Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫре (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унсӑр пуҫне ҫакӑ эпӗ маларах асӑнса хӑварнӑ ҫивӗч ыйтӑва – ҫул ҫитмен ҫамрӑксем преступлени тӑвассине чакарассине – татса парас ӗҫре пулӑшать.

Кроме того, это поможет и в решении проблемы, о которой я говорил ранее, - подростковой преступности

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Эпӗ вӗрентекенсене – чӑн-чӑн ӗҫченсене, професси ӑстаҫисене – тав тӑватӑп тата республика Правительствине хӑйсен пӗлӗвӗпе ӑсталӑхне тӑтӑшах ӳстерсе пыракан, ачасене пӗлӳ парас тата вӗсене тӗрлӗ енлӗн аталантарас ӗҫре чунне парса тӑрӑшакан вӗрентекенсене пулӑшмаллине тата хавхалантармаллине шута илме ыйтатӑп.

Я выражаю благодарность педагогам - настоящим труженикам, профессионалам своего дела - и обращаю внимание Правительства республики на необходимость поддержки и поощрения учителей, которые вкладывают в образование и развитие детей свое мастерство и душу.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ку ӗҫре Елена Салминапа Петр Николаевӑн тӳпи пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Вӑл ҫак ӗҫре «Единая Россия» вӑхӑтра хутшӑнса йӗрке тунине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Алена Аршинова: "Экзаменччен кӑшт маларах кӳртӗм тӗрӗслевне улӑштарни килӗшӳллӗ мар" // Авангард. «Авангард», 2016.05.06

Паллах, ку ӗҫре сумлӑ сасӑ кӑна ҫителӗксӗр, кашни кунах вӗренсе, пултарулӑха туптаса пымалла.

Ясно, что в этом деле недостаточен приятный голос, каждый день нужно учиться, ковать мастерство.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Михаил Игнатьев республикӑра ача-пӑча канӑвне йӗркелес ӗҫре тимлӗхе ӳстернине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Йывӑр ӗҫре пӗр арҫын ачана тӑм тивнине аса илсе каласа кӑтартнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Канура та, ӗҫре те яланах пӗрле.

И на отдыхе, и на работе всегда вместе.

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Шарыпкӑра пурӑнакансем иккӗмӗш кунхине те кирлӗ те усӑллӑ ӗҫре пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тирпей-илемшӗн тӑрӑшрӗҫ // Роза ГАВРИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.04.22

Вӗсем виҫӗ ушкӑна пайланса ҫӑмха йӑтса чупнӑ, скакалкӑпа сикнӗ, мечӗке баскетбол карҫинккине кӗрессипе тупӑшнӑ, обруч ҫавӑрттарнӑ, хӑйсен ҫаврӑнӑҫулӑхне кӑтартнӑ, ӗҫре те маттур, спортра та сатур пулнине ҫирӗплетсе панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫавӑнпа пӗрлех вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен специалисчӗсене чунне парса ӗҫленӗшӗн тав тунӑ, ӗҫре палӑрнисене Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ӗҫре палӑрнисене район администрацийӗн Хисеп грамотисемпе чысларӗ Владимир Алексеевич.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Ӗҫ ветеранне, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре 40 ҫул вӑй хунӑ Гульсиня Галимовӑна Чӑваш Ен гербне ӳкернӗ асӑнмалӑх сехет парнелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Хӑнасемпе ветерансем, хальхи вӑхӑтра ҫак канӑҫсӑр ӗҫре тӑрӑшакансем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, шкул ачисем чи малтанах «Елчӗкри пушар чаҫне – 55 ҫул» фильмпа паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен уявӗнче // В.СМИРНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ҫакӑ, паллах, пирӗн ӗҫре пысӑк пулӑшу.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ҫемьери тӑнӑҫлӑх, чи ҫывӑх ҫынсен хисепӗпе юратӑвӗ те, паллах, Ольга Крыловӑна пур ӗҫре те пуҫаруллӑ пулма хистет.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Чуна ҫывӑх ӗҫре нумай ҫул тата туслӑ коллективра тӑрӑшма шӑпа пӳрни, ӗҫтешсен хисепне ҫӗнсе илме пултарни - чӑн-чӑн телей.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Михаил Васильевич ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура пусӑмласах ҫапла палӑртнӑ: «Хамӑн ҫырусенче эпӗ ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсемпе усӑ курас ӗҫре йӗрке туса ҫитермеллине, тӳрӗ мар кӑмӑллӑ харпӑрлӑхҫӑсемпе арендаторсенчен хӑтӑлмаллине, ҫӗрпе саккунсӑр тата ултавлӑ майпа усӑ курма тата унпа спекуляци тума ирӗк памалла маррине пӗр хут кӑна мар палӑртнӑччӗ. Ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсемпе мӗнле усӑ курнине муниципалитет енчен ҫӗр тӗрӗслевне тухӑҫлӑ йӗркелени ку тӗлӗшпе тумалли пӗрремӗш утӑм тесе шухӑшлатӑп. Ҫӗрпе ҫыхӑннӑ информаци уҫӑ тата уҫӑмлӑ пулмалла».

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗр лаптӑкӗ усӑ кӳтӗр // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Ӗҫ ветеранне, выльӑх ӗрчетес ӗҫре 40 ҫул вӑй хунӑ Гульсина Галимовӑна республика Пуҫлӑхӗ Чӑваш Ен гербне ӳкернӗ асӑнмалӑх сехет парнелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗксем тырпул тухӑҫне ӳстересшӗн // А.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

9. Чурасене хӑйсен хуҫисене пӑхӑнса тӑма, вӗсене пур ӗҫре те юраса пурӑнма ӳкӗтле, вӗсем хирӗҫ ан тавлашчӑр, 10. ан вӑрлаччӑр, пур тӗлӗшпе те шанчӑклӑ пулччӑр; Ҫӑлакан Туррӑмӑр вӗрентнине вӗсем кирек хӑҫан та илем кӳрсе тӑччӑр.

9. Рабов увещевай повиноваться своим господам, угождать им во всем, не прекословить, 10. не красть, но оказывать всю добрую верность, дабы они во всем были украшением учению Спасителя нашего, Бога.

Тит 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех