Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынсен (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ҫулсеренех ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ҫӗршер те пиншер ҫынсен пурнӑҫне татнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ара, Михаил Степанович каларӗ-ҫке, ҫитӗннӗ ҫынсен ҫурри ытла хирӗҫле сасӑламалла, вара чиркӗве тин хупма пулать терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Астӑвӑр, ачамсем, эсир ялта ятлӑ-сумлӑ ҫынсен ачисем, — терӗ те старик, учитель енне ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантра Сахарпа Петӗр тухрӗҫ, калаҫкаланӑ май килнӗ ҫынсен ҫийӗсенчи тӑлӑпӗсене хывса ҫуна ҫине хучӗҫ, Ивана шаккаса тасатма хушса, лешсене пӳртелле ҫавӑтса кӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫынсен ачисем, авӑ, куратӑп эпӗ, кунӗ-кунӗпе урам тӑрӑх йытӑ хӑвалаҫҫӗ те, ҫӗрле пулсан, ют пахчана вӑрра каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Атя, кӗрер эппин. йӑлтах йӗркипе каласа пар. — терӗ вӑл, унтан ҫынсен умӗнчех ӑна ӑшшӑн лӑпкаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫуртсемпе тырӑ капанӗ ҫинче тулли витресем тытнӑ ҫынсен хисепӗ ӳссех пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳрт тӑрринчи ҫынсен чунӗсем ура тупаннех ҫитрӗҫ пулас, самантлӑха сӑмах чӗнеймесӗр шак хытса тӑчӗҫ, тинех пӗтрӗмӗр терӗҫ-тӗр ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Александр Николаевич Никитин ертсе пынипе, акӑ, паллӑ ҫынсен карттине те хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑс-хакӑлпа шухӑшлав виҫесӗр пулсан... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10984-s- ... s-r-pulsan

Ҫынсен опычӗпе паллашма пӗртӑвансем вӑйлӑ хуҫалӑхсене, ют ҫӗршывсене ҫитсе кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейне тӑван тӑрӑхра тупнӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11307-te ... -khra-tupn

Ӗҫлекен ҫынсен шучӗ 800-тен иртет.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Вӑл хӑйӗн тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫынсен шанӑҫне тӳрре кӑларать.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑн» ытамӗнче // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11312-si ... -ytam-nche

Ку вӑл – Чӑваш енри ҫынсен пӗр пайне, запасра тӑракан ҫынсен тата ҫар-учет специальноҫӗ пуррисене, мобилизацилесси; ҫар комиссариатне логистика тӗлӗшӗнчен пулӑшасси; ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнакан граждансене пулӑшасси.

Куҫарса пулӑш

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Ку лару-тӑрура ҫак йышӑну кирлӗ тесе шутлатӑп: Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме, хамӑрӑн халӑхӑн тата ирӗке кӑларнӑ территорисенчи ҫынсен хӑрушсӑрлӑхне сыхласа хӑварма Миноборона тата Генеральнӑй штаб сӗнӗвӗпе – тулли мар мобилизаци йӗркелессипе – килӗшмелле.

Куҫарса пулӑш

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Кирек мӗнле ӗҫ те ӑнӑҫлӑ пулӗ, ҫавӑнпа таврари ҫынсен хисепне ҫӗнсе илес шанчӑка ан вӗҫертӗр.

Любая ваша деятельность будет иметь немалый успех, поэтому не упускайте возможность завоевать уважение у окружающих.

50-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Алли-ури ҫыпӑҫуллӑ унти ҫынсен.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан умӗнче ун пек те, кун пек те йӑпӑлтатать, ҫынсен умӗнче ӑна мухтам пекки тӑвать, куҫ хыҫӗнче, мӑрсасем илтмен чух «ахмак» тесе сурса вӑрҫать.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑн пек киленсе пӗтӗм кӳлепипе талпӑнса пӑхса тӑнӑ чух чӗнсе кӑларчӗ те ӑна Чечекпи ҫынсен картинчен.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫынсен умӗнче ханпа тавлашма аван мар.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗтсе илме тухнӑ ҫынсен ячӗпе хан умӗнче Усеин-Сеит князь сӑмах тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех