Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑварӗнчи (тĕпĕ: ҫӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫлемест вӑл, Лузгин ҫӑварӗнчи шӑлсене ҫеҫ шутласа ларать!

Он не работает, в рот Лузгину смотрит да зубы у него считает!

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл ҫӑварӗнчи чикарккине питӗ майӗпен ӗмрӗ, пӗр хушӑ нимӗн шарламасӑр ларчӗ.

Долго курил, молчал.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чӗлӗм туртнӑ май вӑл, ҫирӗп шӑлӗсене елпӗртсе, ҫӑварӗнчи пирусне мӗкӗлтеттерет; хурал командинчи казаксене ҫилӗллӗн хӑйӑлтатса хушать:

Он курил, жевал папиросу, ощеряя твердые зубы; казакам караульной команды хрипло приказал:

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хуралти казак, винтовкине тӑратса хурса, пӗр хушӑ кайӑк кӑвакалӗсем, ҫунаттисене вӑшлаттарса, ҫӗрлехи апат шыраса вӗҫнине тӑнласа тӑрать, унтан, ҫӑварӗнчи чикарккине сурса пӑрахса, тутипе ҫӑра шӑтӑкӗ ҫумне тӗршӗнет:

Караульный поставил винтовку, послушал, как в темноте посвистывают крыльями дикие утки, перелетавшие на ночную кормежку, и, раскурив цыгарку, прижался губами к скважине:

XXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хура тур лаши, хаяр куҫӗсемпе чалӑшшӑн пӑхса, кӑпӑклӑ ҫӑварӗнчи тимӗр ҫӑварлӑха чӑмларӗ, малти урипе ҫатан картана тапса илчӗ.

Караковый конь, кося злым глазом, гоняя в запененном рту мундштуки, ударил передней ногой в плетень.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Машинист ҫӑварӗнчи чикарккине сурса пӑрахрӗ те, пируска тӗпӗ ҫӗре пӗкӗ пек авӑнса ӳкнине сӑнаса-тӑр, хирӗҫ шӑпӑрт та чӗнмерӗ.

Машинист выплюнул цыгарку, помолчал, видимо, следя за дугообразным ее полетом; сказал, покашливая:

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лешӗ аллинчи куркине стайсӑррӑн катка ҫине лартрӗ те ҫӑварӗнчи сухарие чӑмласа тӑнӑ хушӑра Петро ҫине именчӗклӗн кулса пӑхса илчӗ:

Тот неловким, растерянным движением сунул на бак кружку; прожевывая, глядя на Петра смущенными улыбающимися глазами, сказал:

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл хыпаланса ҫӑварӗнчи сухарие ҫӑтса ячӗ те, тутине ҫулласа илсе, хулӑн та ҫилӗллӗ сасӑпа кӑшкӑрса тӑкрӗ:

Торопливо глотнув, он облизал губы, крикнул грубым негнущимся басом:

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Митька, ӳсӗркелесе, калинкке умӗнче аттине кӑчӑртаттарса тӑнӑ май ҫӑварӗнчи чикарккине ывҫипе хупласа ӗмет.

Митька, покашливая, скрипел сапогами у калитки, курил в горсть.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл ҫӑварӗнчи чикарккине, халиччен курман пек, ӑнтӑхса ӗмет, ҫине-ҫинех сӑмсине шӑнкартса, пӳрнисене шинелӗн сулахай арки ҫумпе шӑлать.

Он жадно курил, часто сморкался, вытирая пальцы о наружную сторону левой полы шинели.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Нӳрӗ чӑлхисене пичурка ҫине ҫакрӗ, сехетне ячӗ, ҫӑварӗнчи пирусне туртса ярса, вырӑн ҫине майлашса выртрӗ.

Сырые чулки повесил на печурку, завел часы и, выкурив папироску, лег.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук, тутине ункӑлантарса, ҫӑварӗнчи тӗтӗме чӗлхи вӗҫӗпе тӗртсе кӑларчӗ те чикаркка тӗпне ҫӗре пӑрахрӗ.

Бунчук, округляя рот, вытолкнул языком клубочек дыма, бросил окурок.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Прохор, ҫӑварӗнчи ҫыртӑкне чӑмласа, картишне чупса тухрӗ.

Прохор, прожевывая кусок, мотнулся во двор.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл сӗтел хушшинче ларакан ҫынсем ҫине пӳлӗнчӗклӗн пӑхса илчӗ те, ҫӑварӗнчи ҫӑкӑрне чӑмлакаласа, шӑпах пулчӗ.

Он растерянно оглядел сидевших за столом и, пожевав губами, замолк.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Старик ҫӑварӗнчи чӑмласа ярайман татӑкне ҫап-ҫара шӑл тунисем хушшинче мӗкӗлтеттеркелерӗ те, Гришака ҫине сӳннӗ куҫӗсемпе пӑхса илсе, пуҫне сулчӗ.

Старик потухшими глазами глядел на деда Гришаку, катая по голым деснам непрожеванный кусок, кивал головой.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑравҫӑлӑхпа чӑтӑмсӑрлӑх кӑварӗ ҫӑткӑннӑн ҫуласа илчӗ унӑн питне, типӗтрӗ ҫӑварӗнчи сурчӑкне.

Огонь страха и нетерпения жадно лизал ей лицо, сушил во рту слюну.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑш чухне пехота иртсе кайнӑ, вара салтаксем калаҫни ҫав тери ҫывӑхра илтӗннӗ — алла тӑсас пулсан нимӗҫе ярса тытассӑн, нимӗҫ пит-куҫне пырса перӗнессӗн, нимӗҫ ҫӑварӗнчи сигарет кӑварӗпе алла пӗҫерттерессӗн туйӑннӑ.

Иногда проходила пехота, и разговоры солдат слышны были так близко, что казалось — стоит протянуть руку, и ты поймаешь немца, уткнешься в немецкое лицо, обожжешься об огонек немецкой сигареты.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Ҫӑварӗнчи асаплантаракан типӗлӗх кӑшт иртсе кайсан, Володя каллех итлеме пуҫларӗ.

Когда мучительная сухость во рту немного прошла, Володя опять прислушался.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Савнӑ тусшӑн хӑлха алки те шел мар, — ҫӑварӗнчи тусана сурса, ответлерӗ Жученков.

— Для милого дружка и сережку из ушка! — отвечал Жученков, сплевывая набившуюся ему в рот пыль.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ачасен ҫӑварӗнчи чӑмласа пӗтереймен пончиксем пырӗсене урлӑ ларчӗҫ.

У мальчиков застряли во рту непрожеванные пончики.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех