Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкрӗҫ (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ фельдшерица, Надя Шульгина, Нина Ковалева газ шӑршласа чирленӗ партизансене сиплесе халран ӳкрӗҫ.

Обе фельдшерицы, а с ними Надя Шульгина и Нина Ковалева сбились в этот день с ног, ухаживая за отравленными партизанами.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Юлия Львовна, — терӗ Володя, куҫхаршисене пӗркелесе, ҫавӑнтах урипе бутылкисене хӑй парти патнелле курмалла мар кустарса, — ӑнсӑртран тухса ӳкрӗҫ

— Юлия Львовна, — насупившись, проговорил Володя и стал незаметно откатывать ногой бутылки к своей парте, — это нечаянно выпало…

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑл ларакан парта ещӗкӗнчен бутылкӑсем урайне тухса ӳкрӗҫ те партӑсем хушшипе кусса кайрӗҫ.

Из ящика его парты выпали на пол и покатились по проходу бутылки.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Татьяна Семеновна крыльца ҫине тухсан, чечексем ун ури умне ӳкрӗҫ, мӗншӗн тесен, тӗрлӗ енчен тӑсса панӑ тутлӑ шӑршлӑ, йывӑр ҫыхӑсем унӑн аллине шӑнӑҫаймарӗҫ.

И когда Татьяна Семеновна вышла на крыльцо, цветы упали к ее ногам, потому что она не могла вместить в руках протянутые ей со всех сторон тяжелые душистые букеты.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Ҫакнашкал уявсенче, — хушса хучӗ вӑл, — мана яланах ҫакӑ тӗлӗнтерет: мӗншӗн ҫапла, паян, сӑмахран, вунпиллӗкмӗш число пулчӗ те, пур ҫынсем те сасартӑк тулли кӑмӑллӑ та хавасланса ӳкрӗҫ?

— На таких праздниках, — прибавил он, — меня всегда удивляет, отчего так, вследствие того, что нынче, например, пятнадцатое число, вдруг все люди стали довольны и веселы?

XXXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Вӗсем вилене темиҫе утӑм сӗтӗрсе кайрӗҫ те унӑн урисене салтса ячӗҫ, урисем вара, чӗтренсе илсе, ҫӗре ӳкрӗҫ.

Протащив тело несколько шагов, они опустили ноги, которые, безжизненно вздрогнув, опустились и расступились.

IX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Тискер кайӑк сассипе вӑрӑммӑн уласа вирхӗнчӗ вӑл Николаев ҫинелле, вара иккӗш те ҫӗре кӗрӗслетсе ӳкрӗҫ, алли-урисемпе явӑнса-ҫыхӑнса, пукансене йӑвантара-йӑвантара, лапӑрчӑк, шӑршлӑ тусана ҫӑта-ҫӑта, урай тӑрӑх куҫса кайрӗҫ.

С протяжным, звериным воем кинулся он на Николаева, и они оба грохнулись вниз, сплелись руками и ногами и покатились по полу, роняя стулья и глотая грязную, вонючую пыль.

XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Пурте вара хыпӑнса-хыпкаланса ӳкрӗҫ, пукансемпе кӗмсӗртетме пикенчӗҫ, кула-кула ячӗҫ.

И все засуетились, загрохотали стульями, засмеялись.

XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Пиратсем, хӑйсене хирӗҫ никам пӗр сасӑ та паманнине кура, калама ҫук хытӑ хӑраса ӳкрӗҫ, ҫийӗнчех, хӑйсен карапӗ патне таврӑнса, баркас тӗпне такам шӑтарни ҫинчен, утрав ҫине килнӗ ҫынсене вӗлерни ҫинчен каласа пама шут тытрӗҫ.

Между тем пираты, убедившись, что все их призывы остаются без отклика, страшно перепугались и решили тотчас же вернуться к себе на корабль и сообщить остальным, что в баркасе продырявлено дно, а люди, прибывшие на остров, убиты, так как иначе они непременно откликнулись бы.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пиллӗкӗш те кимӗ тӗпне тӑсӑлса ӳкрӗҫ.

Все пятеро повалились на дно лодки.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӑрӑсем савӑнса ӳкрӗҫ, пӗрин хыҫҫӑн тепри тырӑ ҫине анса ларма пуҫларӗҫ.

Воры обрадовались и стали один за другим опускаться на пашню.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пӑшал кӗрӗслетнине илтсен, ҫулӑм ялтлатнине курсан, тискер ҫынсем тем пекех хӑраса ӳкрӗҫ.

Как были ошеломлены дикари, когда услышали грохот и увидели огонь моего выстрела.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫыран хӗрринчи ҫынсем, пуринчен ытла хӗрарӑмсем тем пекех хӑраса ӳкрӗҫ.

Бывшие на берегу люди, особенно женщины, страшно испугались.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Нумай ҫӳресе курнӑ матроссем те хӑраса ӳкрӗҫ.

Даже испытанные моряки были сильно испуганы.

Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Аялтан ывӑтнӑ пальтопа ҫыхӑ Егорушка ҫумне пырса ӳкрӗҫ.

Пальто и узелок, подброшенные снизу, упали возле Егорушки.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Малта пыракан тӗрӗксенчен темиҫе ҫын ҫӗрелле пере-пере ӳкрӗҫ.

Несколько турок в передних рядах колонны рухнуло на землю…

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑлхавҫӑсем шурса сӑнсӑрланчӗҫ, аптраса ӳкрӗҫ, пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗрелле чупкала пуҫларӗҫ.

Защитники укрепления, бледные, растерянные, метались из стороны в сторону.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫынсем аптрасах ӳкрӗҫ.

Отчаяние возрастало.

XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӑнастирӗн икӗ паттӑр йытти каҫхи хӑнана сиксе ӳкрӗҫ, анчах вӗсем палласа илсенех хӳрисене пӑлтӑртаттарма тытӑнчӗҫ.

Два сильных монастырских пса накинулись на ночного гостя, но, узнав его, завиляли хвостами.

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак усал хыпар-хӑнар хула халӑхне калама ҫук пӑшӑрхантарчӗ, ҫынсем ытла хуйха ӳкрӗҫ.

Все эти страшные слухи омрачали настроение жителей.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех