Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынсен (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсен хушшипе вӑл хӗрарӑм патне васкарӗ.

Растолкав людей, он поспешил к женщине.

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Юр ӑшӗнче чакаланакан Янтул хайне пӗр саманта ҫак ҫынсен куҫӗпе курчӗ те тарӑхас мар тенӗ ҫӗртен тарӑхса кайрӗ.

Копошащийся в снегу Яндул взглянул на себя глазами этих людей и страшно разозлился.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑйпе ҫывӑх пулнӑшӑн пӗрле ӗҫленӗ ҫынсен кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр тесе вӗсемпе сиввӗн калаҫкаларӗ Янтул.

Чтобы работающим рядом с ним людям не пришлось потом худо, Яндул разговаривает с ними нарочито холодно.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Санӑн ҫынсен умӗнче ҫӗрулми ҫисе сухална шӑлкаласа лармалла ҫеҫ тет.

А ты перед ними будешь уплетать эту картошку, хвалить и бороду потирать.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫынсен чунне пусса тӑрасшӑн вӑл кӗҫҫе пит Салакайӑк.

Еще пытается и людские души купить, этот мерзавец Салагаик.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Аван-и! — вырӑс йӑлипе килнӗ ҫынсен аллисене тытса чӑмӑртарӗ Ухтиван.

— Здравствуйте! — Ухтиван по русскому обычаю крепко пожал пришедшим руки.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗре, ӗлӗкхилле, ҫынсен умӗнчех кулкаласа ыталама тӑчӗ те вӑл, лешӗ куҫне сиввен ялкӑштарса ун аллине сирсе хучӗ.

как бывало прежде, то был отринут ею таким холодным взглядом, что съежился.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫывӑх ҫынсен ӗҫӗсемпе кӑсӑкланӑр Эрне варринче правилӑсене пӑсмалла мар - вара пур ҫӗрте те ӑнӑҫу пулӗ.

Проявите искренний и активный интерес к делам близких людей. В середине недели важно не нарушать никаких правил, тогда и удача будет вам сопутствовать практически во всем.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑй мӗнле ҫын иккенне, чӑвашла мӗнле калаҫнине ҫынсен питӗнче «вулать» Ваҫук.

Что он собой представляет, какое впечатление производит на людей — Вазюк читал по лицам.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кур-ха эсӗ: ытти лашасем ӗҫ хыҫҫӑн курӑк ҫисе ҫӳреҫҫӗ, куна ҫӑва ҫине кайса хупнӑ, ҫынсен темле йӑлине пула унӑн выҫӑ хӑрӑнса вилмелле иккен.

Все лошади после трудового дня идут в луга, щиплют траву, а эту заперли на кладбище: видишь ли, из-за каких-то диких обычаев она должна гибнуть от голода!

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫынсен куҫне уҫакан.

Открывает на них глаза людям.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ҫӑмламасси» темле ют сурӑх пуль ӗнтӗ, ҫынсен пӳрт умӗсем тӑрӑх ҫавӑ тустарса ҫӳрет тесе шухӑшласа выртать Янтул.

«Лохматая» — это, наверно, чужая овца, носится вдоль по улице и пугает всех», — думает Яндул.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепри сан вырӑнта ҫынсен пуҫӗ тӑрринчен анмӗччӗ, эсӗ ҫӗрте нӑйкӑшса ларатӑн.

Другой бы на твоем месте оседлал всех и не слезал бы, а ты только ноешь и ноешь…

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ҫынсен упӑшкисем йӳнеҫме пӗлеҫҫӗ, эсӗ пире тип ҫӑкӑрпа усратӑн…»

«Чужие мужья умеют как-то выкручиваться, а ты на воде да хлебе семью держишь!..»

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эрехне вӑл ҫынсен куҫӗ умӗнчех хӑйӗн савӑтне каялла ярать те ҫавӑнтах ӑна тепӗр хут сутать.

Хозяин с охотой все это принимает, но водку не пьет, а тут же продает ее заново.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫынсен хӑлхисем шӑтӑк, ӑнланма пултараҫҫӗ.

— Вон тут сколько ушей-то.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Аса илтерер: паян Красноармейски районӗнчи Кивӗ Йӗкӗт ялӗнче ҫил пӗр ҫынсен теплицине йӑтса кӳршисем патне вӗҫтерсе кайнӑ.

Напомним: сегодня в деревне Старые Игити Красноармейского района в одном из хозяйств ветер унес теплицу на соседний участок.

Шӑмӑршӑра ҫил шыв башнине ӳкернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33434.html

Хӑвӑр тата хӑвӑр ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗ ҫине тимлӗх уйӑрма тӑрӑшӑр.

Куҫарса пулӑш

Компьютер хӑрушсӑрлӑхӗ… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%ba%d0%b ... ba%d1%85e/

Анчах чи хӑрушӑ сӑлтав вара куҫ умӗнчех, вӑл — ҫынсен тимсӗрлӗхӗпе ҫӑмӑлттайлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи кирли – асӑрханулӑх // В.Давыдов. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%87%d0%b ... bba%d1%85/

Ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшасси партин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен сывлӑхӗ – чи кирли // Ю.Михайлов. http://kasalen.ru/2022/09/02/c%d1%8b%d0% ... %bb%d0%b8/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех