Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынсен (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кабир вӑл сӗннӗ ҫӗре ларчӗ те пӗр-пӗрин патне сайра ҫӳрекен ҫынсен йӑлипе йӗри-тавралла пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑш таран ӗненмелле ҫынсен сӑмахне, хӑш таран ӗненмесӗр тӑмалла?

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫынсен ҫӗрӗсем сӑртлӑрах пулӗ, пирӗн юрӗ ытларах выртать.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пурте сан пек пуян мар ҫав, — кӑмӑлсӑррӑн калать Олимпиада Осиповна, — санӑн авӑ машина пур, ҫынсен ҫук, ирӗксӗрех пуҫҫапма лекет.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анна Ивановна ҫынсен куҫӗ умӗнчех сӑнран улшӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пирӗн ҫумра ҫынсен нимӗн ӗҫ те ҫук.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫынсен ӑнланӑвӗ пысӑк иккен, вӗсем, темле йывӑр пулсан та, колхозри ӗҫрен пӑрӑнмаҫҫӗ, вӑйпитти арҫынсемсӗрех килхуҫалӑхне илсе пыма та, колхоз ӗҫне тума та ӗлкӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗн уҫать-ши ҫынсен кӑмӑлне — янкӑр уяр ҫанталӑкпа улӑх илемӗ-и е пӗрлешӳллӗ ӗҫӗн савӑнӑҫӗ — кашни утӑмра хаваслӑ кӑмӑл вылянине куратӑн.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр тесен, вӑл кирлӗ те мар, унсӑрӑнах кунта чуна хускатакан чӗрене кӑмӑллӑн кӑтӑклакан мӗнпур кӗвӗ пур, унсӑрӑнах кунта ҫынсен савӑнӑҫӗ чурана ытлашши ярса тултарнӑ кӑпӑклӑ сӑра пек тӑкӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Алексей курчӗ, Укахви унран Сантӑр пирки татах та ыйтса пӗлесшӗн, анчах, ҫынсен кӑмӑлӗ хуҫӑлнине сиссе, нимӗн те шарламасть.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑна ӗнтӗ пирӗн, ват ҫынсен, пӗлмеллех…

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫран пӑхсах паллӑ, — ҫынсен ӑстӑнӗнче халь Сталинград ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Калуш шухӑшӗ мар халӗ ҫынсен

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта та ҫынсен аллисем ҫӗкленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ҫынсем ҫине пӑхать те курать: лере алӑ ҫупни ытларах кӗрленӗ майӗн кунти ҫынсен куҫӗсем ытларах ялтӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Стариксем курчӗҫ, лутрарах кӑна, анчах пӗвӗпе тӗреклӗ тутар ачи, Садыков, ушкӑн варрине тухса пиҫиххине тӳрлетсе илчӗ, шӑмшакӗпе сатуррӑн ҫӳлелле ҫӗкленчӗ, вара, нӳрлӗ хӑйӑра тӗшӗрсе, ҫынсен умӗпе хӑвӑрт-хӑвӑрт утса ҫаврӑнчӗ, ҫавӑнтах купӑсҫӑ умне чарӑнса пӗр-икӗ хутчен урипе ҫӗр ҫине тапрӗ те кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑнпа йӑлӑннӑ та вӗсем Левентее: уҫса пар эртеле ҫӗнӗрен, ӑнлан ват ҫынсен кӑмӑлне, тесе.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫре Ятман яланах Куҫмана кирлӗ пек тӗплӗ пулнӑ, ҫынсемпе кӑшкӑрса мар, хӑшпӗрисем пек ҫӑвар вылятса та мар, ӗҫлӗ калаҫнӑ, вӑл ҫынсен кӑмӑлне никамран лайӑх пӗлсе тӑнӑ, ҫавӑнпа та кашни ҫын валли унӑй хӑйне уйрӑм сӑмах тупӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Нихҫан алӑ тытман хӗр ҫынсен умӗнчех алӑ тытрӗ, ҫитменнине тата хӑйпе калаҫма чӗнет.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗнер вӑл пухура ашшӗ каланине те, ытти ҫынсен сӑмахӗсене те ним шухӑшсӑр итлесе ларчӗ, паян акӑ ӑна кунӗпех тем ҫитмен пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех