Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кантӑкран лӑпкӑ каҫ курӑннӑ, ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатнӑ, инҫетрех те мар Дэбльтоун ҫуттисем мӑчлатнӑ, завод трубисем тӗтӗм кӑларма пуҫланӑ: праҫникре каннӑ хыҫҫӑн ырана валли ӗҫлеме пӑс хатӗрленӗ.
XXXII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Уҫланкӑсенчи вут ҫуттисем, ҫунакан кӑвайтсем ирте-ирте юлнӑ, пӗр ҫӗрте тата вӑрман касакансем вут тавра ларни курӑнса иртнӗ, хушӑран пӳрт кантӑкӗсем ҫуталса илнӗ…
XXVII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Вӗсем ҫак тинӗс ҫуттисем пек таҫтан аялтан хӑпарнӑ, ҫав ҫутӑсем ҫине пӑхнӑ пекех унӑн вӗсене те ҫывӑхран тинкерсе пӑхасси килнӗ…
III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫӳлте, чугун ҫулсем иртекен тӗлте, стрелкӑсемпе семафорсен тӗрлӗ тӗслӗ ҫуттисем ялтӑртатаҫҫӗ, депо умне, йывӑррӑн сывласа, «маневрик» канма пырать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
«Дункан» асамат кӗперӗн ҫуттисем ӳкнӗ хумсем тӑрӑх шӑвӑнать, унӑн парусӗсем ҫилпе мар, хӗвелӗн ҫутӑ пайӑркисемпе хӑмпӑланса пыраҫҫӗ тейӗн.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Нимӗҫсен енче сайра хутра пулемет тӑрӑлтатса илкелет, тата канӑҫсӑр тӗттӗмре ракетӑсен, тӗпсакайӗнче ҫитӗнтернӗ пекех имшеркке те шупка ҫуттисем курӑнкалаҫҫӗ.
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Унӑн пичӗ ҫине тусан вӗҫсе ларнӑ, куҫӗсенче ҫав тӗксӗм хӗвеланӑҫне пӗҫертсе илекен уяр ҫиҫӗмсен ҫуттисем вӗлтлетсе илеҫҫӗ пек.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Сулланакан хунар ҫуттисем ҫеҫ чул стенасем ҫинче кашт вылянса тӑраҫҫӗ, унтан вӗсене те тӗттӗмлӗх ҫӑтса ярать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Урамри хунарсен вӑйсӑр ҫутти ҫумне иллюминацин тӗрлӗ тӗслӗ хунарӗсен ҫуттисем хутшӑнаҫҫӗ.К слабому свету уличных фонарей примешивались разноцветные, как бы желатиновые линейки иллюминации.
XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унта ишсе ҫӳрекен ҫу ҫаврашкисем ҫинче столовайри лампӑн ҫуттисем виҫҫӗр тӗлте курӑнаҫҫӗ.Там в масляных капсюлях отражались по крайней мере триста крошечных абажуров столовой лампы.
XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Е куҫа курӑнман карапсен майпен шӑвакан ҫуттисем, е курӑнман маякӑн пӗрре ҫутӑлакан, тепре сӳнекен шурӑ ҫутти?Или движущиеся огни невидимых судов и бледные медлительные вспышки неведомого маяка?
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Симӗс те хӗрлӗ бенгаль ҫуттисем вӗлкӗшнипе, тӗттӗм пахчара унта та кунта тӗлӗнмелле йывӑҫ тӗмӗсем ҫуталса е сӳнсе тӑнӑ.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах та акӑ инҫетре шурӑмпуҫ курӑнса каять, — тата темиҫе самант иртет, вӑл шурӑмпуҫ мар иккен, пин-пин ҫутӑпа ҫиҫсе тӑракан хула ҫуттисем, вӗсем ҫӗр те пӗр тӗслӗ, ҫӗр те пӗр евӗрлӗ…
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Актовӑй залри паркета шакмаклатса тунӑ, кантӑк патӗнчен алӑк патнелле утнӑ чух вара тӗксӗм ярӑмӗсем ҫуттӑн, ҫуттисем — тексӗммӗн курӑнчӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Таврара шӑпах пулнӑ, сайра хутран ҫеҫ хӗвеланӑҫ енче — пӗрре лере, тепре кунта — нимӗҫ ракетисен ҫуттисем силленкелесе тӑнӑ.
22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Хӗвеланӑҫӗнчи горизонтра, инҫетре, артиллери ҫапӑҫӑвӗн ҫуттисем палӑрнӑ.На западном горизонте мелькали отражения далёкого артиллерийского боя.
8 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
- 1
- 2