Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлетӗп (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ара, 40 ҫула яхӑн педагогра ӗҫлетӗп — пӗр ачан кӑмӑлне тупаймастӑп-ҫке!

Ведь проработав в школе 40 лет, не могла найти подход к одному мальчику.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Пӗрремӗшӗнчен, эпӗ унта пултарулӑхпа ӗҫлетӗп: компьютерпа сӑвӑсем наборлатӑп, малтанхи произведенисене пичете хатӗрлетӗп.

Куҫарса пулӑш

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

«Эпӗ тӳлевсӗр ӗҫлетӗп» тени те чылайӑшне тӗлӗнтерет.

Удивляет людей то, когда я говорю "работаю бесплатно".

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Эпӗ Юрий Жуков, Анатолий Печников, Андрей Галкин, Владимир Иванов композиторсемпе ӗҫлетӗп.

Я работал с композиторами Юрием Жуковым, Анатолием Печниковым, Андреем Галкиным, Владимиром Ивановым.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

«Кунта эпӗ ир пуҫласа каҫчен ӗҫлетӗп, вӑл тинӗс хӗрринче юрату сӑввисем ҫырса выртать», — тарӑхса кайнӑ арӑм, ҫырӑва вуласанах ҫурса тӑкнӑ.

"Я здесь с утра до вечера работаю, а он на берегу моря стихи о любви пописывает", — рассердилась жена, и порвала мое письмо.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

— Эпӗ стилист-визажистра ӗҫлетӗп.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Вырӑнти йӗлтӗр базинче 20 ҫула яхӑн ӗҫлетӗп.

Куҫарса пулӑш

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

29. Эпӗ ҫавӑншӑн ӗҫлетӗп те, хама пулӑшса тӑракан Христос хӑвачӗпе ҫавӑншӑн тӑрӑшатӑп та.

29. для чего я и тружусь и подвизаюсь силою Его, действующею во мне могущественно.

Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Христосшӑн ӗҫлекенсем-и? Ӑссӑрланса калатӑп: эпӗ Христосшӑн ытларах ӗҫлетӗп.

23. Христовы служители? В безумии говорю: я больше.

2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Анчах та ҫакна сана пӗр пытармасӑр каласа паратӑп: саккунра тата пророксен кӗнекисенче ҫырнине пурне те ӗненсе, эпӗ вӗсем суя вӗрентӳ вырӑнне хуракан Ҫул ҫинче чӑнах та хамӑр аттемӗрсенӗн Турришӗн ӗҫлетӗп, 15. вилнӗ ҫынсем — сӑваплисем те, сӑвапсӑррисем те — чӗрӗлсе тӑрӗҫ тесе, Турра шанса тӑратӑп, ҫавна вӗсем хӑйсем те кӗтсе тӑраҫҫӗ.

14. Но в том признаюсь тебе, что по учению, которое они называют ересью, я действительно служу Богу отцов моих, веруя всему, написанному в законе и пророках, 15. имея надежду на Бога, что будет воскресение мертвых, праведных и неправедных, чего и сами они ожидают.

Ап ӗҫс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Кунта, ҫӗнӗ должноҫре ҫулталӑк ӗҫлетӗп, тӗллев кӑштах урӑхларах, следователӗннипе танлаштарсан лӑпкӑрах темелле-тӗр.

Здесь, на новой должности работаю год, цели здесь немного другие, можно сказать, работа, спокойнее, чем следственная .

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Бензопӑчкӑпа ӗҫлетӗп, лашапа ҫӳретӗп.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех