Шырав
Шырав ĕçĕ:
Урӑхларах каласан, пӗлтерем сире, пирӗн йышши ҫынсене, хуторта пурӑнакан ҫынсене, хамӑрӑн тӗттӗм кӗтесрен пысӑк тӗнчене тухасси — тур ҫырлахтӑрах! — пӗр-пӗр чух аслӑ пан пӳлӗмӗсене пырса кӗнӗпе пӗрех: хупӑрласа илеҫҫӗ те вара сана, пуҫлаҫҫӗ ухмахланма; аслӑрах лакейӗсем пулсан юрӗччӗ-ха, — ҫук вӗт-ха, пӗр-пӗр ҫӗтӗк-ҫатӑк ача, килхушшинче чаваланса ҫӳрекенскер, пӑхма ӗнтӗ хӑй ним тӗшне те тӑмасть, вӑл та пулин ҫыпҫӑнать; пухӑнса тӑраҫҫӗ те сан тавра, пуҫлаҫҫӗ урисемпе тӑпӑртатма:
Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Тен, пачах урӑх ҫӗртен, кил-ҫуртсӑр ҫапкаланса ҫӳрекенскер пулӗ.
IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Вӑл манӑн пит хӑвӑрт ҫӳрекенскер, — кулса каларӗ Рагулин.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Типтерлӗ шӑмшаклӑ та вӑр-вар ҫӳрекенскер, вӑл хӑвӑрт, тискер кайӑкла, пружина ҫинче сиксе пынӑ пек утать.
XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӗсенчен чи палӑраканни Терентий Жигалов комсомолец, типшӗм те шӗвӗр сӑмсаллӑскер, сасартӑк тем вут хыпса илессе кӗтнӗ пек, яланах сыхлансарах пӑхса ҫӳрекенскер.
XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫав тери вӑр-вар ҫӳрекенскер, ҫеҫенхир ӑмӑрткайӑкӗ пек ҫивчӗ, хӗрӳ юнлӑскер курӑнать!Быстрый такой и ловкий, как степной орлик, и, видать, горячей крови!
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Унӑн пит-куҫне сухал пуснӑ, кӑштах курпунланса ҫӳрекенскер, чӑтӑмне ҫухатмасӑр, пуринпе пӗрле магазинсем умӗнче черетре тӑнӑ, магазинран илнӗ тӑварлӑ камса пичкине хӑй килне кустарса кайнӑ; туйипе тротуар плитине, шаккакаласа, урамри иртен-ҫӳренсем хушшинче сыхӑ ҫӳренӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ерошка мучи хӑй пӗр кӗпе вӗҫҫӗн ҫеҫ, стенапа кӑмака хушшинче вырнаҫтарса лартнӑ кӗске кровать ҫинче месерле выртнӑ та вӑйлӑ урисене кӑмака ҫине тӑсса янӑ, хурчкана перчетке тӑхӑнмасӑр ҫӗклесе ҫӳрекенскер, вӑл хурчка чӑрмаласа пӗтернӗ алли ҫинчи кӗсенленсе ларнисене хулӑн пӳрнисемпе чавса хӑйпӑтать.
XVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Нумай пулнӑ кунта Соломон свитинчи хисеплӗ те паллӑ ҫынсемпе унӑн ҫарпуҫӗсенчен: Бен-Гевер, Аргови облаҫӗн пуҫлӑхӗ, Ахимаас та, Васемафи патшан хӗрне качча илнӗскер, ҫивӗч ӑслӑ Бен-Декер та, Зовуф та, тухӑҫри йӑла тӑрӑх, «патша тусӗ» текен пысӑк ятпа ҫӳрекенскер, Соломонӑн пӗртӑванӗ, Давидӑн пӗрремӗш арӑмӗнчен юлнӑ Далула та, ытлашши мула та ӗҫке пула вӑхӑтсӑрах тӑмсайлӑха кӗрсе ӳкнӗ, хавшака, ҫурма вилӗ ҫын.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ӑна тӑхӑнса ҫӳрекенскер ҫынсен умӗнче влаҫлӑ пулса тӑрать.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Борщевсӑр пуҫне чухӑнсенчен тата икӗ ҫын пулчӗҫ: пӗри — ҫӳллӗ те куҫхаршисӗр казак Атаманчуков Василий, яланах чӗнмесӗр ҫӳрекенскер, чӑх ҫӑмарти пек яп-яка пуҫлӑ, ҫӳҫ-сухалне нимӗн хӑварми хырса янӑскер; тепри — Хопров Никита, гварди батарейинче пулнӑ артиллерист; вӑл ҫар службинче Подтелковпа пӗрле пулнӑ, граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче службӑран яланах пӑрӑнса ҫӳренӗ, ҫапах та 1919 ҫулта ӑнсӑртран калмӑк Аштымов полковникӗн карательнӑй отрядне службӑна лекнӗ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пулнӑ кунта ҫаплах Нафансен ывӑлӗ Азария та, — хыткан, чирлӗрех питлӗ, куҫӗсем тавра тӗттӗм ункӑсен пуснӑ, вӗчӗх, тӑрнаккай ҫын; ыр кӑмӑллӑ, сапаланчӑкрах Иосафат та, историограф; Ахелар та, Соломон килӗ-ҫурчӗн пуҫлӑхӗ; Завуф та, патша тусӗ текен ятпа ҫӳрекенскер; Соломонӑн аслӑ хӗрне — Тафафие — качча илнӗ Бен-Авинадав та; Бен-Гевер та, Васанри Аргови облаҫӗн начальникӗ, — йӗри-тавра стенасем тытса ҫавӑрнӑ, пӑхӑр сӑлӑпсемпе питӗрӗнекен хапхаллӑ утмӑл хула пӑхӑнса тӑнӑ ӑна; Ваана та, Хушай ывӑлӗ, сӑнна тахҫан вӑтӑр парасанг таран ывӑтма пултараслӑхпа чапа тухнӑскер, тата нумай-нумай ытти те.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Эпӗ ӑна картишӗнче тытрӑм; вӑл — турра кӗлтуса ҫӳрекенскер, ултавҫӑ йышшискер; чиркӳ валли укҫа пуханҫи пек пулса ҫӳрет; анне ӑна Йӳнӗ этем тесе тӑрӑхлать; вӑл та аннен еркӗнӗ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Моравӑра пӗр ватӑ магната, пуҫ тӑррине кастармасӑр хӑваракан ҫӳҫ пайӑркипе ҫӳрекенскер, ӑна курчӗ те тӗлӗнсе хытсах кайрӗ.На Мораве один магнат, старый, чубатый, увидал ее и остолбенел.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Пӗвӗпе вӑл Санька ашшӗне хулпуҫҫи таран кӑна, хура куҫлӑ, хӑвӑрт ҫӳрекенскер, пӗрре те ҫӳлӗ, ерипен ҫӳрекен амӑшне аса илтермест.
3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗррехинче, хӗллехи ҫил-тӑманлӑ каҫ, Гельсингфорсран Петербурга кайма тухнӑ «Апраксин генерал-адмирал» броненосец, тинӗс ҫыранӗнче хуралта ҫӳрекенскер, Гогланд утравӗ ҫывӑхӗнче чулсем ҫине пырса тӑрӑннӑ.
Вунсаккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӗсем пӗлекен кӗске шӑлаварлӑ арҫын ача, кун каҫипе усадьбӑра чупса ҫӳрекенскер, ҫитӗннисене пӗр вӗҫӗм ыйту парса халтан яраканскер халӗ палламалла мар улшӑннӑ.
Пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ватӑ художник П., Седовпа пӗрле ҫӳрекенскер, Седовӑн ҫывӑх тусӗ те ҫавӑн йышши ҫынччӗ, тахҫан вӑл Саньӑн «Правдӑра» пичетленнӗ статьине питӗ мухтарӗ, каярахпа хӑй те «Св. Фока» Пысӑк Ҫӗр ҫине таврӑннӑ чух Флор сӑмсахӗнчен Климов штурмана епле илсе килни ҫинчен асӑнса пӗр статья пичетлесе кӑларчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӗмсӗр Павлуша фабрика коридорӗсем тӑрӑх салхуллӑн ҫӳрет; лӑпланчӗ хастарлӑ Лабардан та; пӗр усмак туталлӑ Причалин анчах, ӗлӗк Расщепейрен уҫҫӑнах хӑраса, тарса ҫӳрекенскер, халӗ хӑюлланса кайрӗ, пуҫне ҫӗклерӗ.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Акӑ Карлуша, хулари ухмах, пӗр-вӗҫӗмрен питне пӗрсе е кулса ҫӳрекенскер, леш енчи ҫыран хӗррипе утса иртрӗ, пирӗн хапха умне чарӑнчӗ» Даша инкепе калаҫма пуҫларӗ пулас.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951