Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: LХХХIV сыпӑк

Пай: Пуҫсӑр юланут

Автор: Феодосия Ишетер

Ҫӑлкуҫ: Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ҫул: 1949; Хушнӑ: 2021.01.19 16:20

Пуплевӗш: 185; Сӑмах: 1459

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пит юратакан аппӑш ывӑлӗ

«Ӑна ыран, ыран суд тӑваҫҫӗ, турра тав! Ҫав ылханлӑ выльӑха унччен кам та пулин тытасса ӗненмелле мар пек. Ун пек пулма пултарас та ҫук. Урӑх вара манӑн нимрен те шикленмелле мар. Унсӑр пуҫне каласа ӗнентерме хӑтланччӑрах! Тӗлӗнмелле, ҫав Ирландири чее суд ӑсти кунта мӗн тума килнӗ-ши? Тата иккӗмӗш юрисчӗ те? Интересно, кам ӑна кунта янӑ-ши тата мӗн тума-ши? Ӑна лайӑх тӳленӗ пулӗ… Ылхан ҫиттӗр вӗсене! Эпӗ пурӗпӗрех хӑрамастӑп. Джеральд ҫав преступление тунӑ тенисӗр пуҫне, вӗсем мӗн шутласа кӑларма пултарӗҫ? Айӑпа кӑтартакан япаласем пурте ӑна хирӗҫ… Пӗр 3еб Стумп ҫеҫ мана пӑшӑрхантарать. Питӗ шикленмелле ҫӗлен! Ӑна ниҫта та шыраса тупаймаҫҫӗ. Интересно, ӑҫта ҫухалса ҫӳрет-ши вӑл? Сунарта, теҫҫӗ. Тем ун пек мар пек туйӑнать. Вӑл ҫавна тытма кайнӑ пулсан? Сасартӑк ӑна тытсан?… Эпӗ хам тепре хӑтланса пӑхӑттӑм, анчах халь ӗнтӗ кая. Ыран каҫпа ӗҫ йӑлтах пӗтет. Кайран паллӑ пулса тӑрсассӑн, мӗн тумалла? Ҫӑва патне, ун ҫинчен шухӑшлас мар. Халь ҫеҫ пурте йӗркеллӗ пулни кирлӗ. Пӗрине ҫакса вӗлерсен, никамӑн та тепӗр ҫынна айӑпласси килес ҫук пулӗ тетӗп. Регуляторсем тӗлӗшӗнчен манӑн пурте чиперех. Сэм Мэнли хӑй те ҫителӗклех ӗненсе ҫитнӗ пек туйӑнать. Ҫав ҫӗрлехине эпӗ хам мӗн илтнине каласа кӑтартсан, вӑл иккӗленнисем сирӗлсе кайрӗҫ. Ылханмалла!.. Анчах вӑл ӗнтӗ иртнӗ ӗҫ. Луиза свиданире пулнӑ, ҫавӑнпа килӗшес пулать ӗнтӗ. Анчах урӑх ӗнтӗ вӑл ӑна нихӑҫан та тӗл пулас ҫук, ку та тӗрӗс, леш тӗнчере ҫеҫ тӗл пулма пултарӗ. Ку унтан хӑйӗнченех килӗ ӗнтӗ… Вӗсем хушшинче мӗн те пулин пулнӑ пулӗ теместӗп эпӗ. Хӑй темскер тискерле хӑтланкаласан та, Луиза ун пек йышшискер мар. Вӑл тав тӑвас тенӗ ҫеҫ пулӗ, тен. Ҫук, ҫук. Тав тӑвасшӑнах ҫӗрле вырӑн ҫинчен тӑрса, сада, ҫын ҫук ҫӗре калаҫма тухмаҫҫӗ! Вӑл ӑна юратать, вӑл ӑна юратать! Юраттӑрах. Джеральд нихӑҫан та унӑн пулас ҫук. Татах турткаланса тӑрать пулсан, Луиза нихӑҫан та ӑна курас ҫук. Вӑл пӗр сӑмах ҫеҫ калатӑр, Джеральд мӑйне ункӑ туртӑнса та ларӗ. Вӑл тепре хирӗҫ калатӑр ҫеҫ, эпӗ вӗсене хам влаҫа кӑтартӑп. Ҫав ирландецпа авантюра та пӗтсе ларӗ, тата ун кун-ҫулӗ пӗтнӗшӗн Луиза хӑй айӑплӑ пулӗ. Вӑл ӑна ҫухатӗ, тата плантацисене, ҫуртне, негрсене — ыттине те пӗтӗмпех ҫухатӗ.

Ҫавӑн пек шухӑшланӑ Кольхаун хӑй пӳлӗмӗнче.

* * *

— Э-э, Вудли кукка! Эпӗ сире курасшӑнччӗ. Хуйхӑ пусса илнӗскер, плантатор ним чӗнмесӗр Каса-дель-Корво коридорӗсем тӑрӑх уткаласа ҫӳренӗ. Ӑраснах ним те шухӑшламасӑр, ӑнсӑртран вӑл хӑй аппӑшӗ ывӑлӗн пӳлӗмне пырса кӗнӗ.

— Эсӗ мана курасшӑнччӗ-и, Кассий?

Пӗтӗмпех хуйхӑ ҫапса хуҫнӑ старикӗн сассинче темле йӑвашлӑх палӑрнӑ. Хӑй умӗнче икҫӗр чура чӗтресе, хӑраса тӑнӑ мӑнкӑмӑллӑ Пойндекстер халӗ хӑйне хушса тӑма пултаракан умӗнче тӑнӑ. Чӑнах та, ҫав власть ун аппӑшӗн ывӑлӗ аллинче пулнӑ, анчах ку уншӑн ҫӑмӑл пулман.

— Эпӗ сирӗнпе Лу пирки калаҫасшӑнччӗ, — тесе ответленӗ Кольхаун.

Вудли Пойндекстер лӑп ӗнтӗ ҫав темӑпа калаҫасран пур майпа та пӑрӑнма тӑрӑшнӑ. Вӑл ӑна сӳтсе явма мар, ун ҫинчен шухӑшлама та хӑранӑ.

Кольхаун ҫав сӑмаха мӗнле тапратнинченех ыррине кӗтме пулман. Унта ахаль ыйтни мар, ҫине тӑрсах ыйтни ытларах палӑрнӑ.

— Лу пирки? Мӗн калаҫасшӑн вара? — ним те пӑшӑрханман пек пулса ыйтнӑ Вудли.

— Ҫапла… — тенӗ Кольхаун пӑртак иккӗленсе, сӑмахне калама хӑяйман пек. — Эпӗ… Эпӗ каласшӑнччӗ…

— Манӑн халлӗхе ун ҫинчен калаҫас килместчӗ, — тенӗ плантатор, малалла мӗн калассине кӗтсе тӑмасӑр.

Вӑл ҫавна тархасланӑ сасӑпа тенӗ пек каланӑ. Хирӗҫле каланине килӗштермесӗр, Кольхаун ӗнтӗ хӑюллӑн ыйтнӑ:
— Мӗншӗн вара, кукка? — тенӗ.

— Мӗншӗнне эсӗ хӑвах пӗлетӗн!

— Эпӗ ӑнланатӑп, вӑхӑчӗ йывӑр. Телейсӗр Генри ҫухалчӗ, шутлаҫҫӗ вӑл… Юлашкинчен вӑл тавӑрӑнма пултарать, вара пурте чиперех пӳлӗ.

— Нихӑҫан та тавӑрӑнас ҫук! Эпир нихӑҫан та урӑх ӑна чӗррине те, виллине те курас ҫук. Манӑн ӗнтӗ ывӑл ҫук!

— Анчах сирӗн хӗр пур, вӑл…

— Вӑл ман ята ҫӗртрӗ!

— Эпӗ ӑна ӗненместӗп, ҫук…

— Апла мар пулсан, эпӗ хам мӗн курни-илтнине урӑхла мӗнле ӑнлантарма пулать вара? Мӗн пирки вӑл ҫирӗм миля таран кайса, ҫав ҫын хӳшшине кайса кӗме пултарнӑ-ха? Ой, турӑҫӑм! Мӗншӗн тата вӑл ман ывӑла вӗлернӗ ҫынна, хӑй шӑлнӗне вӗлернӗ ҫынна, мустангера хӳтӗлеме тӑчӗ? Ой, турӑҫӑм!

— Кашни хӗрарӑмах ҫавӑн пек тӑватчӗ ӗнтӗ.

— Ой, эсӗ мӗн каланине эпӗ ӗненме пултарнӑ пулсан! Мӗскӗн хӗрӗм! Халь ман ывӑл ҫук чухне вӑл маншӑн тата хаклӑрах.

— Унтан ҫеҫ килет сирӗн пата ывӑл… сирӗншӗн ӗнтӗ ҫывӑх ҫынна илсе килесси, вӑл ҫын пӗтнӗ ҫын вырӑнне пулма пур майпа та тӑрӑшӗ. Эпӗ пӗлмелле мар, юптарса каласшӑн мар, Вудли кукка. Эпӗ мӗн ҫинчен шухӑшланине эсир пӗлетӗр. Лу манӑн пултӑр тесе каласшӑн эпӗ.

Ҫакна илтсен, плантатор тӗлӗннине пӗртте палӑртман: вӑл ҫавна кӗтнӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл пушшех салхуланса кайнӑ.

Ку тӗлӗнмелле пек туйӑнма пултарнӑ. Юлашки вӑхӑтчен Пойндекстер хӗрне ҫав ҫынпа мӑшӑрлантарасшӑн пулнӑ, темиҫе хутчен те, пит те сыхланса ӗнтӗ, хӑй хӗрне ҫавӑрма хӑтланнӑ.

Техаса куҫса киличчен Пойндекстер хӑй аппӑшӗн ывӑлне лайӑх пӗлмен. Кольхаун пӗве ҫитсе, Миссисипи штатӗнчи гражданин пулса тӑнӑранпа вӑхӑта ытларах Новый Орлеанта, чарусӑр савӑнӑҫ хулинче пурӑнса ирттернӗ. Вудли Пойндекстер ӑна ӑнсӑртран Луизианӑри плантацисене киле киле кайнӑ чухне ҫеҫ куркаланӑ. Анчах, Луиза ачаран илемлӗ хӗр пулса тӑрсан, Кольхаун вӗсем патне час-часах пырса, нумайрах хӑна пулма тӑрӑшнӑ.

Унтан Кассий Мексикӑри похода кайнӑ, унта вунӑ уйӑха яхӑн пулнӑ та капитан чинӗ илнӗ. Ҫарти паттӑр ӗҫсем хыҫҫӑн вӑл, креолкӑн чӗрине ҫавӑрса илесех тесе, хӑй ҫуралнӑ ҫӗршыва тавӑрӑннӑ.

Ҫавӑнтанпа вара Кольхаун хӑй куккӑшӗн килӗнчен кайманпа пӗрех теме пулать. Ҫамрӑк хӗр ӑна питех юратман пулин те, ун ашшӗшӗн вара вӑл ырӑ хӑна пулнӑ.

Ӗлӗк пуян ҫын пулнӑ плантатор юлашки ҫулсенче хӑвӑрт чухӑнланса пынӑ. Укҫана ним хӗрхенмесӗр салатса пурӑннипе вӑл ҫука юлса пынӑ. Аппӑш ывӑлӗн укҫине пула Вудли Пойндекстерӗн ӗҫӗсем каллех юсанса кайнӑ. Хӑй ҫуралнӑ ҫӗршывра Пойндекстере кӳршисем халь те хисеплесе пурӑннӑ. Укҫа тӗлӗшӗнчен вӑл хӑй аппӑшӗн ывӑлне пӑхӑнса тӑнине пӗлекенсем унта пит сахал пулнӑ. Техаса куҫса килсен ҫеҫ ҫавӑн пек пӑхӑнса тӑни плантаторшӑн хӗнтерех туйӑнма пуҫланӑ. Парӑнман Луизӑн чӗрине капитан темиҫе хутчен те ҫавӑрма хӑтланни ӑнӑҫсӑр пулсан, Пойндекстерпе ун тӑванӗн ывӑлӗ хушшинче ӗҫсем тата пӑсӑлсарах кайнӑ.

«Халӗ плантатор хӑй тӑванӗн ывӑлӗн характерне ҫывӑхрах пӗлме пултарнӑ. Каса-дель-Корвӑна килнӗренпе кашни кунах вӑл ӑна лайӑх мартарах туйӑнса пынӑ. Кольхаун мустангерпа харкашса кайни тата ҫав харкашу мӗнле вӗҫленни ватӑ Пойндекстер хӑй аппӑшӗн ывӑлне хисеплессине ӳстерме пултарайман, вӑл хӑй хурӑнташ пек пулса, Кольхаун майлӑ тӑнӑ пулсассӑн та.

— Эсӗ мӗн каланине тӗрӗс ӑнланатӑп пулсассӑн, Кассий, эсӗ туй ҫинчен калатӑн. Килте хуйӑх пулнӑ чух ун ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт мар. Сеттльментре ун ҫинчен пӗлсессӗн, аван мар пулӗ.

— Эсир йӑвӑнатӑр кукка. Эпӗ авланасси ҫинчен шухӑшламастӑп. Ҫитес вӑхӑтри ҫинчен каласшӑн. Манӑн пӑртак ҫеҫ шанса тӑрас килетчӗ, эпӗ вырӑнларах вӑхӑт ҫитиччен кӗтме килӗшетӗп.

— Эсӗ мӗн каланине эпӗ ӑнланмастӑп, Кассий.

— Эпӗ сире йӑлтах ӑнлантарса парӑп. Итлер-ха эпӗ каланине.

— Кала.

— Эпӗ ҫакна каласшӑнччӗ. Эпӗ авланас терӗм. Эсир пӗлетӗр: эпӗ ӗнтӗ часах вӑтӑр ҫула ҫитетӗп. Ун пек чухне ҫынна тӗнче тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳресе йӑлӑхтарать. Эпӗ ҫавӑн пек ҫӳресе шуйттан пекех ывӑнса ҫитрӗм те урӑх мӑшӑрсӑр пурӑнма шутламастӑп. Луиза манӑн арӑм пултӑрччӗ тетӗп эпӗ. Унта васкама кирлӗ мар. Манӑн унтан сӑмах анчах илес килет. Паллӑ марри нимскер те ан юлтӑр тесе, ҫав сӑмаха унӑн алӑ пусса памалла тата пичет пустарса ӗнентермелле. Ҫухалнӑ шӑллӑмшӑн хуйхӑрни пусӑрӑнсан, ун чухне туй ҫинчен тата ытти ҫавӑн пек япаласем ҫинчен калаҫмашкӑн та вӑхӑчӗ ҫитӗ вара.

Ҫав «ӗҫле» сӑмахпа пӗрле «шӑллӑмӗ тенӗ сӑмаха асӑнни Генрин ватӑ ашшӗне тӗлӗнтерсе, лайӑх мар пек туйӑнса кайнӑ. Вудли Пойндекстерӗн мӑнкӑмӑллӑхӗ каллех чӗрӗлнӗ; вӑл пит тарӑхса кайнӑ.

Ҫапах та, ҫав кӑмӑл ҫавӑнтах пусӑрӑннӑ. Пӗр енчен вӑл плантацисене, чурасене, пуянлӑха тата обществӑри положенине, тепӗр енчен чухӑнлӑха аса илнӗ, чухӑнлӑхӗ уншӑн хӑй пӗтнӗ пекех туйӑннӑ. Анчах вӑл пурӗпӗр парӑнман.

Именнӗ пеклерех плантатор ответленӗ:

— Ман вара, Кассий, сан ҫинчен тӗрӗс калас пулать: хӑвна мӗн кирлине эсӗ ҫителӗклех уҫҫӑн ӑнлантарса патӑн. Анчах эпӗ хам хӗр сана ӑраснах кӑмӑлланине курман. Вӑл сан арӑм пултӑр тетӗн эсӗ. Ну, вӑл вара мӗн шутлать-ши? Ҫавна шута илме кирлӗ пек туйӑнать мана.

— Ку ытларах сирӗнтен килет пулӗ тетӗп эпӗ, кукка. Эсир — ашшӗ, ӑна ҫавӑрма пултаратӑр.

— Эпӗ ӑна шанмастӑп. Вӑл хӑйне ирӗксӗрленине пӑхӑнакан йышши мар. Эсӗ ҫавна, Кассий, ман пекех пит лайӑх пӗлсе тӑратӑн.

— Ну, мӗскер вара, эпӗ пӗр япалана анчах пӗлсе тӑратӑп: эпӗ хам авланса Луизӑна Каса-дель-Корво хуҫи арӑмӗ туса хурасшӑн.

Ҫавӑн пек чӑрсӑр сӑмаха илтсен, Вудли Пойндекстер пӗтӗмпех темле туртӑнса илчӗ. Вӑл ӗнтӗ Каса-дель-Корво хуҫи мар тесе ӑна пирвайхи хут каларӗҫ.

Каллех вӑл плантацисене, чурасене, пуянлӑха, обществӑри положение, тепӗр енчен мӗскӗн чухӑнлӑха аса илчӗ.

Вудли Пойндекстер вара лайӑх пурӑнӑҫшӑн хӑй хӗрӗн телейне шеллес мар терӗ: Луиза качча кайма килӗштӗр тесе, вӑл Кольхауна пулӑшма сӑмах пачӗ.

* * *

— Лу!

— Атте?

— Манӑн санран ыйтмалли пур.

— Мӗн апла, атте?

— Эсӗ пӗлетӗн-и: мӑнаккун ывӑлӗ Кассий сана юратать, сана качча илесшӗн.

— Анчах эпӗ ӑна качча каясшӑн мар. Ҫук, атте! Луччӗ вилес! Ытла та хӑйне хӑй шанса пурӑнакан юрӑхсӑр этем! Ку мӗне пӗлтернине эпӗ лайӑх пӗлетӗп. Ҫавӑн пек калама сана вӑл янӑ ӗнтӗ. Эппин ӑна хирӗҫ кала: эпӗ прерие тарса, тискер лашасем тытса пурӑнма хатӗр, ун арӑмӗ ҫеҫ пулас марччӗ. Тархасшӑн, ӑна ҫавӑн пек кала.

— Итле, хӗрӗм, эсӗ пӗлместӗн пулӗ…

— Мӑнаккан ывӑлӗ сан кредитор пулнине-и? Эпӗ ҫавна йӑлтах пӗлетӗп, хаклӑ атте. Анчах тата эпӗ ҫакна та пӗлетӗп: эсӗ — Вудли Пойндекстер, эпӗ — санӑн хӗр пулатӑп.

Плантатор хӑйӗн тивӗҫлӗхне аса илчӗ, мӑнкӑмӑллӑхӗ ҫиеле тухрӗ, вара вӑл ҫапла ответлерӗ:

— Манӑн савнӑ Луиза! Эсӗ аннӳ пекех-ҫке! Эпӗ сан пирки ахалех иккӗленсе тӑтӑм. Каҫар мана, лайӑх хӗрача. Иртнине манар. Чӗрӳ мӗнле калать, ҫавӑн пек ту. Эпӗ урӑх пӗр сӑмах та каламӑп!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех