Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлетӗп (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӗрӗх пилӗк ҫул виноград лартса тӑвас тӗлӗшпе ӗҫлетӗп, — терӗ вӑл, ҫакӑншӑн хӑйне каҫарма ыйтнӑ пек.

— Сорок пять лет займаюсь виноградом, — сказал он, как бы прося извинить его за это.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Позёр эсӗ, анчах пуҫу сан уҫӑ, ҫавӑнпа та санпа пӗрле ӗҫлетӗп эпӗ.

Позер, но голова у тебя свежая, и я с тобой буду работать.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Эпӗ ун тӑванӗн ывӑлӗ, тӑлӑха юлнӑскер, тӗрлӗ опытсем тунӑ чухне унӑн тӗп помощникӗ пулса ӗҫлетӗп.

В качестве племянника и сироты я стал главным помощником профессора в его научных опытах.

I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Эсир мана таҫта ярсан та — тӑратӑп, таврӑнатап, яланах, пурнӑҫ тӑршшӗпех ӗҫлетӗп.

Куда вы ни пошлете меня — убегу, ворочусь, буду работать всегда, всю жизнь.

XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Эпӗ кунтан пӗр ҫичӗ ҫухрӑмра улпут майри патӗнче ӗҫлетӗп, столяр ӗҫӗпе.

Я тут верстах в семи у барыни одной работаю, по столярному делу.

XVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

— Пӗр ҫакӑнпа кӑна ӗҫлетӗп халӗ.

— Только этим сейчас и занят.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Эпӗ эрне ӗҫлетӗп, уйӑх больницӑра выртатӑп.

Я неделю работаю, месяц лежу в больнице.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Эпӗ районта вӑтӑр ҫул ӗҫлетӗп, МТС-ра — иккӗмӗш ҫул.

— Я работаю в районе тридцать лет и второй год работаю на МТС.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Звеносемсӗр пулсан, эпӗ интереспе ӗҫлетӗп: ҫӗр нумай, ҫынсем нумай, ҫынсене ӗҫ хушма ирӗк.

Мне тогда интерес работать, когда земли много, людей много, распоряжаться свободно.

4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Эпӗ заведующи пулса ӗҫлетӗп.

— Я заведующей работаю.

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ӗҫлессе те малтанхи пек мар, ҫине тӑрарах ӗҫлетӗп, вӑй та хамра малтанхинчен ытларах пуррине туятӑп, анчах йывӑррӑнтарах сывлатӑп.

Упорства и сил в себе чувствую больше, а дышу тяжелей.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Эпӗ хам МТС-ра ӗҫлетӗп, анчах кунта ҫынсем ниепле те ӗҫе йӗркелесе яраймаҫҫӗ, — ответлерӗ Степан.

Я сам-то в МТС работаю, а здесь люди никак дело не наладят, — ответил Степан.

1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Эпӗ, — тенӗ старик, — заводра ҫамрӑк ҫын-ха, — мӗн пурӗ те вунпилӗк ҫул ытларах ҫеҫ ӗҫлетӗп.

— Я, — говорил старик, — на заводе новичок, — всего лет пятнадцать с лишним работаю.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

— Ҫирӗм пилӗк ҫул ӗҫлетӗп эпӗ училищӗре, — тенӗ Костров.

— Двадцать пять лет, — сказал Костров, — я служу в училище.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Вӑтӑр пилӗк ҫул хушши ҫак ҫӗршывра эпӗ турӑшӑн ӗҫлетӗп, манӑн кунти япаласен чӑн вырӑнӗсене пӗлмешкӗн вӑхӑт.

Я тридцать пять лет служу богу в этом крае, и мне пора знать истинное положение вещей.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Вӑтӑр тӑхӑр ҫул ӗҫлетӗп ҫакӑнта, алла виҫӗ ҫул ҫӗр ҫинче пурӑнатӑп.

Тридцать девять лет работаю здесь, пятьдесят три года на земле живу.

XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Анчах эпӗ пуринчен ытларах Библипе ӗҫлетӗп, унтан мӗн илмелли пур, кӗнеки хулӑн, хысна кӗнеки, синод пичетленӗ, ӗненме пулать!

Но я больше Библией действую, там есть что взять, книга толстая, казенная, синод печатал, верить можно!

XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Хӑвах куратӑн, хушнӑ та — ӗҫлетӗп.

Приказали — работаю, как видишь.

Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Эпӗ, хӑвӑрах пӗлетӗр, историпе, философи енӗпе ӗҫлетӗп.

Я, вы знаете, занимаюсь историей, философией.

VII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ӗҫлетӗп хӗрсех.

Я работаю.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех