Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнлантӑм (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Польша чиккинчен каҫрӑмӑр та Германие кӗриччен пуйӑс чарӑнчӗ. Эпӗ эшелон дежурнӑйӗн пулӑшуҫи пулнӑ май лару-тӑрӑва уҫӑмлатма кайрӑм. Пӑравус умӗнче нимӗҫсем тӑраҫҫӗ: пушӑ икӗ пӗчӗк хуран тытнӑ та кашӑкпа шаккаҫҫӗ. Вӗсем выҫӑ пулнине тӳрех ӑнлантӑм, хамӑрӑн салтаксене яшка илсе килме хушрӑм. Хуранпа яшка илсен нимӗҫсем сигнал пачӗҫ те пуйӑс вырӑнтан хускалчӗ», — калаҫу ҫӑмхи малаллах сӳтӗлчӗ.

"Перешли Польскую границу и до въезда в Германию поезд остановился. Я будучи помощником дежурного эшелона пошел выяснять ситуацию. Перед паровозом стоят немцы: ложкой стучат по двум маленьким котелкам. То, что они голодные понял сразу, нашим солдатам приказал принести суп. Взяв котелок с супом немцы дали сигнал и паровоз тронулся", - продолжился разговор.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

«Умра — мина уйӗ. Унта мӗнле кӗмелле? Юрать-ха ку уйра пехота мини мар, танксене пӗтермелли иккенне ӑнлантӑм. Мина лартса хӑваракансем «растяжкӑсем» хунине те пӗлетӗп эпӗ. Вӗсем ҫине пуссан мина ҫурӑлать. Мӗн тумалла? Кӑшт йӑнӑшсанах вилетӗп, малалла каймасан тӑшман снайперӗсен аллине лекме пултаратӑп», — тем те тӳснӗ ветеран хумханнине ирттерес тесе куркари чейе сыпса илет.

"Передо мной - минное поле. Как туда пройти? Хорошо хоть понял, что на этом поле не пехотные мины, а противотанковые. Я знаю, что минеры расставляют и "растяжки". Если на них наступить, то мина взорвется. Что делать? Чуть ошибусь - погибну, если не идти вперед, то можно попасть под руки вражеских снайперов", - чтобы отвести волнение, пережившее всякое ветеран отхлебывает чай с кружки.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

22. Вара ӑнлантӑм эпӗ: этемшӗн хӑйӗн ӗҫӗпе савӑнса-киленсе пурӑннинчен лайӑхраххи нимӗн те ҫук, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ вӑл — ӑна пӳрнӗ шӑпа; кайран хӑй хыҫҫӑн мӗн пулассине курма кам илсе килтӗр-ха ӑна?

22. Итак увидел я, что нет ничего лучше, как наслаждаться человеку делами своими: потому что это - доля его; ибо кто приведет его посмотреть на то, что будет после него?

Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Анчах эпӗ ҫулсем иртнӗҫемӗн ӗҫ сӗнекен тек пулмассине ӑнлантӑм.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пӗчӗк больницӑра ӗҫлеме пуҫлани аванраххине каярах тин ӑнлантӑм.

Только позже поняла, что лучше всего начать работать в маленькой больнице.

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫавӑнпа чи ҫывӑх тусӑмпа пӗр вӗренӳ заведенийӗнчи пӗр факультетра вӗренме май килменнине ӑнлантӑм.

Куҫарса пулӑш

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ку професси ман валли маррине ӑнлантӑм.

Куҫарса пулӑш

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ҫавӑн чухне ӑнлантӑм: кунта ача чухнехи пек вӑрҫӑлла выляни мар, чӑн-чӑн вӑрҫӑ пырать.

Тогда я понял: здесь нельзя играть как в детстве в войну, идёт настоящая война.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Кайран ӑнлантӑм - вӗсем Галустян шӳтлеме пуҫласса кӗтнӗ-мӗн.

Потом понял - они ждали когда Галустян начнёт шутить.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех