Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑрмалла (тĕпĕ: ҫывӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫывӑрмалла! — терӗ Демьян.

Спать пора! — сказал Демьян.

Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.

Нивушлӗ пурӗ те ҫывӑрмалла та ҫимелле ҫеҫ, ӑна та пулин эс пулӑшнипе кӑна?

Неужели только спать, есть, да и то с твоей помощью?

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ҫывӑрмалла мар, атьсемӗр!

— Не спать, ребятки!

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫывӑрмалла пулӗ, — терӗ Сергей тӑрса.

— Да, пожалуй, будем спать,— сказал Сергей, вставая.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Асту, ҫывӑрмалла мар! — терӗ савӑнӑҫлӑн Ирина, ӑна ҫӳҫӗнчен турткаласа.

— Только, чур, не спать! — сказала Ирина, теребя его за чуб.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫывӑрмалла, ҫывӑрмалла…»

Спать, спать…»

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ну, ҫывӑрмалла, ҫывӑрмалла, ыран каллех йӗнер ҫине ларса ланккамалла…

Ну, спать, спать, а завтра снова качаться в седле…

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Халӗ ҫывӑрмалла!

А сейчас — спать!

XXVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Санӑн ма ҫывӑрмалла мар-ха?

— Ну, а с чего же тебе-то не спать?

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак сехетсене «абсолют» тесе ят панӑ, мӗншӗн тесен лагерьти правило тӑрӑх ҫак вӑхӑтра нимӗн те тума юраман: артековецсене кровать ҫине вырттарнӑ та, вӗсен ҫывӑрмалла пулнӑ.

Назывались они «абсолют», потому что по правилам лагерного распорядка в это время нельзя было абсолютно ничем заниматься: артековцев укладывали в кровати и полагалось спать.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫывӑрмалла! — терӗ Устенька, арба айне майлашӑнса выртса.

Спать! — говорила Устенька, укладываясь под арбой.

XXX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Ну, ҫывӑрмалла, хӗрсем!

— Ну, спать, девки!

XXX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Тата ҫакна та астӑватӑп: темлерен эпир пӗр ухмах ҫын пирки калаҫса кайрӑмӑр, ун чухне вӑл ӑна вӗлермелле кӑна мар, «ун какайне ҫисе ямалла та тирӗ ҫине выртса ҫывӑрмалла» терӗ.

Еще помню, как-то речь зашла об одном дурном человеке, в брат сказал, «его следовало не только убить, но и съесть его мясо и спать на его шкуре».

V // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

«Тата ҫывӑрмалла та ҫав унӑн… ача вӗт-ха вӑл»… ачашлас кӑмӑлпа шухӑшларӗ Катерина.

Катерина решила было не будить мальчика так рано, пусть еще поспит.

38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эрех-сӑра, кофе ӗҫме пачах тенӗ пек юрамасть, аш таврашӗ, ҫуллӑ е уҫӑ апат ҫиме юрамасть, ун вырӑнне хуллен ҫӳрес пулать, каҫсерен кӑна виҫеллӗ ҫывӑрмалла.

Водка, пиво и вино, кофе, с немногими и редкими исключениями, потом все жирное, мясное, пряное было ему запрещено, а вместо этого предписано ежедневное движение и умеренный сон только ночью.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑшпӗр чухне кил хуҫи арӑмӗ, ҫак пӳлӗме кӗрсе, ӑна юсама, тасатма шут тытсан, Захар ҫине тӑрсах ҫапла пӗлтерет: щеткӑсем, вакса, атӑсем ӑҫта выртнине пӗлесси — хӗрарӑм ӗҫӗ мар, унӑн ҫи-пуҫӗ урайӗнче купаланса выртнипе, тӳшекӗ кӑмака хыҫӗнче, тусан ҫинче выртнипе никамӑн та ӗҫ ҫук, вӑл ҫи-пуҫа Захар хӑй тӑхӑнмалла, вӑл тӳшек ҫинче хӑй ҫывӑрмалла, кил хуҫи арӑмӗ мар.

Если Захар заставал иногда там хозяйку с какими-нибудь планами улучшений и очищений, он твердо объявлял, что это не женское дело разбирать, где и как должны лежать щетки, вакса и сапоги, что никому дела нет до того, зачем у него платье лежит в куче на полу, а постель в углу за печкой, в пыли, что он носит платье и спит на этой постели, а не она.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Пӗр эрне хушшинче, тейӗ, повереннӑй валли тӗплӗ инструкци ҫырса хатӗрлемелле те ӑна яла кӑларса ямалла, Обломовкӑна залог шучӗпе хумалла, ҫӗр туянмалла, ҫурт-йӗр тумалли план ярса памалла, хваттере урӑх ҫынна памалла, паспорт илсе ҫур ҫула ют патшалӑха каймалла, ытлашши ҫӑва пӑрахмалла, самӑрлӑха чакармалла, тахҫан ӗлӗк юлташпа пӗрле ӗмӗтленнӗ сывлӑшпа сывламалла, халатсӑр, Захарсӑр, Тарантьевсӑр пурӑнмалла, хӑвӑнах чӑлха тӑхӑнмалла, атта хӑвӑн хывмалла, ҫӗрле ҫеҫ ҫывӑрмалла, пурте кайнӑ ҫӗрелле, чугун ҫулӗпе, пӑрахутпа каймалла, унтан…

«В неделю, скажет, набросать подробную инструкцию поверенному и отправить его в деревню, Обломовку заложить, прикупить земли, послать план построек, квартиру сдать, взять паспорт и ехать на полгода за границу, сбыть лишний жир, сбросить тяжесть, освежить душу тем воздухом, о котором мечтал некогда с другом, пожить без халата, без Захара и Тарантьева, надевать самому чулки и снимать с себя сапоги, спать только ночью, ехать, куда все едут, по железным дорогам, на пароходах, потом…

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Иртерех пек, ку вӑхӑтра ҫывӑрмалла мар пек… чирлӗ пулас?

 — Рано бы, кажись, об эту пору… нездоров, видно?

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хам ӑшӑмра эпӗ ӑна тупма хушнӑ пек пултӑм — акӑ вӑл, кӑвак ҫӳҫлӗскер, ман умра тӑрать те пек ӗнтӗ, унӑн халех выртса ҫывӑрмалла, унсӑрӑн хӑй телейне кура вӑл халех ӑнран та кайма пултарӗ.

Я как бы приказала в душе, чтобы мы нашли его — и вот он стоит, седой, прямой, и нужно, чтобы он уснул, а то он сойдёт с ума от волнения и счастья.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫсерен эпир Кирӑпа тӑраниччен пӑшӑлтатса пӗрне пӗри: «Ну, ҫитӗ, ҫывӑрмалла!» теттӗмӗр, Кира пӗр самантрах ҫывӑрса каятчӗ, ҫывӑрнӑ чух ун сӑнарӗ кулӑшла телейлӗн куранатчӗ, ҫавӑн пек чухне вара пӗр-пӗччен юлаттӑм та чӗрене чӑтма ҫук тунсӑх явса илетчӗ.

Но по ночам, когда мы с Кирой, нашептавшись вволю, по очереди говорили друг другу: «Ну, спать!» — и она вдруг засыпала, и во сне у неё становилось смешное, счастливее выражение лица, в эти минуты, когда я оставалась одна, тоска наконец добиралась до сердца.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех