Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырмалла (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр чухне, чӑнах та, тӳре-шара патне пустуй ҫыру ҫырмалла мар пуль.

Куҫарса пулӑш

Юсас вырӑнне тӑпӑлтарса кайнӑ // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/254

— Мӗн ҫинчен ҫырмалла, кала часрах! — терӗм ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

— Мӗн йышшине ҫырмалла санӑн — макӑртмаллине-и, ахӑртмаллине-и?

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Мӗншӗн ҫырмалла мар вара ҫавсем ҫинчен пӗр лайӑх поэма?

Куҫарса пулӑш

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Пӗррехинче ҫапла вӑл виҫӗ кӗтеслӗ ҫыру ҫине адрес тӗрлесе хучӗ те: «Акӑ каллех кун иртсе кайрӗ, вӑхӑт хӑвӑрт ирттерме ҫыру ҫеҫ ҫырмалла иккен», — текелесе, кравать айӗнчи костыльсене илме пӗшкӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫапла тума сӗнчӗ редактор: стройкӑна тепре каймалла та бригадӑри лару-тӑрӑва тӗплӗ пӗлсе ҫитмелле, вара бригада ӗҫне тӗрӗс хак паракан, конфликт сӑлтавӗсене уҫса кӑтартакан статья ҫырмалла.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ак мӗнле ҫынсем ҫинчен хытӑ ҫырмалла!

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Маша мӗн пулсан та пуласлӑхри хӑйсене ҫыру ҫырмалла терӗ, мӗншӗн тесен мулне вӗсем вунӑ е ҫирӗм ҫултан ҫеҫ уҫӗҫ.

Маша сказала, что во что бы то ни стало им нужно написать письмо для будущих себя, так как сокровище они откроют только через десять или двадцать лет.

Мул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/621

Унӑн ҫырмалла.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Пурнӑҫ курки» ҫинчен вара хӑвӑнах ҫырмалла, хӑвӑнах!

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шухӑш шыв пек юхса пынӑ чух — ҫырмалла, ҫырмалла

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

…Автобус чӳречинчен пӑхкаласа кӗрхи кун илемӗпе киленсе пыракан Таранов канӑҫсӑррӑн йӑшӑлтатса илчӗ: пӑх-халӗ, «Пурнӑҫ курки» юрӑ хӗн курни ҫинчен унӑн статья ҫырмалла иккен, унӑн!

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫавӑн ҫинчен нумайрах ҫырмалла, вӑт лайӑх вара!

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кашни ҫыннӑн ҫырмалла «Ҫӗнтерӳ диктантне», мӗншӗн тесен кашни ҫыннӑн историне пӗлмелле».

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Шӑп та зонтик тытнӑ хӗрача ӳкерчӗкӗ айне кӑвак ручкӑпа пысӑккӑн ҫырмалла терӗ.

Синей ручкой крупными буквами прямо рядом с девочкой под зонтиком.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Унӑн Зотов Степан ҫинчен очерк ҫырмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Эпӗ пӗр япалана кӑна пӗлетӗп, пӗр япалана кӑна ӗмӗтленетӗп: манӑн чаплӑ та ӑслӑ произведенисем ҫырмалла, этем шухӑш-кӑмӑлне, ун чун-чӗрине сӑнама вӗренмелле.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Пӗлеттӗм: тарӑн шухӑшлӑ, ҫулӑмлӑ япала ҫырмалла: повесть-и вӑл, роман-и — пурпӗрех, анчах шухӑшсем сапаланчӑкчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Чӑваш чӗлхи законӗсем ҫине вырӑс чӗлхе законӗсене шута илсе пӑхни, ҫав законсен картне лартма тӑрӑшни грамматика ҫырмалла выляни пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Территорипе пӳлӗмсене тирпейлесси пирки ӗҫ килӗшӗвӗнче пур ҫынна канмалли кунсенче субботнике явӑҫтарсан, ун ячӗпе ӗҫе тухать тесе хут ҫырмалла, уншӑн сахалтан та икӗ хут пысӑкрах тӳлемелле.

Куҫарса пулӑш

Тавралӑха тирпейлес тесен // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех