Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗрсен (тĕпĕ: ӗмӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫук, питӗ аван мар хӑтланнӑ Ной, — тесе пӗтерчӗ Паганель, — ҫавӑнпа та ӑна ученӑйсем ӗмӗрсен вӗҫне тухичченех ылханӗҫ!

Нет, Ной вёл себя отвратительно, — закончил Паганель, — и до скончания веков учёные будут проклинать его!

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Енчен те ашшӗпе амӑшӗн иртнӗ ӗмӗрсен несӗлӗсенче Маюк пек хура сӑн-сӑпатлӑ ҫынсем пулнӑ, вӗсен юнӗ тӑхӑсем урлӑ каҫса ун патне ҫитнӗ пулсан, вӑл вӗт кӑлӑхах ашшӗне кӳрентерет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Аса илтеретпӗр, Николай Иванович Ашмарин — улӑп-тюрколог, чӑваш ӑс-хакӑлӗн тӗпчевҫи, ӑс-хал тивлечӗпе ҫунатланса, нимӗнле нушана парӑнмасӑр тӑрӑшнӑ профессор, ӗмӗрсен «нӳхрепӗнчен» туртса кӑларса хальхи (малаш) чӑваш чӗлхе пӗлӗвне никӗслекенӗ, СССР Наукӑсен академийӗн член-корреспонденчӗ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Унӑн ҫатӑртатса тухакан сассинче манӑҫа юлнӑ ӗмӗрсен, халь асаилӳсем пулса карчӑк чӗрине пуҫтарӑннӑ ӗмӗрсен, кӳленӗҫлӗ сасси илтӗннӗн туйӑнчӗ.

Ее скрипучий голос звучал так, как будто это роптали все забытые века, воплотившись в ее груди тенями воспоминаний.

I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Кунсемпе ҫӗрсем пӗр евӗрлӗ пурнӑҫа чӑрсӑр та сасартӑк улӑштармасӑр, лӑпкӑн иртеҫҫӗ пулин те, хӗлпе ҫу та, кӗрпе ҫур та пӗлтӗрхи пекех иртрӗҫ пулин те, Выборг Енче те, Пшеницына ҫуртӗнче, пурнӑҫ пурпӗрех чарӑнса лармарӗ, йӑлтах хӑй майӗпе улшӑнса пычӗ, анчах ҫав тери вӑраххӑн улшӑнса пычӗ, пирӗн планета ҫинче геологилле улшӑнусем ҫавнашкал вӑраххӑн пулса иртеҫҫӗ: пӗр ҫӗрте ӗмӗрсен тӑршшӗнче тинӗс юшкӑнпа тулса ларать, е тинӗс ҫырантан чакса, ҫӗнӗ тӑпра купаласа хӑварать.

И на Выборгской стороне, в доме вдовы Пшеницыной, хотя дни и ночи текут мирно, не внося буйных и внезапных перемен в однообразную жизнь, хотя четыре времени года повторили свои отправления, как в прошедшем году, но жизнь все-таки не останавливалась, все менялась в своих явлениях, но менялась с такою медленною постепенностью, с какою происходят геологические видоизменения нашей планеты: там потихоньку осыпается гора, здесь целые века море наносит ил или отступает от берега и образует приращение почвы.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӗмӗрсен чиккинче Элӗк районӗнчи пӗр ялта ҫӗр лаптӑкӗ илчӗ те ҫурт-йӗр ҫавӑрма, сад-пахча ӗрчетме мехел ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

6. Авалхи кунсем ҫинчен, иртнӗ ӗмӗрсен ҫулӗсем ҫинчен шухӑшлатӑп; 7. ҫӗрле юррӑмсене аса илетӗп, чӗремпе пуплетӗп, ӑстӑнӑм та тӗпчет: 8. Ҫӳлхуҫа яланлӑхах пӑрахрӗ-ши вара, ӗнтӗ малашне кӑмӑл курмӗ-ши пире?

6. Размышляю о днях древних, о летах веков минувших; 7. припоминаю песни мои в ночи, беседую с сердцем моим, и дух мой испытывает: 8. неужели навсегда отринул Господь, и не будет более благоволить?

Пс 76 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ҫӳлхуҫана тӑрӑшсах мухтавла, ӗмӗрсен Патшине мухтаса юрла, ҫак хулара савӑнса каллех кӗлӗ чатӑрӗ туса лартчӑр, Туррӑмӑр тыткӑнра пулнисене савӑнтартӑр, ҫак хулара хурлӑх куракансене ӗмӗр-ӗмӗрӗпе юраттӑр.

10. Славь Господа усердно и благословляй Царя веков, чтобы снова сооружена была скиния Его в тебе с радостью, чтобы Он возвеселил среди тебя пленных и возлюбил в тебе несчастных во все роды века.

Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

40. Вӑл сут тунинче тӳрӗ марри нимӗн те ҫук; вӑл — пур ӗмӗрсен вӑйӗ, патшалӑхӗ, хӑвачӗпе ӑслӑлӑхӗ: чӑнлӑх Турри мухтавлӑ!

40. И нет в суде ее ничего неправого; она есть сила и царство и власть и величие всех веков: благословен Бог истины!

2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех