Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырмалла (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Манӑн малтанхи протокол ҫырмалла.

— Я обязан составить предварительный протокол.

XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Кӑшт калаҫкаласа ларнӑ хыҫҫӑн: — Ҫап-ҫамрӑк-ха эсӗ, ҫапах политикӑпа кӑсӑкланатӑн, юрату ҫинчен ҫырмалла санӑн, — тесе сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Ӑҫта ҫырмалла?

Куда писать?

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Спангид алӑ ҫапса йышӑнни ҫапларах: унӑн «паллӑ мар ҫӗрте» вӑранса кайнӑ, «ӑҫта» иккенне пӗлнӗ ҫыннӑн шухӑш-кӑмӑлӗ пирки реклама статйи ҫырмалла — фотографисемпе, автор портречӗпе тата фирма ҫурт-йӗрӗн ӳкерчӗкӗсемпе пӗрле; ҫак статьян чи йышлӑ сарӑлакан «Самана» журналта тӳлевсӗр пичетленмелле — ҫакӑн тӑкакне Томпсон хӑй саплаштарать.

Спангид обязывался написать рекламную статью о своих впечатлениях человека, очнувшегося «неизвестно где» и узнавшего — «где». С приложением фотографий, портрета автора и снимков зданий фирмы эта статья должна была появиться бесплатно в самом распространенном журнале «Эпоха», что брался сделать Томпсон.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.

— Пӗчӗкрен ҫырмалла! - кӑшкӑрчӗҫ сулахайра ларакансем те.

— С маленькой писать! — кричали даже те, кто сидел слева.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Тен, Микулай патшана та пысӑк саспаллипе пуҫласа ҫырмалла пуль тата?

— Может, скажешь, что и царя Николая нужно писать с большой буквы?

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Рабочисене кунта асӑнма та кирлӗ мар, — терӗ Витька, — хушамата ӑна пурпӗрех пысӑкран ҫырмалла.

— Рабочие здесь ни при чем, — сказал Витька, — если фамилия, значит, нужно с большой.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Паллӑ ӗнтӗ, — «Революци» тесе ҫырмалла.

— Известно что: «Да здравствует революция!»

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

 — Ҫырмалла, ҫырмалла, ҫырмалла.

 — Писать, писать, писать.

4 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Рекламӑсене чи лайӑх, чи ҫутӑ сӑрсемпе ҫырмалла.

Рекламы следует писать самыми лучшими, яркими красками.

Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.

Унта, аслӑ столовӑйра, алӑк патӗнче тӑратӑп, студентсене «кӗнеке ҫине ҫырмалла» е «укҫана алла илмелле» булкӑсем туянтаратӑп, — тӑнӑ ҫӗрех вӗсем Толстой ҫинчен тавлашнине итлетӗп; академири профессорсенчен пӗри — Гусев — Лев Толстойӑн ҫав тери хаяр тӑшманӗ.

Там, в обширной столовой, стою у двери, снабжая студентов булками «на книжку» и «за наличный расчет», — стою и слушаю их споры о Толстом; — один из профессоров академии — Гусев — яростный враг Льва Толстого.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Тӳрех тасан ҫырмалла мар вӗт.

Не прямо же набело писать.

Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.

Кӗрешмелӗх пур ҫав илемшӗн — уншӑн, чун-чӗрен пӗтӗм вӑй-халне парса, наукӑри хальччен уҫманнине уҫмалла (ҫав вӑхӑтрах, чапа тухас, теме те ҫылӑх мар), сӑвӑсем ҫырмалла, чи ҫӳллӗ трамплинсем ҫинчен, «мӗн пулать, мӗн килет» тесе, — йӗлтӗрпе-и, йӗлтӗрсӗрех-и — сикмелле!

Ради этого блеска стоит бороться, биться головой об стенку, делать научные открытия и глупости, зарабатывать, помимо всего прочего славу, писать стихи и очертя голову бросаться с самых высоких трамплинов хоть на лыжах, хоть — без.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

— Ван карчӑка ӑҫта ҫырмалла?.. — шухӑшласа ыйтрӗ Чу.

— К какому же старуху Ван причислить?.. — задумался Чу.

ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Манӑн ҫырусем ҫырмалла мар, ӗҫлемелле пулнӑ.

— Я должен был работать, а не письма писать.

XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эрнекун унӑн вырсарни валли фельетон ҫырмалла пулнӑ.

В пятницу он должен был писать воскресный фельетон.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Чжоу Ли-бон «Ҫил-тӑвӑл» романа ҫав тери васкаса ҫырмалла пулнӑ: вӑхӑчӗ пулман.

Нельзя не пожалеть о том, что Чжоу Ли-бо не имел возможности уделить работе над романом достаточно времени.

Умсӑмах // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 3–12 с.

Костя, экспедицие каяс шухӑшпа, ҫав обществӑна ҫырӑнас тенӗччӗ, анчах унта ҫырӑнма малтан истори енӗпе пӗр ӗҫ ҫырмалла, Костя вара ҫырасшӑн пулмарӗ.

Костя подумывал было вступить в это общество, чтобы ехать в экспедицию, но для этого нужно было написать историческую работу, а писать Костя не захотел.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Ӑна тир тавраш тӑхӑнтарса мар, ҫунатлӑ туса ҫырмалла

— Его надо не в овчине писать, а с крыльями…

XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Чалӑш-чӗлӗш те тикӗс мар ҫырӑннӑран ҫак икӗ сӑмаха эпӗ тепӗр хут ҫырмалла мар-ши тесе чылайччен шухӑшларӑм тата, ҫурса пӑрахнӑ расписанипе япӑх ҫырӑннӑ сӑмахсем ҫине пӑхса, вӑрахчен асаплантӑм.

Эти два слова были написаны так криво и неровно, что я долго думал: не переписать ли? и долго мучился, глядя на разорванное расписание и это уродливое заглавие.

V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех