Шырав
Шырав ĕçĕ:
ҫӗклентерсе (тĕпĕ: ҫӗклентер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
12. Моисей Ааронпа унӑн сывӑ юлнӑ ывӑлӗсене, Елеазарпа Ифамара, каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑра кӳнӗ парнесенчен юлнӑ тырӑ-пулӑ парнине, тутлӑлла пӗҫернине, илӗр те ӑна парне вырӑнӗ патӗнче ҫийӗр: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 13. ӑна сӑваплӑ ҫӗрте ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа парнисенчен ҫакӑ санӑн паю, санӑн ывӑлусенӗн пайӗ пулать: [Ҫӳлхуҫамӑр] мана ҫапла хушнӑ; 14. силлентерсе кӳрекен ӑмӑрӗпе ҫӗклентерсе кӳрекен хулне эсӗ хӑв та, санпа пӗрле санӑн ывӑлусемпе хӗрӳсем те таса вырӑнта ҫийӗр: Израиль ывӑлӗсем кӳрекен канӑҫлӑх парнисенчен ҫакӑ — сана панӑ пай, санӑн ывӑлусене панӑ пай; 15. ҫӗклентерсе кӳрекен хулӗпе силлентерсе кӳрекен ӑмӑрне вӗсен ҫу парнисемпе пӗрле Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче силлентерсе кӳмелле; Ҫӳлхуҫамӑр [Моисее] хушнӑ пек, ҫакӑ ӗмӗрлӗхе санӑн паю тата санпа пӗрле санӑн ывӑлусен [тата санӑн хӗрӳсен] пайӗ пултӑр, тенӗ.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 29. Израиль ывӑлӗсене кала: кам Ҫӳлхуҫа умне канӑҫлӑх парни илсе пырать, ҫавӑн канӑҫлӑх парнийӗн пайне Ҫӳлхуҫана кӳрес пулать; 30. унӑн Ҫӳлхуҫана хӑйӗн аллипе парне кӳмелле: ӑмӑрӗпе ҫӑвне [тата пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне] памалла, ӑмӑрне Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе памалла; 31. ҫӑвне священник парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ, ӑмӑрӗ Ааронпа унӑн ывӑлӗсене тивӗҫлӗ; 32. хӑвӑрӑн канӑҫлӑх парнийӗн сылтӑм хулне, ҫӗклентерсе кӳнӗ парнене, священника парӑр: 33. канӑҫлӑх парнийӗн юнӗпе ҫӑвне Аарон ывӑлӗсенчен хӑшӗ кӳрет, сылтӑм хулӗ ҫавӑн пайӗ пулать; 34. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Израиль ывӑлӗсенӗн канӑҫлӑх парнинчен силлентерсе кӳнӗ ӑмӑрне тата ҫӗклентерсе кӳнӗ хулне илетӗп те вӗсене Аарон священникпа унӑн ывӑлӗсене Израиль ывӑлӗсенчен ӗмӗрлӗхе пай туса паратӑп, тенӗ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Аароншӑн кӳмелли така ӑмрине ил те ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳр — ҫакӑ санӑн паю пулӗ; 27. Ааронпа унӑн ывӑлӗсемшӗн памалли такан силлентерсе кӳнӗ ӑмрипе ҫӗклентерсе панӑ хулне тасалӑх тивлечӗ кӳр — 28. ҫакӑ Израиль ывӑлӗсен Ааронпа унӑн ывӑлӗсене ӗмӗрех парса тӑмалли пайӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫӗклентерсе кӳрекен парне; ҫӗклентерсе панине Израиль ывӑлӗсенчен [Израиль ывӑлӗсем] канӑҫлӑх парни кӳнӗ чухне илмелле, ку — вӗсем Ҫӳлхуҫана кӳрекен парне.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.