Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырусене (тĕпĕ: ҫыру) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эппин халех ҫав кансӗрлеме пултаракан ҫырусене унран мӗнле те пулин илӗртсе илмелле.

И он решил теперь же выманить у нее эти компрометирующие письма.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫырусене ҫыракансем иккӗш те, паллах, хӑйсем тӳссе ирттернӗ хуйхӑ-суйхӑн вӑйне пӗр-пӗрин умӗнче чакарма тӑрӑшнӑ — о, ҫынсем питӗ чее вӗсем!

Оба корреспондента, конечно, старались уменьшить друг перед другом силу тяжелых потрясений, которые были ими испытаны, — о, эти люди очень хитры!

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ку ҫырусене вулакан тупӑнаймасран шикленетӗп-ха эп, — терӗ секретарь, аллине сулса.

— Боюсь, что на такие вещи не найдешь читателя, — сказал писарь, махнув рукой.

Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.

Вӗсем йывӑҫсем хушшине тухрӗҫ, тӑрӑхла сак ҫине ларса ҫырусене пӑхма пуҫларӗҫ.

Они вышли на сквер, сели на скамейку и принялись рассматривать письма.

10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ илнӗ ҫырусене эсӗ ҫырнӑ пуль эппин?

— Так это твои письма были?

7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Дачӑра чухне ҫакӑн пек ҫырусене йӑлтах ун патӗнчен илсе килетчӗҫ, — хӑйӗннех каларӗ Захар.

— На даче всё такие письма от нее носили, — твердил свое Захар.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл ирӗксӗрех ҫак шухӑшпа килӗшрӗ: тепри пулсан — пур ҫырусене те ҫырӗччӗ, унӑн который, что сӑмахсем юнашар пулмӗччӗҫ; тепри пулсан — ҫӗнӗ хваттере те куҫӗччӗ, плана та пурнӑҫлӗччӗ, яла та кайса килӗччӗ…

Он должен был признать, что другой успел бы написать все письма, так что который и что ни разу не столкнулись бы между собою, другой и переехал бы на новую квартиру, и план исполнил бы, и в деревню съездил бы…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эсӗ ху каяс тенӗ ҫӗре кай, эпӗ Иван Алексеевичпа ҫав ҫырусене пурне те ҫыратӑп та хӑвӑртрах план ҫырса хума тӑрӑшатӑп: пӗрре ҫырнӑ чух йӑлтах тӑвас пулать ӗнтӗ.

— Ты иди с Богом, куда хотел, а я вот с Иваном Алексеевичем напишу все эти письма да постараюсь поскорей набросать на бумагу план-то свой: уж кстати заодно делать…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Флемстид патне янӑ ҫырусене Англири Наукӑсен академине илсе килеҫҫӗ те 1835 ҫулта пысӑк мар тиражпа пичетлесе кӑлараҫҫӗ.

Письма доставили в английскую Академию наук, и в 1835 году их издали небольшим тиражом.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫакӑн йышши ҫырусене Алексей Николаевич пысӑк вырӑнта ӗҫлекен ытти нумай ҫын патне те янӑ, Костенкона ҫӑлас тесе хӑйӗн мӗнпур авторитечӗпе, витӗмӗпе усӑ курнӑ.

Примерно такие же письма Алексей Николаевич послал и другим высокопоставленным лицам, он употребил весь свой авторитет и влияние, чтобы выручить Костенко.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Итлерӗ вара вӑл мана, следователехчӗ те-ха вӑл, анчах тахҫан хамӑр тата ҫурхи шывпа юхса килнӗ ҫырусене манпа пӗрле пӑхса тухакан следовательччӗ, манпа пӗрле вӑл учительсене, врачсене, партире ӗҫлекенсене катари ненецсен районӗсене ӗҫлеме яраканни пулса тӑчӗ.

Она слушала меня, и хотя это был по-прежнему следователь, но следователь, который вместе со мной разбирал письма, некогда занесённые на двор половодьем, и вместе со мной делал выписки из полярных путешествий, и вместе со мной перебрасывал учителей, врачей, партработников в глухие ненецкие районы.

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чугун ҫул ҫыхӑнӑвӗ Ленинградпа ҫукчӗ, ҫапах та ҫырусене самолетпа ҫитеретчӗҫ, ҫавӑнпа эпӗ хам ҫырусем мӗншӗн ҫитменнине ниепле ӑнкарса илеймерӗм.

Железнодорожной связи с Ленинградом не было, но всё же письма доставлялись на самолётах, и я не мог понять, почему не доходят мои.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗлӗк эпӗ Саньӑпа тӗл пулнӑ кунсене числопах астуса тӑраттӑм, халӗ те акӑ, унран килекен ҫырусене хӑш кун илнине астуса тӑракан пултӑм.

Как прежде я помнила по числам все наши встречи с Саней, так теперь я запомнила, и, кажется, навсегда, те дни, когда получала от него письма.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав ҫырусем урлӑ вӑл та ман ҫырусене вӑхӑтра илнине пӗлетӗп.

Судя по этим письмам, он аккуратно получает мои.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн юлашки ҫырусене Саня илеймен иккен, «Пахтусов» ҫинчен те вӑл пӗр хыпар-хӑнар та илтмен, ҫавӑ Маточкин Шар урлӑ каясси ҫинчен сӑмах пӗтерсе ҫеҫ хунӑччӗ-ха; «Пахтусов» унтан вара Ҫурҫӗр Ҫӗрӗ хӗррипе ҫаврӑнса Ляховский утравӗсем патнелле каймаллаччӗ.

Мои последние письма не дошли до него, и он не знал новостей о «Пахтусове», который — это только что было решено — пойдёт через Маточкин Шар, а потом, обогнув Северную Землю, направится к Ляховским островам.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах темшӗн эпӗ ҫав ҫырусене вутта пӑрахса ҫунтарасран хӑраттӑм; ӑҫта килчӗ унта выртса таптанатчӗҫ вӗсем, ирӗксӗрех вӗсем ман тӗле килетчӗҫ те, сивлек кӑмӑлпа пӑхса илеттӗм вӗсем ҫине.

Но мне почему-то было страшно жечь эти письма; они валялись где попало, я невольно натыкалась на них — и отдёргивала руку.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанласа ҫав ҫырусене вулаттӑм эпӗ, унтан конвертне уҫса пӑхмасӑрах каялла яраттӑм, пыра-киле вулами те, каялла ями те пултӑм.

Сперва я читала эти письма, потом стала возвращать нераспечатанными, а потом перестала читать и возвращать.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Астӑватӑр-и эсир эпе Ленинградра чухне иксӗмӗр хире-хирӗҫ янӑ ҫырусене?

— Помните ли вы те письма, которыми мы обменялись, когда я ещё был в Ленинграде?

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ эсир питрен персе панӑ ҫырусене вуламӑп.

 — Я не стану читать эти письма, которые, вы бросили мне в лицо.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллах ӗнтӗ, эпӗ ҫырусене пуҫтарса тӑмарӑм.

Понятно, я не стал собирать эти письма,

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех