Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗрсем (тĕпĕ: ӗмӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Авалхи ӗмӗрсем, вӑтам ӗмӗрсем, унтан ҫурма вӑтаммисем, ҫӗннисем, ҫӗнӗрен те ҫӗннисем, каяраххисем, малараххисем — пуҫ ҫурӑлса кайӗ!

Древние века, потом средние, потом еще какие-нибудь полусредние, новые, да самые новые, да новейшие, предпоследние, последние — голова лопнет!

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Авалхи тӗрлӗ ӗмӗрсем те хыҫа юлнӑ.

Древние там всякие века тоже прошли.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫынсем йышлӑн ҫул сӑваса (пуҫ ҫапма) ҫӳренине христианлатассине ансат та витӗмлӗ, ытти ҫӗрте ӗмӗрсем тӑршшӗпе тӗрӗсленнӗ мелпе усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№

Хӑш-пӗр артефактсем пулса кайни пирки калас пулсан, экспедици ертӳҫи Александр Ткачёв ҫак ӗмӗрсем шӑпах Атӑлҫи Пӑлхар (Кейӳ Руҫӗ пекех) вӑй илсе аталаннӑ тапхӑрпа тӳр килеҫҫӗ тесе палӑртать.

Комментируя возможное происхождение ряда артефактов, руководитель экспедиции Александр Ткачев отметил, что на это время как раз приходится расцвет Волжской Булгарии (впрочем, как и Киевской Руси).

Ҫурҫӗр унки леш енче булгарсенни евӗр артефактсем тупнӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

Иртсе кайӗҫ ҫулсем, ӗмӗрсем...

Пройдут года, века..

Тулай чӑвашӗсене // Людмила Смолина. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

25. Аслӑ священник сӑваплӑ пӳлӗме выльӑх юнӗпе ҫуллен кӗрет пулсассӑн, Христос тӳпе ӑшне Хӑйне темиҫе хут парнене кӳме кӗмен; 26. апла Унӑн тӗнчене пултарнӑранпа нумай хут та асапланмалла пулнӑ пулӗччӗ, Вӑл Хӑйне парнене кӳрсе ҫылӑха пӗтермешкӗн пӗрре ҫеҫ, ӗмӗрсем вӗҫӗнче, килнӗ.

25. и не для того, чтобы многократно приносить Себя, как первосвященник входит во святилище каждогодно с чужою кровью; 26. иначе надлежало бы Ему многократно страдать от начала мира; Он же однажды, к концу веков, явился для уничтожения греха жертвою Своею.

Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ӗмӗрсем хушши вӑй илсе ҫирӗпленнӗ кӑмӑл-сипет пуянлӑхӗ, халӑхӑн пиншер ҫулхи йӑла-йӗрки ӑрусене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарать, патриотла воспитани пама пулӑшать, вӑйлӑ та пур енлӗ аталаннӑ ҫынна пӑхса ӳстерме им парса тӑракан хутлӑх пулса тӑрать.

Созданные за века нравственные ценности, тысячелетние народные традиции связывают поколения, способствуют патриотическому воспитанию, являются питательной средой для формирования сильной, всесторонне развитой личности.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1614822

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех