Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Епле пулма пултарнӑ-ха халиччен те эпир сирӗнпе паллашманни, — тесе хучӗ вӑл, — тӳррипех калӑр-ха, эсир хӑвӑр кӑна айӑплӑ-ҫке уншӑн, пуринчен те пӑрӑнса ҫӳретӗр, ун пек туни вырӑнсӑр.
Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ваня супса ан ҫӳретӗр, тавӑрӑнтӑр, тесе пур еннелле те кӑшкӑрсан, ефрейтор Биденко ӑна ҫар наукин пур йӗркисем тӑрӑх шырама тытӑннӑ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Мммӗ-ӗ-ӗн туса ҫӳретӗр кунта?
Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Мӗн маншӑн пӑшӑрханса ҫӳретӗр эсир?
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Каннӑ хушӑра ҫӳретӗр шухӑшласа.
Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.
Мӗн ҫӗр хута ҫӗмӗрсе ҫӳретӗр?» — ыйтрӗ карчӑк.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Пӗтӗм халӑх ӑнлантӑр, концерта ҫӳретӗр, туянтӑр тесе ҫыраҫҫӗ-ҫке-ха.
Марина Карягина: «Чӑн поэзи юрра хывӑнмасть» // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/20031.html
Строитель тутӑ пултӑр, питӗ ҫӳретӗр, уҫӑ кӑмӑлпа ӗҫлетӗр, пӗлӗвне, тавракурӑмне ӳстерме пултартӑр, паха ӗҫшӗн мӗн кӗтнине малтанах пӗлсе тӑтӑр.
Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011
Апла тӑк эсир те, вулаканӑмӑрсем, машинӑпа ҫӳретӗр пулсан иртсе кайнӑ чухне Комсомольски урамӗнчи 1-мӗш ҫурта кӗрсе тухӑр.
«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
«Эй, ҫут тӗнчере пурӑнакансем! Чӗрӗ-сывӑ чухне хирӗҫсе-харкашса пурӑнса, пурнӑҫ йывӑр тесе ҫӗрпе пӗлӗт хушшинчи ырлӑхран уйрӑлса кунта килме ан васкӑр! Влаҫра ларакан тӗрлӗ тӳре-шарасем, чиркӳ ҫыннисем: «Леш тӗнчене» кайсан ҫӑтмаха лекетӗр, сӗт кӳллинче, пыл та ҫу ҫинче ярӑнса ҫӳретӗр!» тенине ан ӗненӗр», — тесе каланӑн туйӑнать.
Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01
4. Кирек хӑш арҫын та кӗлтунӑ чухне е вӗрентсе каланӑ чухне пуҫне тӑхӑннӑ пулсассӑн, хӑйне хӑй намӑса кӑларать; 5. кирек хӑш арӑм та ҫара пуҫӑн кӗлтӑвать е ҫара пуҫӑн вӗрентсе калать пулсассӑн, хӑйне хӑй намӑса кӑларать: вӑл ҫапла туни ҫӳҫне хыртарса янӑпа пӗрех; 6. хӗрарӑм пуҫне ҫыхса ҫӳресшӗн пулмасассӑн, эппин, ҫӳҫне те кастарса ятӑр; ҫӳҫне кастарни е хыртарни ӑна намӑслантарать пулсан, эппин, пуҫне ҫыхса ҫӳретӗр.
1 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Юлашкинчен хӑй ӑшӗнче шутласа илнӗ: «эпӗ Турӑран та хӑрамастӑп, ҫынран та вӑтанмастӑп пулин те, 5. ку тӑлӑх арӑм канӑҫ памасть мана, хӳтӗлес ӑна — урӑх кунта килсе мана йӑлӑхтарса ан ҫӳретӗр» тенӗ.
Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир пӗр ҫынна хӑвӑр тӗн енне ҫавӑрасшӑн тинӗс тавра, ҫӗр тавра кайса ҫӳретӗр; хӑвӑр енне ҫавӑрсан, ӑна эсир хӑвӑртан икӗ хут ытла усала кӑларатӑр, тамӑк ачи тӑватӑр.
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Ҫавӑнпа Димитрий патша та ӑна аслӑ священникрах тӑмалла турӗ, 39. ӑна хӑйӗн тусӗсен йышне кӗртрӗ, ҫапла пысӑк мухтава кӑларчӗ, 40. мӗншӗн тесессӗн Димитрий патша ҫакна илтнӗ ӗнтӗ; Рим ҫыннисем иудейсене тус, пӗр канашлӑ тӑракан тӑван тенӗ, Симон янӑ элчӗсене чыслӑн йышӑннӑ, 41. иудейсемпе священниксем Симон ӗмӗрлӗхех, чӑн Пророк киличченех, хӑйсенӗн пуҫлӑхӗ тата аслӑ священникӗ пултӑр тесе килӗшнӗ, 42. ҫарпуҫӗ те вӑлах пултӑр, сӑваплӑ вырӑна та вӑлах пӑхса тӑтӑр, халӑха ӗҫлеттертӗр, Иудея ҫӗрне, мӗнпур вӑрҫӑ кӑралне, керемсене хӑй аллине илтӗр тенӗ, 43. Турӑ Ҫуртне вӑл пӑхса тӑтӑр, пурте ӑна итлеччӗр, ҫӗршыври мӗнпур килӗшӗве унӑн ячӗпе ҫырччӑр, вӑл хӗрхӗлтӗм тумпа, ылтӑн эреш ҫакса ҫӳретӗр тенӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Сирӗн ӑша Хамӑн сывлӑшӑма кӗртӗп те ҫапла тӑвӑп: эсир Манӑн ӳкӗтӗмсенчен иртмесӗр ҫӳретӗр, Эпӗ панӑ йӗркесене тытса пурӑнатӑр, вӗсене туса тӑратӑр.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эпӗ вӗсене каларӑм: эсир мӗнле тӳпем вырӑна ҫӳретӗр? терӗм; ҫавӑнпа та вӑл вырӑна паянхи кунчченех Бама теҫҫӗ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Мӗнлерех вӑрлатӑр эсир, вӗлеретӗр, аскӑнатӑр, ултавлӑн тупа тӑватӑр, Ваал умӗнче тӗтӗретӗр, хӑвӑр пӗлмен урӑх турӑсем хыҫҫӑн ҫӳретӗр!
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Чурӑс хӗрне хытӑ сыхла — вӑл сана тӑшман кулли ан тӑвайтӑр, сан ҫинчен хулара сӑмах-юмах ан ҫӳретӗр, санӑн халӑх умӗнче намӑс курмалла ан пултӑр.
Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эрехе ӳсӗрӗличчен ан ӗҫ, ӗҫкӗ-ҫикӗ санпа пӗрле ан ҫӳретӗр.Вина до опьянения не пей, и пьянство да не ходит с тобою в пути твоем.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эхер те Ҫӳлхуҫаран хӑратӑр пулсан, Ӑна пӑхӑнса тӑратӑр пулсан, Ӑна итлетӗр пулсан, Ҫӳлхуҫа хушнине хирӗҫлеместӗр пулсан, хӑвӑр та, сире тытса тӑракан патшӑр та Ҫӳлхуҫа Туррӑр хыҫҫӑн ҫӳретӗр пулсан, [Ҫӳлхуҫа алли сире хирӗҫ пулас ҫук]; 15. эхер те Ҫӳлхуҫа сассине итлемесессӗн, Ҫӳлхуҫа хушнине хирӗҫлесессӗн, Ҫӳлхуҫа алли, сирӗн аҫӑрсене хирӗҫ пулнӑ пекех, сире те хирӗҫ пулӗ.
1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.