Шырав
Шырав ĕçĕ:
ҫывӑрмалла (тĕпĕ: ҫывӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Приказ тӑрӑх, пурин те хывӑнмасӑрах ҫывӑрмалла пулнӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вара ҫакӑн пек пулса тухрӗ: пӗрремӗш — унӑн часрах тӳрленмелле, выҫӑ пурӑннӑ вӑхӑтра ҫухатнӑ сывлӑхӗпе вӑйне каялла тавӑрмалла, ҫакӑн пирки ытларах ҫимелле тата ҫывӑрмалла; иккӗмӗш — лётчикӑн ҫапӑҫура кирлӗ пулакан пахалӑхӗсене каялла тавӑрмалла, ҫакӑн пирки унӑн, койка ҫинче выртакан чирлӗ ҫын тума пултаракан гимнастикӑллӑ упражненисене туса, шӑмма-шакка тӗреклетмелле; виҫҫӗмӗш — ку ӗнтӗ чи кирли тата чи йывӑрри пулнӑ — чӗркуҫҫи таран татнӑ урасене вӑйлӑ та ҫӑмӑллӑн ҫаврӑнкалакан тумалла, кайран вара, протезсем туса тӑхӑннӑ хыҫҫӑн, ҫав урасемпе самолета управлени туса пыма хӑнӑхтармалла.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ах, епле паха, епле ырӑ пурнӑҫ пуҫланнӑччӗ Ваньӑшӑн: вӑл ҫав тери паттӑр, ырӑ кӑмӑллӑ разведчиксемпе паллашнӑ, вӗсемпе пӗрле апат ҫимелле, сахӑрне кружка ӑшне ярса чей ӗҫмелле, вӗсемпе пӗрле разведкӑна ҫӳремелле, мунчара ҫапӑнмалла, автоматран пемелле, вӗсемпе пӗр палаткӑра ҫывӑрмалла пулатчӗ; кӗпе-тумтир илмелле — атӑ, погонлӑ гимнастерка (погонӗсем ҫинче — пӗчӗк тупӑ кӗпҫисем), шинель, тен компаспа револьвер-наган, патронсем те пулатчӗҫ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӑл — сӑваплӑ вырӑн, унта манӑн упӑшкапа ҫывӑрмалла.
Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Ҫак шӗвекпе каҫхине ҫывӑрма выртас умӗн кӑмпаллӑ ӳт ҫине примочка хурса ҫирӗплетмелле, ҫаплах ҫывӑрмалла.
Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№