Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗклентерсе (тĕпĕ: ҫӗклентер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Отречемся от старого мира… — илтӗнсе кайрӗ Федя Мазин янӑравлӑ сасӑпа пуҫланӑ юрӑ, вара ҫавӑнтах вуншар сасӑ ӑна вӑйлӑ хум пек ҫӗклентерсе ячӗ:

Отречемся от старого мира… — раздался звонкий голос Феди Мазина, и десятки голосов подхватили мягкой, сильной волной:

XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Вӑл яланхи япаласемпе ӗҫсем ҫинчен сахалтарах калаҫакан пулчӗ, анчах час та часах хӗрсе кайса, пуласси ҫинчен — ирӗклӗхпе ӑс-тӑн ҫӗнтерсен пулмалли ҫав тери ырӑ, ҫутӑ уяв ҫинчен пурне те ҫӗклентерсе ямалла хавхалантаракан сӑмахсем каларӗ.

Он стал меньше говорить о вещах и делах обычных, но все чаще вспыхивал и, впадая в хмельной и опьянявший всех восторг, говорил о будущем — о прекрасном, светлом празднике торжества свободы и разума.

XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Павела пама запискӑсем хӑварса, ӑна хӑйсен пӑлханӑвӗпе ҫӗклентерсе хӑвараҫҫӗ.

Совали записки для передачи Павлу и исчезали, заражая ее своим возбуждением.

XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Павел амӑшӗн тути ҫинчи кулла, вӑл тимлесе итленине, унӑн куҫӗ юратуллӑн пӑхнине курса ларчӗ, ӑна ӗнтӗ вӑл амӑшне хӑйӗн чӑнлӑхне ӑнлантарма пултарнӑн туйӑнчӗ те, ҫакӑ ун ҫамрӑк чун хавалне ҫӗклентерсе ячӗ, хӑйне хӑй ӗненме вӑй пачӗ.

Павел видел улыбку на губах матери, внимание на лице, любовь в ее глазах; ему казалось, что он заставил ее понять свою правду, и юная гордость силою слова возвышала его веру в себя.

IV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Борк хулпуҫҫийӗсене ҫӗклентерсе илнӗ, тепӗр минутранах вара Анна ҫӳлтен аннӑ.

Борк пожал плечами, и через минуту сверху спустилась Анна.

VIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Вӑл ҫӳҫеннӗ пек хул пуҫҫисене ҫӗклентерсе илчӗ:

Он зябко передернул плечами.

Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Сасартӑк ҫурӑмӗ кӗҫӗтме пуҫланӑ пек, вӑл хул калаккисене ҫӗклентерсе илнӗ.

Он даже передернул лопатками, словно бы у него вдруг зачесалась спина.

Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

— Эпӗ сирӗн сӑмахран тухмӑп, monsieur Dimitri, — пуҫларӗ Джемма, пӑртак йӑл кулса тата куҫхаршийӗсене кӑшт ҫӗклентерсе: — анчах мӗнле канаш паратӑр-ха эсир мана?

— Я вас послушаюсь, monsieur Dimitri, — начала она, чуть-чуть улыбаясь и чуть-чуть приподнимая брови, — но какой же совет дадите вы мне?

XXIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Йывӑҫсене, ҫуртсен тӑррисемпе стенисене, урама сивӗ мар, ӑшӑ ҫеҫ те мар, — вӗри ҫил пырса ҫапрӗ, Санин пуҫӗнчи шлепкене хӑвӑрт сирсе илчӗ, Джеммӑн хура кӑтрашкисене ҫӗклентерсе, сапаласа ячӗ.

Вихорь, не холодный, а теплый, почти знойный, ударил по деревьям, по крыше дома, по его стенам, по улице; он мгновенно сорвал шляпу с головы Санина, взвил и разметал черные кудри Джеммы.

XX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Таня хулпуҫҫине ҫӗклентерсе илчӗ.

Таня пожала плечами:

XX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Коля каллех хулпуҫҫисене ҫӗклентерсе илчӗ.

Коля еще раз пожал плечами:

VIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Коля хулпуҫҫисене ҫӗклентерсе илчӗ.

Коля пожал плечами:

VIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Эсӗ пӗлетӗн-и? — хушса хучӗ вӑл, куҫхаршине тискеррӗн ҫӗклентерсе: — эпӗ ӗҫме хӑтланса пӑхрӑм!

Ты знаешь ли, — прибавил он, трагически нахмурив брови, — что я уже пробовал жить?

XX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Хуткупӑс пирки Корчагина ҫамрӑксем «хӑйсен ҫынни» тесе шутлаҫҫӗ, чунлӑ ҫамрӑксен комсомола кӗрес ҫулӗсем нумайӑшӗн ҫакӑнтан, илӗртсе юрлакан хуткупӑсран пуҫланса кайрӗ: е чуна ҫӗклентерсе малалла хавхалантаракан марш кӗвви каласа, е Украинӑн хурланчӑк юррисен ачаш та ҫепӗҫ кӗввисене выляса парса, Павел вӗсене хӑй енне ҫавӑрать.

Гармонь делала Корчагина «свойским хлопцем», не одна дорожка в комсомол начиналась для чубатых парней именно отсюда, от певучей чаровницы-гармони, то страстной и будоражащей сердце в стремительном темпе марша, то ласковой и нежной в грустных переливах украинских песен.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ку — иртнисене асӑнмалли, кӑмӑла чи ҫӗклентерсе яракан кӗнекесенчи сыпӑксене вуламалли каҫ пулчӗ.

Это был вечер воспоминаний, чтения отрывков из наиболее волнующих книг.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Сахалтарах алчӑраса ҫӳрекен сӑнавҫӑ пулсан, Сеймур урамӗсенчи ҫак вӑхӑтшӑн пулма пултарайман шӑплӑха мӗнле пулсан та асӑрханӑ пулӗччӗ: пур ҫӗрте те ҫакӑнта пурӑнакан ҫынсем иккӗн-виҫҫӗн пуҫтарӑнса тӑраҫҫӗ, ҫуртсен алӑкӗсем уҫах, вӗсен хуҫисем алӑк урлӑ сӑмаха ҫаптараҫҫӗ; ҫынсене темӗскер ҫӗклентерсе янӑ, вӗсем темӗскер ҫинчен пӗринчен-пӗри ыйтаҫҫӗ, ирхи хаҫатсене сасӑпах вулаҫҫӗ мӗн вуласа илнисене сиктерсе хӑвармасӑр каласа параҫҫӗ.

Между тем менее рассеянный наблюдатель, несомненно заметил бы необычайное для такого позднего времени движение на улицах Сеймура: повсюду собирались небольшие группы обывателей, двери домов оставались открытыми, и хозяева переговаривались, стоя на пороге; люди о чем-то тревожно расспрашивали друг друга, читали вслух утренние газеты и подробно комментировали прочитанное.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ача каласа кӑтартнисем ҫулҫӳревҫӗсен кӑмӑлӗсене ҫӗклентерсе ячӗҫ, ҫавӑнпа вӗсем йӗри-тавра пухӑнчӗҫ те ӑна савӑнса кайсах итлесе лараҫҫӗ.

Между тем путешественники, крайне заинтересованные ответами мальчика, уселись кружком и с любопытством слушали его.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӑвӑл яхтӑна ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫ еннелле ҫӗклентерсе пырать.

Буря несла яхту на северо-восток.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл ҫулҫӳревҫӗсен кӑмӑлӗсене тепӗр хут ҫӗклентерсе ячӗ.

Он совершенно изменил настроение путешественников.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӗтӗмпех тырпулсемпе тата тӗмесемпе витӗннӗ тӳремлӗх хӑйӗн тикӗс анлӑшӗпе пӗтӗм чуна ҫӗклентерсе ярать.

Вся равнина, покрытая злаками и кустами, представляет собой идеально гладкую поверхность.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех