтехучилищӗри парторганизаци секретарӗ («Коммунизм ялавӗ», 1978, июнӗн 23-мӗшӗ) -ри пайпа ку сӑмах майлашӑвӗнче те вырӑнсӑр усӑ курнӑ: профтехучилищӗн парторганизаци пӗрре ҫеҫ, вӑл пӗтӗм училищӗпе ҫыхӑннӑ, ҫавӑнпа профтехучилище парторганизацийӗ тени ҫеҫ тӗрӗс пулать (асӑрхӑр: хула парторганизацийӗ, институт парторганизацийӗ, Мускав парторганизацийӗ т. ыт. те).

Куҫарса пулӑш

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Анчах кун пек шикленме сӑлтавӗ ҫук: 2-мӗш номерлӗ сӑмахсем республика япала ятне ҫеҫ мар, республика больници сӑмах ҫаврӑнӑшне палӑртаҫҫӗ (2-мӗш номерлӗ республика больници).

Куҫарса пулӑш

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

— Капла больници мар, республики хӑй 2-мӗш номерлӗ пек пулса тухать-ҫке?»

Куҫарса пулӑш

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

«Апла пулсан республиканская больница № 2 тенине чӑвашла мӗнле каламалла-ха: 2-мӗш номерлӗ республика больници темелле-и?» — тесе хирӗҫлеме пӑхаҫҫӗ хаҫат-журналта ӗҫлекенсем.

Куҫарса пулӑш

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Республика больници ҫинчен каласа, эпир вӑл ӑҫта вырнаҫнине мар, республикӑшӑн мӗнле пӗлтерӗшлине палӑртатпӑр, ҫавӑнпа та кун пек чухне изафет формипе ҫеҫ усӑ курма пулать: республика больници.

Куҫарса пулӑш

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Илсе кӑтартнӑ тӗслӗхре -ри пайлӑ япала вырӑнне ҫеҫ (ҫав больница шӑпах пирӗн республика территорийӗнче иккенне) кӑтартма пултарать.

Куҫарса пулӑш

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Хаҫат-журналта ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе республика территорийӗнчи кирек хӑш больница та текен пӗлтерӗшпе те, республика больници (урӑхла каласан, Чӑваш АССР территорийӗнчи кирек хӑш больница та мар, пӗтӗм республикӑшӑн пӗлтерӗшлӗ больница) текен пӗлтерӗшпе те усӑ кураҫҫӗ, ҫапла вара, ӑнлава тӗрӗс мар палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Калас шухӑшӑмӑр вулаканшӑн уҫӑмлӑрах пултӑр тесе, маларах асӑннӑ тӗслӗхсенчен пӗрне (республикӑри больница) уйрӑммӑн сӑнаса пӑхар-ха.

Куҫарса пулӑш

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Пирӗн шутпа, ҫакӑн йышши тӗслӗхсенче -ри, -ти, -чи пайлӑ, е вырӑн падеж формиллӗ сӑмахсемпе усӑ курни сӑмах майлашӑвӗсен компоненчӗсем хушшинчи грамматика ҫыхӑнӑвне пӑсать, ҫавна май ӑнлав та улшӑнать.

Куҫарса пулӑш

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Темиҫе тӗслӗх илсе кӑтартар: республиканская больница — республикӑри больница, заводская столовая — заводри столовӑй, городская библиотека — хулари библиотека, ҫулталӑкри (сменӑри, кварталти) план т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Хаҫатҫӑсем чӑвашла изафет формипе калама кирлӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем вырӑнне -ри, -ти, -чи пайлӑ япала ячӗпе тепӗр япала ячӗн майлашӑвӗпе усӑ курма пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

3. Хаҫат-журналта вырӑс чӗлхинчи ҫыхӑну паллӑ ячӗсене чӑвашла морфологи тӗлӗшӗнчен йӗркелес енӗпе тата тепӗр ҫитменлӗх пуррине палӑртса хӑвармалла.

Куҫарса пулӑш

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Термин вырӑнне вӗсен кӗскетнӗ варианчӗсене йышӑнма пулать (перекетлӗх принципӗпе килӗшӳллӗ): наука тӗпчев институчӗ, техника професси училищи, хими технологи факультечӗ т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Тӗрӗссипе, асӑннӑ терминсем наука тӗпчевӗсен институчӗ, техника профессийӗсен училищи, хими технологийӗн факультечӗ тенине пӗлтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Апла пулин те хаҫат-журналта ӗҫлекенсем кун йышши мӑшӑр определенисен компоненчӗсене пӗр-пӗринпе -па(-пе) аффикспа ҫыхӑнтараҫҫӗ: наукӑпа тӗпчев институчӗ, профессипе техника училищи, химипе технологи факультечӗ т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Кун йышши определенисен компоненчӗсем чӑвашла е пӗр пек форма йышӑнаҫҫӗ (акӑлчанла-вырӑсла словарь), е пӗр-пӗринпе -па(-пе) аффикспа ҫыхӑнаҫҫӗ (Венгрипе Совет Союзӗн туслӑхӗ); 2) пӗрремӗш е иккӗмӗш компоненчӗ япала ячӗпе иккӗмӗш е пӗрремӗш компоненчӗ урлӑ (тепӗр компоненчӗн определенийӗ пулса) ҫыхӑнаҫҫӗ, урӑхла каласан, пӗри тепринпе пӑхӑнуллӑ ҫыхӑнура тӑрать (тӗслӗхрен, научно-исследовательский институт, профессионально-техническое училище, химико-технологический факультет т. ыт. те), ҫавӑнпа та вӗсене пӗр-пӗринпе сыпӑнтару союзӗпе ҫыхӑнтарни пӗртте тӗрӗс мар (научная и исследовательская, профессиональная и техническая, химическая и технологическая тени тӗрӗс пулмасть).

Куҫарса пулӑш

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Чи малтанах ҫакна каламалла: вырӑс чӗлхинчи мӑшӑр определенисене вӗсен компоненчӗсем хӑйсем палӑртакан япала ячӗсемпе мӗнле ҫыхӑнура тӑнине кура икӗ ушкӑна уйӑрма пулать: 1) пӗр пек ҫыхӑнура тӑракан компонентсемлӗ определенисем (тӗслӗхрен, англо-русский словарь, венгеро-советская дружба т. ыт. те).

Куҫарса пулӑш

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Ку ыйтӑва хӑйӗн пӗр статйинче 1971 ҫултах хускатса, М. И. Скворцов тӗрӗс сӗнӳсем панӑччӗ, анчах пичетре ӗҫлекенсем вӗсене ӑша хывмарӗҫ курӑнать: хаҫат-журналта вырӑс чӗлхинчи мӑшӑр определениллӗ терминла сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене паян кунччен те чӑвашла тӗрӗс йӗркелеме пӗлни курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех