Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Ҫав сехетрех ҫӗр питӗ хытӑ чӗтренсе кайрӗ, хулан вуннӑмӗш пайӗ ишӗлсе анчӗ; ҫӗр чӗтреннӗ чухне ҫичӗ пин ҫын пӗтрӗ; ыттисем сехӗрленсе ӳкрӗҫ, Ҫӳлти Турра мухтавларӗҫ.
Ӳлӗм 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Виҫӗ кун ҫурӑ иртсен вӗсен ӑшне Турӑран чӗрӗлӗх сывлӑшӗ кӗчӗ те, вӗсем иккӗшӗ те ура ҫине тӑчӗҫ, ӗнтӗ вӗсем ҫине пӑхса тӑракансем сехӗрленсех ӳкрӗҫ.
Ӳлӗм 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем ӗненменнипе хуҫӑлса ӳкрӗҫ, эсӗ ӗненнипе тытӑнса тӑратӑн: ан мӑнаҫлан, хӑраса тӑр.Они отломились неверием, а ты держишься верою: не гордись, но бойся.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эсӗ: «туратсем мана сыпӑнтарасшӑн хуҫӑлса ӳкрӗҫ» тейӗн.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна ирсӗрлерӗҫ, мӑшкӑлларӗҫ, Санӑн священникусем хуйха ӳкрӗҫ, хур курчӗҫ.51. Святилище Твое попрано и осквернено, и священники Твои в скорби и уничижении.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сана курсассӑн, тусем чӗтресе ӳкрӗҫ, шывсем ыткӑнчӗҫ; тӗпсӗр авӑр сас пачӗ, аллине ҫӳле ҫӗклерӗ.10. Увидев Тебя, вострепетали горы, ринулись воды; бездна дала голос свой, высоко подняла руки свои;
Авв 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Тӗпнех ӳкрӗҫ вӗсем, Гива кунӗсенчи пекех асӑхса кайрӗҫ; Турӑ вӗсен йӗркесӗрлӗхне аса илӗ, ҫылӑхӗсемшӗн вӗсене хаса парӗ.
Ос 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫакна пӗр эпӗ ҫеҫ, Даниил, куртӑм, манпа пӗрле пулнӑ ҫынсем курмарӗҫ; анчах вӗсем темӗн тӗрлӗ сехӗрленсе ӳкрӗҫ те, пытанас тесе, пурте тарса пӗтрӗҫ.
Дан 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Халӑхсем пӗлсе ҫитӗҫ: Израиль халӑхне хӑйсен тӗрӗсмарлӑхӗшӗн урӑх ҫӗре куҫарнӑ; вӗсем Ман умӑмра ултавҫӑ пек хӑтланчӗҫ, ҫавӑншӑн Эпӗ Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытартӑм, вӗсене тӑшманӗсен аллине патӑм, вӗсем пурте хӗҫпе касӑлса ӳкрӗҫ.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара ӑна ют ҫӗр ҫыннисем, халӑхсем хушшинче чи хаяррисем, касса пӑрахрӗҫ те тусем ҫине йӑвантарчӗҫ; унӑн турачӗсем пур айлӑма та ӳкрӗҫ; унӑн хунавӗсем ҫӗр ҫинчи мӗнпур васанта вакланчӗҫ, ун хӳттинчи халӑхсем пурте унтан кайрӗҫ, ӑна пӑрахса хӑварчӗҫ.
Иез 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Тавару тинӗс тӑрӑх килетчӗ те — эсӗ тӗрлӗ халӑха тӑрантараттӑн; иксӗлми мулупа тата суту-илӗвӳпе ҫӗр ҫинчи патшасене пуянлататтӑн. 34. Сана тинӗссем тӗпсӗр авӑрта ҫӗмӗрсе тӑксан, тавару та, сан ҫинче кӗпӗрленсе тӑракансем те пурте шыва ӳкрӗҫ. 35. Ҫакна пӗлсен, пӗтӗм утрав халӑхӗ сехӗрленчӗ, вӗсенӗн патшисем те ҫӳҫенчӗҫ, сӑнран улӑшӑнчӗҫ. 36. Ытти халӑхсен сутуҫисем шӑхӑрса ячӗҫ; эсӗ сехре хӑппи пулса тӑтӑн — эсӗ ӗнтӗ ӗмӗрне те пулмӑн».
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӑмӑл уралли те тарса ӳкеймӗ, вӑйли те хӑтӑлаймӗ; ҫурҫӗрте, Евфрат шывӗ патӗнче, такӑнчӗҫ те кайса ӳкрӗҫ.6. Не убежит быстроногий, и не спасется сильный; на севере, у реки Евфрата, они споткнутся и падут.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем сехӗрленсе ӳкрӗҫ, каялла тараҫҫӗ, паттӑррисем те пӗтрӗҫ, ҫаврӑнса пӑхмасӑр тараҫҫӗ, пурин те сехри хӑпнӑ! тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ӑсчахсем намӑса юлчӗҫ, сехӗрленсе ӳкрӗҫ, танатана ҫакланчӗҫ: вӗсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне йышӑнмарӗҫ — ӑҫта-ха вӗсен ӑсӗ?
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16-17. Ҫӳлхуҫа — тинӗс урлӑ ҫул уҫнӑ, кӑра шыв ҫийӗн сукмак хывнӑ, ҫар ураписемпе утсене, ҫар эшкерӗпе вӑй-хӑвата илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа — ҫапла калать: пурте пӗрле ӳкрӗҫ, тӑраймарӗҫ; ҫунайми пулчӗҫ, хӑйӑ пек сӳнчӗҫ.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Утравсем курчӗҫ те сехӗрленсе ӳкрӗҫ, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррийӗсем чӗтреме пуҫларӗҫ.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сион ҫинче ҫылӑхлисем сехӗрленсе ӳкрӗҫ; йӗркесӗр ҫынсем чӗтреве ерчӗҫ: «пӗтӗмпех тӗп тӑвакан вут-кӑвар вӑхӑтӗнче пирӗнтен хӑшӗ пурӑнма пултарӗ? ӗмӗр сӳнми ҫулӑм вӑхӑтӗнче пирӗнтен хӑшӗ пурӑнма пултарӗ?» 15. Кам айӑпсӑр ҫӳрет, тӳррине калать, кам ыттисене хӗссе мул пухасран йӗрӗнет, аллине сӗрев илессинчен тытса чарать, юн юхтарасси ҫинчен илтес марччӗ тесе хӑлхине хуплать, усал ӗҫе курас марччӗ тесе куҫне хуплать — 16. ҫавӑ ҫӳлте пурӑнӗ; ҫӗнтерейми чул ту унӑн хӳтлӗхӗ пулӗ; ӑна ҫӑкӑр парӗҫ; шывӗ те иксӗлмӗ унӑн.
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Сехӗрленсе ӳкрӗҫ, шӑнӑр туртнипе, ыратнипе хутланса ларчӗҫ; ҫуратакан арӑм пекех асапланаҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫине тӗлӗнсе пӑхаҫҫӗ, пичӗ-куҫӗ ҫунса тӑрать.
Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Манӑн ура валли таната карса хучӗҫ; чунӑма таптарӗҫ; умӑма шӑтӑк алтса хучӗҫ, унта хӑйсемех кӗрсе ӳкрӗҫ.7. Приготовили сеть ногам моим; душа моя поникла; выкопали предо мною яму, и сами упали в нее.
Пс 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унти ҫуртсенче Турра хута кӗрекенӗ тесе хисеплеҫҫӗ: 5. акӑ патшасем пӗрле пухӑнчӗҫ — вӗсем пӗрле тапӑнасшӑн; 6. анчах курчӗҫ те — тӗлӗнсе кайрӗҫ, аптӑраса ӳкрӗҫ те — каялла тарчӗҫ; 7. вӗсем унта шуйхансах ӳкрӗҫ, ача ҫуратакан арӑм пек асапланчӗҫ; 8. Эсӗ Фарсис карапӗсене тухӑҫ ҫилӗпе аркатнӑ чухнехи пек сехӗрленчӗҫ.
Пс 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.