Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫре (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ыран ӗҫре пулмалла», — терӗ.

"Завтра быть на работе", - сказал.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Паллах, ӗҫре чӑрмавсемсӗр пулмасть, анчах хӑйсен ӗҫне чунпа парӑннӑ ҫынсем йывӑр тесе алӑ усса лармаҫҫӗ, мал ӗмӗтпе пурӑнаҫҫӗ.

Конечно, дело без помех не бывает, но преданные душой к своему делу люди не сидят сложа руки, живут с думами о будущем.

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Тӑван чӗлхе — чун юрри, ҫавӑнпа кирек мӗнле ӗҫре те тӑван чӗлхепе пурӑнтӑн-тӑк — тухӑҫлӑхӗ пысӑкрах.

Родной язык — песня души, поэтому если в любой работе жил с родным языком — больше производительности.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Алли ялан ӗҫре е шыравра.

Рука всегда в работе или поиске.

Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Аслисем ӗҫре чухне ача вӑхӑта мӗнле ирттересси ҫинчен чылай ҫемьере малтанах шухӑшлама тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

А.С.Пушкин произведенийӗсене куҫарас ӗҫре чи тухӑҫлӑ ӗҫлекенсенчен пӗри — К.В.Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ тата Болгари халӑх премийӗн лауреачӗ, чӑваш халӑх поэчӗ П.П.Хусанкай.

В числе самых плодотворно работавших в переводе произведений А.С.Пушкина - лауреат премий имени К.В.Иванова, Михаила Сеспеля и народной премии Болгарии, чувашский народный поэт П.П.Хузангай.

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

— Ҫак ӗҫре шкул директорӗ Альберт Петрович Кондратьев ӑнӑҫлӑ йӗркелесе пыни, учительсен хастарлӑхӗ, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗн пултарулӑхӗ тапса тӑни сисӗнчӗ, — кӑмӑллӑн аса илчӗ иртнӗ уява Вера Петровна.

- В этом деле чувствовалось умелое руководство директора школы Альберта Петровича Кондратьева, предприимчивость учителей, активность детей и родителей, - с удовольствием вспомнила о прошедшем мероприятии Вера Петровна.

Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Мӗнле кӑна ӗҫре хама тӗрӗслемерӗм пуль?

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Анчах ку ӗҫре кадрсен ыйтӑвӗ ҫивӗч.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ҫак ӗҫре ытларах пенсионерсемпе шкул ачисем тӑрӑшулӑх кӑтартрӗҫ.

В этой работе большое старание показали пенсионеры и школьники.

Эмел курӑкӗсем пухар-и? // Зоя НИКИФОРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Ӗҫре, пурнӑҫра общество, патшалӑх интересне мала хурасчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

- Эсир пур ӗҫре те тӳрӗ кӑмӑлпа, тӑрӑшнӑ, наградӑсем те пур пулӗ?

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Санитарипе экологи уйӑхлӑхне хутшӑнса тавралӑха тирпей-илем кӳрес ӗҫре кашнинех хӑйӗн тӳпине хывма май пур.

Куҫарса пулӑш

Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ҫак пархатарлӑ ӗҫре мал ӗмӗтлӗ почтальонӑн тӳпи питӗ пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Энтриялӗнчи хастар почтальон // З.РАЗУМОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ҫӗнӗ ӗҫре те вӑл хӑйне ырӑ енчен кӑтартма ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ку ӗҫре ырӑ туртӑмсем пуррине пӑхмасӑр, ҫул-йӗрсен тӑрӑмӗ паян, пӗтӗмӗшле илес пулсан, лайӑх шайрах мар.

Надо признать, что, несмотря на позитивную тенденцию, состояние дорог сегодня в целом оставляет желать лучшего.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Хамӑн ҫырусенче эпӗ ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсемпе усӑ курас ӗҫре йӗрке туса ҫитерме кирлине, тӳрӗ мар кӑмӑллӑ харпӑрлӑхҫӑсемпе арендаторсенчен хӑтӑлмаллине, ҫӗрпе саккунсӑр тата ултавлӑ майпа усӑ курма тата унпа спекуляци тума ирӗк памалла маррине пӗр хут кӑна мар палӑртнӑччӗ.

В своих посланиях я уже неоднократно говорил о том, что нужно навести порядок в использовании земель сельхозназначения, избавиться от недобросовестных собственников и арендаторов, не допускать незаконных махинаций и спекуляций с землей.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Вӑл электротехника кластерӗн предприятийӗсене тата ытти отрасль предприятийӗсене хӑйсен таварне тӗрӗслев ирттернипе тата сертификациленипе пулакан тӑкакӗсене чакарма кӑна мар, ҫавӑн пекех Раҫҫей энергетикин наци стандарчӗсене йӗркелес ӗҫре те хӑйсен позицийӗсене вӑйлатма май парать.

Он позволит предприятиям электротехнического кластера и других отраслей не только снизить расходы на проведение испытаний и сертификации своей продукции, но и усилить свои позиции в процессе формирования национальных стандартов в энергетической системе России.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Унсӑр пуҫне ҫакӑ эпӗ маларах асӑнса хӑварнӑ ҫивӗч ыйтӑва – ҫул ҫитмен ҫамрӑксем преступлени тӑвассине чакарассине – татса парас ӗҫре пулӑшать.

Кроме того, это поможет и в решении проблемы, о которой я говорил ранее, - подростковой преступности

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Эпӗ вӗрентекенсене – чӑн-чӑн ӗҫченсене, професси ӑстаҫисене – тав тӑватӑп тата республика Правительствине хӑйсен пӗлӗвӗпе ӑсталӑхне тӑтӑшах ӳстерсе пыракан, ачасене пӗлӳ парас тата вӗсене тӗрлӗ енлӗн аталантарас ӗҫре чунне парса тӑрӑшакан вӗрентекенсене пулӑшмаллине тата хавхалантармаллине шута илме ыйтатӑп.

Я выражаю благодарность педагогам - настоящим труженикам, профессионалам своего дела - и обращаю внимание Правительства республики на необходимость поддержки и поощрения учителей, которые вкладывают в образование и развитие детей свое мастерство и душу.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех