Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫурҫӗр унки леш енче булгарсенни евӗр артефактсем тупнӑ

Автор: Ирӗклӗ сӑмах

Ҫӑлкуҫ: Ирӗклӗ сӑмах

Хушнӑ: 2019.08.07 22:04

Пуплевӗш: 12; Сӑмах: 142

Текст тӗсӗ: Хыпар

Вырӑсла Тема: Культура

Ҫурҫӗр унки леш енче, Ямал-Ненец автономи округӗн Таз районӗнче, археологсем авалхи ҫынсем пурӑннӑ вырӑнӗпе масарне тупнӑ. Унта вӗсене «питӗ кӑсӑклӑ артефактсем» кӗтсе тӑнӑ. Кун пирки «Ямал-Регион» телерадиокомпани пӗлтерет.

Таз юханшыв хӗрринчи чавас ӗҫе РАН специалисчӗсем пурнӑҫланӑ. Ӑсчахсен шучӗпе, тупнӑ япаласен пӗр пайӗ ҫак вырӑнсемпех ҫыхӑннӑ, теприсене вара кӑнтӑр-хӗвеланӑҫран илсе килнӗ.

Чавса тупнӑ масарӑн вӑхӑтне пирӗн эрӑри X-XI-мӗш ӗмӗрсемпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Хӑш-пӗр артефактсем пулса кайни пирки калас пулсан, экспедици ертӳҫи Александр Ткачёв ҫак ӗмӗрсем шӑпах Атӑлҫи Пӑлхар (Кейӳ Руҫӗ пекех) вӑй илсе аталаннӑ тапхӑрпа тӳр килеҫҫӗ тесе палӑртать.

Ӑсчахсене уйрӑмах хӑлха ҫакки кӑсӑклантарса янӑ, «шӑпах ҫакнашкал алкасем Атӑлҫи курганӗсенче тупӑнаҫҫӗ».

Тупнӑ тата ытти япаласен хушшинче ҫын шӑмми-шаккисем, хӗҫ таврашӗ тата кӑткӑс тӗрӗллӗ керамикӑллӑ савӑт-сапа. Вӗсем пирӗн ӗмӗрччен упранса юлма пултарни чӑннипех тӗлӗнтерет.

Тупӑннӑ артефактсен чӑн вӑхӑчӗ, пулса кайнӑ чӑн вырӑнӗ пирки калама хальлӗхе иртерех-ха. Вӗсен пирки туллинрех пӗлмешкӗн, тен, темиҫе ҫул та кирлӗ пулӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех