Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗненместӗп (тĕпĕ: ӗнен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӳкерчӗкне ӗненместӗп, хӑйне кӑтарт.

Покажи ее живую, фотографиям не верю.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Крыма тӑшман аллине парассине ӗненместӗп, ҫапах та хатӗрленсе тӑрасах пулать.

Не верим, что отдадим Крым в руки врага, но надо быть готовым ко всему.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

— Эпӗ ӑна ӗненместӗп, ҫук…

— Я в это не верю, нет…

LХХХIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Генри Пойндекстерпе ҫак яшӑ вӑрҫса кайни ҫинчен калас-тӑк, — тенӗ татах Зеб, регуляторсен пуҫлӑхӗ ҫинелле пӑхса, — эпӗ ӑна ӗненместӗп.

Что же касается ссоры между Генри Пойндекстером и этим парнем, — продолжал Зеб, обращаясь к главе регуляторов, — я в нее не верю.

LXV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

«Ҫук, хам курмасӑр ӗненместӗп, кӗрсе кӑтарт-ха», — тет тилли кашкӑра.

Тогда лисица говорит: — Не поверю, пока не увижу. Покажи, как ты лазил.

Кашкӑрпа ҫын // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хам куҫсене хам ӗненместӗп

Не верю глазам своим…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫук, ӗненместӗп.

Нет, не верю.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хуть те выртса ҫӗр ҫырт, тупа ту — ӗненместӗп.

Нет, не верю никому, хоть поклянись!

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫук, ӗненместӗп!

Куҫарса пулӑш

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӑхатӑп та — хам куҫа хам ӗненместӗп.

Гляжу — глазам не верю.

Карпеи // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Эпӗ турра ӗненместӗп, анчах мӗнле те пулин шуйттан пур-пурах, тет.

Я, каже, в бога не верую, но який-нибудь черт обязательно есть.

5 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Туршӑн та, ӗненместӗп.

Ей-богу же, не верю.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Ӗненместӗп.

Не верю.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Ҫук, эп вӗсене ӗненместӗп.

Но я никому не поверю:

Пӗр класрисем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Халь ӗнтӗ эпӗ вӑл каланӑ сӑмахсене пӗрне те ӗненместӗп.

Я ей теперь ни в чем не верю.

Аслипе кӗҫӗнни // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Эпӗ хамӑн куҫӑм курнине те ӗненместӗп; анчах ҫан-ҫурӑма пӗҫерсе хӗртекен сывлӑш ҫакна ирӗксӗрех ӗнентерчӗ.

Я не хотел верить своим глазам; но мое тело, обласканное солнцем, исключало всякое сомнение.

XLIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

«Ҫирӗппӗн калас пулсан, — ҫырса хунӑ вӑл Ельня патӗнче 1941 ҫулхи ҫу кунӗсенче, — этем хӑйӗн ӳт-пӗвӗ ыратнипе ҫеҫ асапланнине ӗненместӗп, ун пек асаплану ҫук.

«Строго говоря, — писал он под Ельней летом 1941 года, — не существует страданий физических.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ӗненместӗп эпӗ тарма май пуласса…

Не верю я, что можно это — убежать!

XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Хам эпӗ турра ӗненместӗп те-ха…

Хоть я не верю в бога…

XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

— Анчах та ун пек тума май килессе ӗненместӗп эпӗ…

— Только не верю я, что можно это…

XI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех