Шырав
Шырав ĕçĕ:
Килӗнче унӑн — амӑшӗ-мӗн, ӗҫке ернӗ ашшӗпе, ҫурма идиотла ывӑлӗпе те тӑватӑ пӗчӗк хӗрачапа; ҫӗрне вӗсенне ялйыш вӑйпалан та тивӗҫсӗррӗн туртса илнӗ; ҫав ялйыш ырлӑхне пула халь пурте ӑҫта-тӑр ӗмӗрне вӗҫленӗ пӳрт пеккинче хӗсӗнкелесе пурӑнаҫҫӗ; аслисем ют ҫынсем патӗнче ӗҫлеҫҫӗ, кӗҫӗннисем кӗлмӗҫленсе ҫӳреҫҫӗ.
XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашов ҫине вӗсенчен нихӑшӗ нихӑҫан, куҫ хӳрипе те пулин, ҫаврӑнса пӑхман, анчах вӑл хӑй вӗсенче темле ӗмӗрне лекме ҫук ҫепӗҫ капӑрчӑклӑ, каласа пама пӗлмелле мар питӗ чӑплӑ тӗнче татӑкне курать, пурнӑҫ унта — вӗҫӗмсӗр уяв, вӗҫӗмсӗр савӑнӑҫ…
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Егорушка ӗмӗрне те ҫакӑн чухлӗ пысӑк укҫа купи курманччӗ-ха.Егорушка отродясь не видал такой кучи денег, какая лежала теперь на столе.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ӗмӗрне те манӑн нимӗнле хуйхӑ та пулман, халӗ, калӑпӑр, патша манран: «Мӗн кирлӗ сана? Мӗн памалла?» — тесе ыйтас пулсан, нимӗн те кирлӗ мар мана!
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Эс каллех мана пӑрахса кайсан, сана урӑхран ӗмӗрне те курас ҫук пек туйӑнать мана, яланлӑхах ҫухататӑп пуль! — терӗ те Рада, куҫҫулӗ сӑрхӑнса тухрӗ.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑрӑм ӗмӗрне вӑл тулли кӑмӑлпа ирттернӗ, ҫитес юлашки кунне те таса чунпа кӗтсе тӑнӑ.С глубоким внутренним удовлетворением доживал он свой долгий век и с ясной душой ждал кончины.
XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Марко бая ӗмӗрне те тӳлесе татас ҫук ҫав.
XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ӗмӗрне суту-илӳ ӗҫӗпе тӑрмашакан Марко хӑй кил-йышне сӗтел хушшинче чухне кӑна уҫҫӑн курать, вӑхӑтне ҫитернӗ май ачисене те хӑй евӗр вӗрентме тӑрӑшать.
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах ҫакӑ паллӑ пулсан, Америкӑран кӳнӗ управляющие ҫӗрмамӑк ӳстерес ӗҫрен хӑтарнӑ та вӑл Тамбов кӗпӗрнинчи пӗр эрех заводне лекнӗ, ҫакӑнта пӗтӗм ӗмӗрне тенӗ пек пурӑнса ирттернӗ, ачаллӑ пулнӑ (ӑна Чарльз ятлӑ хунӑ), кун хыҫҫӑн вара часах арӑмне те пытарнӑ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах чи пысӑк шухӑшӗ унӑн завода сутасси те мӗнпур укҫине (вӑл вӑхӑтра нумайӑшӗ тунӑ пек) пилӗк процентлӑ билетсем тӑвасси тата хӑй пысӑк ҫын чухнехи пурнӑҫа асӑнса (вӑл пурнӑҫа ҫухатни ӑна хуҫса пӑрахман, вӑл ун хыҫҫӑн та уҫӑ, ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ) хӑй ӗмӗрне лӑпкӑрах пурӑнса ирттересси пулнӑ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах та эпӗ пӗлетӗп пулсан, эсӗ пӗлменнине сахал пӗлетӗп-и вара эпӗ, эсӗ ӑна витӗр курса тӑракан вулаканӑм, ӗмӗрне те пӗлес ҫук.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ — тӳрӗ кӑмӑллӑ арӑм, санпа, шӑнкарса пӑрахнӑ манкапа, хамӑн хӗрарӑм ӗмӗрне тӳррӗн пурӑнса ирттернӗ, эсӗ мана, ватӑскере, мӗнле чӗнмеллине пӗлместӗн-и?!
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах асту — вӗҫертетӗн Тимофея, унтан вӑл таҫта та тарса кайӗ, вара ӑна ӗмӗрне те шыраса тупаймӑпӑр.— Только смотри — упустишь Тимофея, а тогда он утянет так, что мы его и вовек не сыщем.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ватӑ тимӗрҫ ватӑ улпут майри пекех вӑл: хӗвеле юратмаҫҫӗ вӗсем, пӗтӗм ӗмӗрне — кашни хӑй пӗлнӗ пек — сулхӑнра ирттереҫҫӗ.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Культурӑллӑ пулсан, мӗн ҫине хурса панӑ, ҫавӑнтан ҫи, мӗн тыттарнӑ, ҫавӑнпа шӑлӑн, мӗншӗн тесен салфеткӑсем пирӗн ӗмӗрне пулман, турилккесене вара карчӑк пурне те ҫӗмӗрсе пӗтерчӗ.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кивелме пуҫланӑ бобрик куртка, салтак пиҫиххипе туртса ҫыхнӑскер, ун ҫинче питӗ меллӗ ларать; шӑтнӑ тӗлӗсене питӗ тирпейлӗ питӗрнӗ тата сапланӑ симӗс шӑлаварӗпе кунчи вӗҫӗ таранах сӑрӑ пылчӑкпа витӗннӗ аттисем те хӑйсен ӗмӗрне тахҫанах ирттернӗ пулмалла ӗнтӗ; унӑн начар тумӗ хушшинче вара кӗмӗл пек йӑлтӑркка, питӗ лайӑх каракультен ҫӗленӗ хутахай кубанкки питӗ палӑрса тӑрать; вӑл ӑна куҫ харшисем ҫинех пусса лартнӑ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ӗмӗрне те итлемен!
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унӑн путек ҫӑмӗ пекех кӑтра, тӗтӗм тӗслӗрех шуранка ҫӳҫне ӗмӗрне те тура тивмен темелле, — казакла ҫӗлетнӗ кивӗ картуз кӑшкарӗ айӗнчен авкаланса тухса, ҫав ҫӳҫ кӑтрашкисем нимӗн йӗркесӗр ҫӳлелле ункӑланса тӑраҫҫӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унсӑрӑн эпӗ ӗмӗрне те ҫакнашкал ҫылӑхлӑ ӗҫпе ҫыхланас ҫукчӗ!
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ӗмӗрне те пулмасть.
21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959