Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыравҫӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫыравҫӑ (тĕпĕ: ҫыравҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑюллӑ та никамран хӑраман фронтовик корреспондент, ҫыравҫӑ тата поэт республикӑра ӗҫлесе пурӑнакан тӳресемпе пуҫлӑхсемшӗн «уяр кунти аслати» пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

— Иван Яковлевич, сӑвӑҫ та, ҫыравҫӑ та — художник.

- Иван Яковлевич, и поэт, и писатель - художник.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Пӗр паллӑ ҫыравҫӑ каланӑ пек, харкам хӑй халӑхӗн йӑлисене пӗлни вӑл – Тӑван ҫӗршыва, нацие юратни.

Куҫарса пулӑш

Уяв // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Вӗсен йышӗнче – Раиса Сарпи поэтесса, Чаканарти Николай Фомиряков таврапӗлӳҫӗ, Виталий Яковлев ӳнерҫӗ, Геннадий Федотов ҫыравҫӑ

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Юмаха чӑваш чӗлхине РФ Писательсен союзӗн членӗ Николай Теветкел ҫыравҫӑ куҫарнӑ.

Сказку на чувашский язык переводил член союза журналистов Писателей РФ Николай Теветкел.

Чӑвашла тата вырӑсла «Айболит» // Ольга ФЕДОРОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Вӗсен шутӗнче Ярмулайӗнче ҫуралнӑ‚ халӗ Ӗпхӳ район администрацинче вӑй хуракан Валерий Сидоров (вӑл чылай ҫул хушши Пушкӑртстанри чӑвашсен Канашне ертсе пычӗ)‚ Марина Прохорова поэтесса‚ Рудольф Илькелри ҫыравҫӑ тата «Урал сасси» хаҫатӑн ҫывӑх тусӗ Зоя Колесникова пулчӗҫ.

В их числе уроженец Ермолкино, ныне работающий в администрации Уфимского района Валерий Сидоров (он долгое время был руководителем Канаша чавашей Башкортостана), поэтесса Марина Прохорова, писатель Рудольф Илькелри и близкий друг газеты "Урал сасси" Зоя Колесникова.

Ярмулай ялне — 250 ҫул // Рудольф ПАВЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

«Хавалӑн» кӑҫалхи хӑнисем: Георгий Фомиряков ӳнерҫӗ, Федоринчик Арчем чӗлхеҫӗ, Марина Карягина ҫыравҫӑ, Эктор Алос-и-Фонт социолингвист, ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов, Айрат Тухватуллин историк, Сантӑр Савкилта чӗлхеҫӗ, Эдуард Фомин чӗлхеҫӗ, Игорь Улангин ӳнерҫӗ, «Ирӗклӗх» перлӗх пайташӗ Дмитрий Степанов.

Гости "Хавала" нынешнего года: искусствовед Георгий Фомиряков, лингвист Федоринчик Арчем, писатель Марина Карягина, социолингвист Эктор Алос-и-Фонт, Президент ЧНК Николай Угаслов, историк Айрат Тухватуллин, языковед Сандр Савкилта, лингвист Эдуард Фомин, искусствовед Игорь Улангин, член сообщества "Свобода" Дмитрий Степанов.

«Хавал» уйлӑхӗн программи паллӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12748.html

Юлашкинчен ачасем ҫыравҫӑ юмахӗсем тӑрӑх ӳкерчӗксем турӗҫ.

В конце праздника дети создавали рисунки по мотивам сказок писателя.

Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // З.ГРИГОРЬЕВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Ҫавӑн чухне ачасем ҫыравҫӑ ҫырнӑ произведенисем тӑрӑх ӳкернӗ мультфильмсем курчӗҫ, Александр Сергеевич ҫинчен аса илчӗҫ, унӑн кӗнекисемпе паллашрӗҫ.

Тогда дети смотрели мультфильмы по произведениям писателя, рассказывали о Александре Сергеевиче, знакомились его книгами.

Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // З.ГРИГОРЬЕВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

«Ӑшӑ варкӑш» ум статьяра Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ҫапла ҫырать: «Ачасен чун туртӑмне, кӑмӑл-туйӑмне питӗ аван туять ҫыравҫӑ. Ӑна вӑл кӗслеҫӗ хӗлӗхсене ҫепӗҫ пӳрнисемпе асамлӑн перӗнсе пире тыткӑнлакан сасӑ кӑларнӑ пек чӗрӗ те сӑнарлӑ чӗлхепе ҫырса кӑтартать. Альбина Исемпин чӗлхе ӳнерӗ, ман шутпа, хӑй ятарлӑ тӗпчеве тивӗҫлӗ. Ача-пӑча калаҫӑвӗнчи ҫӗнӗ сӑмахтӑваслӑх та, сӑнарлӑха палӑртаслӑх та ун пуплевӗнче шыв юхнӑ пекех ҫыпӑҫуллӑн та ҫыхӑнуллӑн пулса пыраҫҫӗ, чуна тыткӑнлаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ, Куславкка районӗсенчи шкулсенче ӗҫленӗ пулас ҫыравҫӑ.

После окончания Чувашского государственного университета будущая писательница работала в школах Цивильского, Козловского районов.

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Иван Малкай ҫыравҫӑ хваттерӗнче юлашки хут тӗл пулнӑ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Пьесӑна пӗрремӗш хут 40 ҫул каялла Леонид Родионов режиссер лартнӑ, ӑна Хветӗр Агивер ҫыравҫӑ куҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вампилов пьесисем кивелмеҫҫӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

- Ҫыравҫӑ паянхи кӑткӑс та ҫӑмӑл мар пурнӑҫа тӗрлӗ енлӗ тулли те витӗмлӗ сӑнарланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫыравҫӑсемпе тӗл пулнӑ // В.БОРОВКОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫыравҫӑ валли калас тенӗ тарӑн шухӑша уҫса пама ҫӗр пин сӑмах пур, анчах композитор валли пӗтӗм халӑх чунне хускатмалли кӗвӗ хайлама ҫичӗ нота кӑна ҫирӗпленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

- Тӗрӗсрех каласан, манӑн чунра ачаранах хам мӗн шутлани, курни-илтни ҫинчен ыттисене каласа парас туйӑм вӑраннӑ, - калаҫӑва малалла тӑсать паянхи талантлӑ ҫыравҫӑ тата пултаруллӑ ертӳҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫав тавлашу ҫинчен каярахпа Валерий Петровича хӑйне систертӗм те кӗскен ҫеҫ ҫапла хуравларӗ: «Шалта, амӑш варӗнче чӑмӑртаннӑ чӑн талант пулмасан никам та ӑста ҫыравҫӑ, чӑн-чӑн специалист е вӑйлӑ шухӑшлавҫӑ пулаймасть, - пусӑмлӑн палӑртрӗ вӑл. - Ҫав вӑхӑтрах тарӑн, пахалӑхлӑ пӗлӳ витӗмлӗхӗ кирек камшӑн та капашсӑр пысӑк. Вӑл - ҫыннӑн шухӑшлавне тата аталану анлӑшне вӗҫӗмсӗр ӳсме хускатакан тата тӗртсе пыракан чи хӑватлӑ вӑй».

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Вӗсенчен 4-шӗ - инструктор, 24-шӗ - ҫыравҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫыравҫӑсене планшетпа тивӗҫтереҫҫӗ // Н.ВОРОНОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Вӗсенчен 11-шӗ инструкторта тӑрӑшнӑ, 68-шӗ ҫыравҫӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫыравҫӑсене планшетпа тивӗҫтереҫҫӗ // Н.ВОРОНОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ҫакӑнтах ҫыравҫӑ Кинчерте ҫуралса ӳснӗ А.Святскова, кӗнеке кӑларас ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑскере, Чӑваш Республикин Писательсен Союзне илни ҫинчен пӗлтерекен йышӑнӑвне вуласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех